Комментари хушас

14 Кăрлач, 2017

Пăрачкаври учительсен семинарийĕ

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат республикăри историпе культура, архитектура, çутçанталăк палăкĕсемпе паллаштарма пуçлать. Çавна май вырăнти таврапĕлÿçĕсем пирĕнпе çыхăну йĕркелессе шанас килет. Эсир пулăшнипе вăл е ку вырăн пирки туллинрех çырса кăтартма май килĕ. Хăвăр тăрăхри паллă вырăнсем çинчен хыпарсем кĕтетпĕр.

Историпе çыхăннă вырăнсене тупас, тĕпчес, сыхласа хăварас ĕç малалла пырать. Паян Пăрачкаври учительсен семинарийĕ çинчен каласа кăтартас килет. Ăна Чăваш Республикинче чи малтан уçнă.

Çĕршывра пуçламăш классенче вĕрентекенсем çитменрен пĕлÿ паракан ятарлă учрежденисем уçма тивнĕ. 1860-мĕш çулсенче Раççейре 3 çуллă вĕрентÿ курсĕллĕ учительсен семинарийĕсем ĕçлеме пуçланă. Унта хĕрсемпе каччăсене тĕне, сословие пăхмасăр йышăннă.

1871 çулта Санкт-Петербург, Мускав, Хусан, Харьков, Одесса округĕсенче учительсен 5 семинарине уçма палăртнă.

Пăрачкаври учительсен семинарине Атăлçи халăхĕсене çутта кăларакан вырăс паллă педагогĕ Илья Ульянов хута янă. Малтанах Хусан вĕренÿ округĕнчи Саратов кĕпĕрнинче уçма шухăшланă ăна. Анчах унта килĕшÿллĕ çурт тупăнман. Чĕмпĕр кĕпĕрнийĕн халăх училищисен инспекторĕ Илья Ульянов пĕр шухăшлă чиновниксем пулăшнипе Пăрачкавра император çемйин çуртĕнче учительсен семинарине уçма вăй çитернĕ. Вăл çавнашкалах икĕ хутлă çурта йĕркене кĕртме 26542 тенкĕ ыйтса илнĕ.

Илья Николаевич юсавпа, сĕтел-пукан ăсталассипе, семинари çумĕнчи çĕр лаптăкĕпе усă курассипе çыхăннă ĕçсене хăй пăхса-йĕркелесе тăнă. Пĕрремĕш директора мал шухăшлă В.Ауновские çирĕплетнĕ. Малтанах 39 вĕренекене йышăннă. Вĕсенчен 15-шĕ — хыснаран, 15-шĕ земстворан стипенди илнĕ, 6-шне укçа паман. Пĕлÿ илекенсенчен иккĕшĕ — чăваш, ыттисем вырăс пулнă. Вĕсенчен 9-шĕ — хресчен ачисем, ыттисем — чиновник, унтер-офицер, тĕн çыннин ывăлĕсемпе хĕрĕсем. Хресченĕн педагогсене çулталăкне 28 пус тÿлемелле пулнă. Ячĕшĕн илнĕ укçа, паллах, вĕрентнĕшĕн тÿлеме çитмен. Семинарире вырăс чĕлхи, истори, географи, арифметика, геометри... вĕрентнисĕр пуçне сад, хурт-хăмăрçă, слесарь, токарь ĕçне хăнăхтарнă. Илья Николаевичпа канашласа педагогсем Турă саккунĕн сехечĕсене сахаллатнă, çакăнпа усă курса ытти предметсене тĕплĕнрех вĕрентнĕ.

Инспектор ĕçĕпе тĕрлĕ çĕре çитнĕ май Илья Ульянов Пăрачкаври учительсен семинарийĕнче вĕренес кăмăллă çамрăксене шыранă. Вăл, чи малтанах, хресчен ачисен йышне пысăклатма тăрăшнă. Пуçламăш çулсенче, сăмахран, семинаристсенчен 1/4-мĕш пайĕ хресчен çемйинчен тухнисем пулнă. 1887 çул тĕлне çак йыш палăрмаллах пысăкланнă. Унсăр пуçне нумайрах ачана вĕрентме кирпĕч тата йывăç çуртсем çĕклесе лартнă. Библиотекăра 6620 тенкĕлĕх 4390 тĕрлĕ кĕнеке упраннă.

1875 çулта Пăрачкав семинарийĕнчен 12 учитель вĕренсе тухнă. Вĕсене пурне те ĕç пуçлама вĕренÿ пособийĕсем панă. 1877 çулта çакăнтах учительсем валли уйăхлăх курссем йĕркеленĕ. Унта 39 педагог хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатнă.

1917 çулччен Пăрачкав семинарийĕ 765 педагога пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çак йышран чылайăшĕ шкул, халăх вĕрентĕвĕн, хуçалăх, наука тытăмĕн ертÿçине вырнаçнă.

1921 çулта семинарирен — педагогика техникумĕ, 1937 çулта педагогика училищи туса хунă. 1947 çултанпа вăл И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленет. 1957 çулта çакăнта тăлăхсем валли интернат шкул уçнă.

Халĕ Чăваш Республикинчи учительсен пĕрремĕш семинарийĕ çумĕнче Пăрачкаври Ача çурчĕ вырнаçнă. Унăн директорĕ Марина Архипова каланă тăрăх, истори палăкĕ килĕшÿллех мар курăнса ларать. Унта пушар та тухнă. Çак вырăна юсаса çĕнетме вăл та, ыттисем пекех, федераци хыснинчен укçа уйăрасса шанать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.