Комментари хушас

9 Ака, 2014

Шанчăка çухатмасăр

Пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществин Куславкка районĕнчи вырăнти организацийĕ çак тăрăхри 25 ял-хулари тата Вăрмар районĕнчи 37 ялти 200-е яхăн инвалида /ытларах пайĕ - аслă ăру çыннисем/ пĕрлештерсе тăрать. Ăна Чăваш Республикин социаллă пулăшăвăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Морева 22 çул ертсе пырать.

- Куç курман инвалидсемпе ĕçлессине общественноçпа çирĕп çыхăнусем тытса йĕркелетпĕр, - каласа кăтартать Елена Александровна. - Вырăнти администраци, Пенси фончĕн, халăхăн социаллă хÿтлĕх пайĕн, районсенчи вулавăш, ятарлă вулавăш ĕçченĕсемпе, тухтăрсемпе, культура ĕçченĕсемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Вĕсем тивĕçлĕ пулăшу парассинчен нихăçан та пăрăнмаççĕ.

Е.Морева инвалидсене тупса палăртас, вырăнти организацие йышăнас тĕлĕшпе çине тăрать: Пенси фондне, окулистсем патне час-часах шăнкăравлать - туслă йышпа йывăрлăхсене çĕнтерме ансатрах-çке. Акă нумаях пулмасть В.Иванов ыйтнипе «Куç микрохирургийĕ» МНТК сотрудникĕсемпе çыхăннă, кирлĕ сĕнÿсем илнĕ, каярах вĕсене инвалидсене ăнлантарса панă. Вырăнти организацире инвалид ачасемпе ĕçлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чир шала каймасть-и, ача вăхăтра сиплев илет-и - нумай ыйту канăçсăрлантарать хăйĕн пурнăçне инвалидсене халалланă хĕрарăма. Паллах, çăмăл мар - икĕ района та ĕлкĕрмелле, кулленхи ыйтусене татса панă чухне бюро членĕсемпе, групоргсемпе канашламасăр май çук. Йывăр чирлисем патне килĕсене çÿреме тивет - вĕсемшĕн эмелпе сипленнисĕр пуçне ăшă сăмах, инкек алăкран шаккасан пĕчченлĕхре хăварманни темрен те паха.

Куллен вун-вун çынпа тĕл пулма, пулăшу кÿме тивет. Сăмахран, пĕлтĕр 165 инвалида йышăннă. Икĕ районта та кашни уйăхрах куç курманнисен кунĕсене ирттереççĕ. Кичемленсе, пусăрăнса лармаççĕ, шанчăка çухатмасăр пурăнаççĕ, тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илеççĕ, унти статьясене сÿтсе яваççĕ /сăмах май, пирĕн «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçатсене те килĕштерсе вулаççĕ/. Вăрмарта акă районти вулавăш ĕçченĕсем куç курманнисен обществин членĕсене Чăваш чĕлхи уявне явăçтарнă, И.Я.Яковлев 165 çул тултарнă май унăн «Чăваш халăхне янă халалĕпе» паллаштарнă.

Вырăнти организацире пултаруллă та хастар, тĕрлĕ енĕпе талантлă çын сахал мар. Вĕсем районта кăна мар, республикăра иртекен конкурссенче, концертсенче, фестиваль-турнирсенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ. В.Никифоров, Г.Егоров, Н.Зайцев республикăри «Пĕрле эпир ытларах пултаратпăр» фестивальте палăрнă.

Юпа уйăхĕнче Чăваш Республикинче куç курман инвалидсен хушшинче шашка-шахмат енĕпе ирттернĕ чемпионатра Н.Зайцев, Г.Васильева, Ю.Михайлов мала тухнă. Людăпа Юля Филипповăсем республикăри инвалид ачасен «Талантсен фейерверкĕ» фестивальне хутшăннă. Ку списока малалла та тăсма пулать. Çакнашкал культура, спорт мероприятийĕсем, ăс-тăн вăййисем хыççăн кăмăл-туйăм лайăхланать, чир-чĕр те вăхăтлăха манăçать. «Пирĕн пурнăç» стена хаçачĕ кăларса тăнă, республикăра тăван тавралăха хÿтĕлессине халалланă хаçатсен конкурсне хутшăннă.

Ахальтен мар ĕнтĕ çулталăкри отчет конференцийĕнче Пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществин республикăри уйрăмĕн ертÿлĕхĕ Куславккасен ĕçне «питĕ лайăх» тесе палăртнă. Республикăри çакнашкал организацисен хушшинче 2013 çулхи смотр-конкурсра вĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă.

- Пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществин республикăри уйрăмĕн пуçлăхне Юрий Ефимович Сергеева, Куславкка тата Вăрмар район администрацийĕсене, инвалидсене ырă кăмăлтан пулăшакансене эпир пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Вĕсем пирĕн ыйтусене ăнланса йышăннипех вырăнти организаци членĕсене паллă кунсемпе, уявсемпе саламлама, кану каçĕсем, ытти мероприяти йĕркелеме пултаратпăр, - калаçăва пĕтĕмлетет Е.Морева.

Сăмах май, 2013 çулта спонсорсем /организацисем, предпринимательсем/ Куславккари организацие 169316 тенкĕлĕх /укçан тата таварсемпе/ пулăшу кÿнĕ.

Куславкка хули

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.