Комментари хушас

18 Кăрлач, 2017

Ыр çын каять — ят юлать

Çĕньялти халăх театрĕн режиссерне,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне
Зинаида ПЕТРОВĂНА халалласа

Халĕ те куç умĕнчех, хăлхарах янăрать Зинаида Петрова «Çĕпĕр дивизийĕнчи» ывăлне вăрçăран кĕтсе илеймен Амăшĕн чĕрене витерекен монологĕ. «Çу, çумăр, çу...» М.Ухсай, «Ывăлсем» Г.Терентьев, «Вăрмана юлнă çамрăклăх» А.Пăртта, «Яла таврăнсан», «Илюк», «Эсĕ кайрăн та» Л.Сачкова... — асăнса пĕтереес çук. Икçĕр çитмĕлрен те иртнĕ вăл вылянă спектакльсен шучĕ.

Е тата ашшĕне, вăрçă ветеранне, халалласа çырнă сăвă йĕркисем:

Алла тытрăм сăнÿкерчĕк —
Кайрăм шухăша...
Ах, ытла та çамрăк пулнă
Апăрша!..
Кăн-кăвак таса тÿпе
пуç тăрринче.
Уншăн тăкнă юн вăл
вăрçă хирĕнче.
Хĕрсене хĕрÿллĕн
ыталас чухне
Çирĕппĕн вăл ыталанă
пăшалне.
Сăнÿкерчĕке чĕре тĕлне
тытса
Пĕр самантлăха ларап
куçа хупса.
Ман ума тухать вунçиччĕри
салтак —
Таçта курнă пек те туйăнать
пăртак...

Пархатарлă пулчĕç эсĕ ут­са тухнă çулсем. Чул палăк евĕр юлчĕç эсĕ калăпланă сăнарсем. Мĕн чухлĕ сценарие, драмăна кун патăн. Унтан тата халăха /ватти те пур унта, ача-пăча та, яшши те, çамрăкки те/ культура ĕçне явăçтартăн. Çăмăл пулман-çке.

Паян, вара... Паян...

2016 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлчĕ Зинаида Петровăн пурнăçĕ. Вăхăтсăр тапма чарăнчĕ унăн вутлă чĕри.

Чупса та çитейми, тытса та
илейми мал ĕмĕт!..
Мĕн-ма-ши эсĕ этемĕн
чунĕ тухнипех
Ирхи тĕтре евĕр кĕç
саланатăн?!.
Унтан таçта тарса та
çухалатăн?!.

Палăртнă мĕн чухлĕ ĕç пурнăçланаймарĕ: çывхарса килекен çĕнĕ 2017 çул ячĕпе ирттермелли савăнăçлă каçчĕ; ун хыççăнах — Сурхури; кĕçĕн çулти ачасемпе хатĕрленĕ спектакльпе район смотр-конкурсне хутшăнмаллаччĕ; культура ĕçне кÿлĕннĕренпе 45 çул çитнĕ ятпа кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ эрни йĕркелеме палăртнăччĕ; кăшт каярахпа вара «Тăлăх Марье» спектакль премьериччĕ...

Хăвăнпа сывпуллашма мĕн чухлĕ çынна пуçтартăн, Зинаида. Çĕньялти Петрпа Павел апостолсен ячĕллĕ чиркÿре панихида ирттернĕ хыççăн чĕрене тивмелле сăмахсем янăрарĕç.

Хаклăран та хаклă Зинаида Николаевна! Эсĕ пирĕнтен çав тери вăхăтсăр уйрăлса кайни тăван-хурăнташшăн кăна мар, ял-йышшăн та, чăваш культуришĕн те пысăк та йывăр çухату пулчĕ. «Кăкăр ачи амăшĕшĕн юншăхланнă евĕр тăлăха тăрса юлминччĕ театр», — пуçне усса сăмахне вĕçлерĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина.

Тĕссĕрленминччĕ-çке санăн çутă сăнару, манăçминччĕ-çке ырă яту.

Ĕлĕкрен артиста юлашки çула алă çупса ăсатнă. Эпир те, ватти те çамрăкки, ял-йыш, тăван та хурăнташ, санăн ĕçне, хăвна хакласа, хисеплесе килнĕ пур чыслă-сумлă çын куççулĕ витĕр юлашки хут тăвăллăн алă çупса сывпуллашрăмăр санпа.

Л.ФЕДОТОВА-ОЛАНЬГАЙ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.