Комментари хушас

17 Кăрлач, 2017

Раксем ăçта хĕл каçаççĕ?

Шывра пурăнакан чĕрчунсенчен рак евĕрлисем уйрăмах йышлă тата тĕрлĕ. 30 пине яхăн тĕс. Раксен тăршшĕ 2 миллиметртан пуçласа 80 сантиметртан иртме пултарать. Вĕсен организмĕ 500 миллион çул каялла йĕркеленме пуçланă.

Ытларахăшĕ шывра пурăнать, пĕрисем тĕпĕнче, иккĕмĕшсем юшкăнра, виççĕмĕшсем /паразитсем/, вĕтĕскерсем, пулă тата ытти чĕрчун çинче, тăваттăмĕшсем çĕр айĕнчи шывра. Крабсем, ушкăнран уйрăм çÿрекен раксем, йĕпе кăпшанкăсен пĕчĕк ушкăнĕсем çеç типĕ çĕр çинче. Тĕп апачĕ — шыври вĕтĕ курăк тата бактерисем. Вĕсене çăварĕнче сăрхăнтарса тытса юлаççĕ е ÿсентăран çинчен хырса пуçтараççĕ. Виле, çĕрĕшнĕ ÿсентăрана çисе шыва тасатаççĕ. Çавăнпа вĕсене шыв санитарĕсем теççĕ. Хăйсем — çăткăн пулăсен, çав шутра шăлсăр китсен апачĕ.

Раççей тинĕсĕсенче рак евĕрлисенчен ытларах — креветкăсем, крабсем, омарсем. Пулă çитĕнтерекен хуçалăхсенче лăкăсене апатлантарма ятарласа вĕтĕ раксем ĕрчетеççĕ. Юханшывсенчи, тинĕсри планктонăн 90% таран рак евĕрлисенчен тăрать. Вĕсем шыври чĕрчунсене витаминпа, çупа, белокпа, органикăн ытти япалипе тивĕçтереççĕ.

Чăваш Енри рак евĕрлисен хушшинче ансăр пÿрнеллĕ юханшыв ракĕ — тĕп вырăнта. Юханшыв тĕпĕнче пурăнать, таса, кислородпа пуян, тăварсăртарах шыва, ытларах хытă, юшкăнсăр 3-4 метр тарăнăшĕнчи тĕпе кăмăллать. Йÿçек шыва чăтаймасть. Вăл — шыв индикаторĕ. Чуллă çыранра, хысакри путăкра асăрхатпăр. Хăйсене килĕшекен вырăна малтан аçисем йышăнаççĕ. Çамрăкраххисем ăшăхра чул, турат-тунката айне пытанаççĕ. Рак чавса тунă шăтăкра пĕччен пурăнма килĕштерет. Йăви патне юта ямасть, хăваласа ярать. Кăнтăрла — шăтăкĕнче, каçхине — сунарта. Унтан таврана сăнать. Апата юрăхлă чĕрчуна асăрхасанах тухать те хаччисемпе ярса илет, йăвине сĕтĕрсе кĕрет.

Кĕлеткине хытă та çÿхе витĕ хупăрлать. Унăн çумне мышцăсем, ăш-чик çыпçăннă. Ăсчахсем ăна панцирь теççĕ. Вăл сиенлĕ япаласенчен, чир бактерийĕсенчен сыхлать. Кĕлеткине 3 пая пайлатпăр: пуçĕ, кăкăрĕ, хырăмĕ. Качин сулахай тата сылтăм аяккĕсенче — енрен ене хăвăрт куçакан пĕчĕк мăшăр кĕпçесем, вĕсен вĕçĕнче — куçĕсем. Пуçĕ 4 пайран, 5 мăшăр хушмачран. Пĕрремĕш хушмач — кĕске сисÿ мăйăхĕ, иккĕмĕшĕ — вăрăм сисÿ мăйăхĕ. Вĕсем çăварĕ тавра. Ракăн вĕтĕ сисĕм шăрчĕсем нумай. Вĕсен пĕр ушкăнĕ шăрша, тепри сĕртĕннине, ытти хими япалисене туять. Çăварĕ виçĕ мăшăр янах шăммисенчен тăрать, çÿлти янах шăммисем, иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем — аялти янах шăммисем.

Çÿлти янах шăммисемпе апата чăмласа вĕтетет, аялтипе апата сăрăхтарать тата ăна çăтса ярать. Кăкăрĕ 8 пайран тăрать. Вĕсем çинче ура янахĕсем — 3 мăшăр, çÿрекен урасем — 5 мăшăр. Малтанхи ура янахĕсемпе апата шывран сăрхăнтарса çăвара кĕртет. Виççĕмĕш ура янахĕпе куçĕсемпе мăйăхне тасатать. Урисен пĕрремĕш мăшăрĕ пысăк та вăйлă хачăллă. Унпа чĕрчунсене тытать, тăшманĕсенчен хÿтĕленет. Ытти 4 мăшăрĕпе куçса çÿрет. Юханшыв ракĕ нимĕнле апата та тиркемест. Моллюск, хурт-кăпшанкă хурчĕсем, ăман пуçтарать. Аçисем апата 2 талăкран, амисем 3 талăкран тухаççĕ. Рационри чĕрчунсен тÿпи 10 процентран иртет.

Кăштах пысăклансанах шыв пăрçисене тытать, çăварĕнчи шыва сăрхăнтарса планктонсене çăтать. Пĕчĕк çăварĕ кĕлеткин аял енче. Апата вакламасăр çăтса яраймасть. Хаччисемпе вĕтетет. Апат йĕпе пырпа пысăк хырăмлăха çитет. Вăл икĕ уйрăмран тăрать, малараххи — вĕтетмелли, каяраххи — сăрхăнтармалли.

Вĕтетмелли хитинтан йĕркеленнĕ 3 хытă шăллă. Вĕсем апата татах вĕтетеççĕ. Çемçетни тепĕр уйрăмри вĕтĕ çÿç евĕрлĕ пĕрчĕсем тата питĕ çÿхе те вĕтĕ хутланчăксем витĕр сăрхăнать, малалла вăтам пыршăлăха куçать. Пĕвер ферменчĕсемпе шăранса ирĕлет те — тутлăхлă япалисем юна сăрхăнаççĕ. Шăранса ирĕлменни тÿрĕ те кĕпçе евĕрлĕ хыçалти пыршăлăхра пуçтарăнать, кунтан тула тухать.

Сухасен пуçламăшĕнче çинçе çип евĕрлĕ вĕтĕ çыхăсем пур. Вĕсем — сисĕм органĕсем, рецепторсем. Вĕсемпе суха хăвăлĕнче шыври хими япалисен тытăмне, шыв юххин хăвăртлăхне палăртать. Вăрăм мăйăхĕсем — хыпашлав тата шăрша туякан сисĕм органĕсем. Шăрша инçетренех сисет. Уйрăмах çĕрме пуçланă пулă, шапа, вĕçенкайăк, ытти чĕрчун виллине. Аçи амине пĕтĕлентернĕ чухне сперматофорсене ар шăтăкĕсене хурать. Вĕсем шурă чăмаксем пулса выртаççĕ. Ами çăмарта çулĕ витĕр ятарлă шĕвек кăларать. Вăл сперматофорсен йăлмакаллă хуппине ирĕлтерет те — ар вăррисем ирĕке тухаççĕ, куçкалаççĕ, çăмартасен ăшне кĕрсе тĕвĕленеççĕ. Ами вĕсене хырăм урисем çумне çыпăçтарать. 100-200 çăмарта. Тепĕр çуллачченех аталанаççĕ, вĕсенчен вĕтĕ раксем тухаççĕ. Хаччисемпе çатăрласа тытнăскерсем малтанхи 10-12 талăкра амăшĕн урисенчен вĕçерĕнмеççĕ. Амăшĕ вĕсене инкекрен сыхлать.

Юханшыв ракĕ 40-50 çул пурăнать. Ÿссе çитĕннĕ аçин тăршшĕ — 30-35 см, йывăрăшĕ — 200 г. Амăшĕн тăршшĕ — 18-20 см, йывăрăшĕ — 120-135 грамм. Чăваш Енри шыв-шур вараланнăран вĕсем çукпа пĕрех. Сăрпа Атăлта та питĕ сахал. Хĕлле хастарлăхĕ самаях чакать. Çапах пăр айĕнчи юшкăнран апат шырама тухкалать.

Николай ИГНАТЬЕВ,

профессор.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.