Комментари хушас

Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Хыпар" тата "Советская Чувашия" хаçатсен ыйтăвĕсене хуравлать

"Хыпар" тата "Советская Чувашия" хаçатсен хăйĕн патне интервью илме килнĕ корреспонденчĕсем иккĕшĕ те галстуксăррине асăрхарĕ те - ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тÿрех çапла каларĕ: "Апла тăк эпĕ те хыватăп". Çакă та, вăл пиртен аслăрах-уйрăмрах пулас теменни, уçă та интереслĕ калаçу пуласса шанма май пачĕ. Йăнăшмарăмăр, чăннипех ирĕклĕ калаçу - "юраман" темăсемсĕр...

"Тĕтресĕр" малашлăх çинчен

- Михаил Васильевич, калаçăва Чăваш Енĕн пысăк промышленноçĕн теминчен пуçлани вырăнлă ахăр. Пĕлтĕр унăн аталанăвĕ чакрĕ. Промышленноç производствин ÿсĕм никĕсне ăçта куратăр? Иртнĕ çул Красноармейски районĕнче кирпĕч завочĕ, "Етĕрнесĕт" завод хута кайнăччĕ, кăçал çавнашкал проектсем пурнăçланасса кĕтме пулать-и?

- Пĕлтĕр пысăк промышленноç анса ларчĕ тесе каламăттăм. Çапла, хăвăрах пĕлетĕр, Раççейри, тĕнчери финанс рынокĕсенчи вăл е ку процессене кура уйрăм ыйтусем пур. 2008-2009 çулсенче чи малтанах машиностроени отраслĕ палăрмаллах чакнăччĕ. Иртнĕ çулталăк пуçламăшĕнче эпир аталанăвăн икĕ вариантне палăртнăччĕ. Çулталăк вĕçĕнче 98,6% шайне çитрĕмĕр. Çапла вара пирĕн прогнозсем тÿрре тухрĕç.

Иккĕмĕшĕнчен, республика шайĕнче аталану стратегине çирĕплетнĕ, инвестици проекчĕсене палăртнă. Банк сферинчи ĕç-пуçа шута илсен тĕп вырăнта - бюджет тулашĕнчи çăл куçсене явăçтарасси. Уйрăм проектсене илес тĕк - Çĕнĕ Шупашкар монохула пулнă май кал-кал аталанать. Кăçалах клинкер плитки, брусчатка кăларма пуçлатпăр. Халĕ усă куракан брусчатка темиçе çултанах арканма пуçлать, кунта вара çĕнĕ технологисем - çĕнĕ брусчатка 50 градус сивве, 50 градус шăрăха та йĕркеллĕ тÿсĕ, пирĕн климатшăн вырăнлă.

"Трактор завочĕсем" концерн модернизаци çулĕ çине тăчĕ. Нумаях пулмасть пирвайхи "Агромаш" комбайн тухрĕ, унта çĕнĕ 200 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Электротехника промышленноçĕн сферинче çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ. "Экра" 10 пин м2 лаптăклă çĕнĕ производство уçать, унта та çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăнаççĕ.

Çав вăхăтрах пăшăрхантаракан самантсене те палăртасшăн. Çапла, аталану пур, анчах туянакансен тÿлес пултарулăхĕ тивĕçлĕ шайра пулманнине кура потребитель рынокĕнче ыйтусем çуралаççĕ. Паян никам та склад валли ĕçлемĕ, пурте сутăнакан продукци туса кăларасшăн. Ĕç-пуçа куçран вĕçертмĕпĕр. Яланах малашлăхăн икĕ вариантне тĕпе хуратпăр, çавна май кама тĕрев кирлĕ - пулăшăпăр.

- Çĕнĕ комбайн тенĕрен - çак ĕç ăнăçлă пуласса ĕненетĕр-и? Производство пур, завод хăйĕн интересĕсене лоббилесе пулăшма ыйтмасть-и?

- Тĕрлĕрен хаклама пулать. Бизнесменсем çак комбайн Раççей рынокĕнче кирлине тĕпченĕ, ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене вăл кирлĕ. Машина - çĕнетнĕскер, тĕш тырă пухса кĕртес тĕлĕшпе ассортимента анлăлатнă. Красноярскра туса кăларни тĕш тырă валли кăна пулнă, çĕнни вара куккуруса та тĕшĕлет. Кирек мĕнле пулсан та - производителĕн техника пахалăхне тивĕçтермелле. Ăна туянĕç-и - пĕтĕмпех пахалăхран килет. РФ Правительстви Раççейре, Беларуçра, Казахстанра туса кăларакан техникăна туянма каякан тăкаксене кăна субсидиленине шута илсен çак техникăна туянкансем пулмалла.

Паллах, производствăна кунта куçарни логистикăпа та çыхăннă. Красноярск крайĕнче тырă çитĕнтересси Атăл тăрăхĕнчи пекех аталанман. Кунта кăнтăр енчи регионсем те çывăхрах. Çĕнĕ комбайнпа çыхăннă ĕç ăнасса шанни пирки калас тăк - эпир кун пирки калаçма кăна пултаратпăр, çак философи нимĕн те улăштармĕ. Сĕнÿ тата ыйту - вĕсем енсене тивĕçтерĕç-и, пĕтĕмпех çакăнтан килет. Ку енĕпе заводăн малашлăхĕ пурри иккĕлентермест. Комбайнсем рынокра кирлĕ.

- Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕн /унăн пĕр сыпăкĕ Чăваш Ен урлă иртмелле/ строительстви тĕтреллĕ пулса тухнăшăн кулянатăр-и?

- Мĕншĕн тĕтреллĕ? Ку - сас-хура кăна. Проекта пурнăçлассине кăшт каяраха куçарнă - çавă çеç. 2018 çул тĕлне уйрăм ĕçсене пурнăçлĕç. Республкăра эпир çул маршрутне палăртнă, схемăна РЖДна, РФ Транспорт министерствине панă, ыйтăва куçран вĕçертместпĕр. Хамăртан килнине пĕтĕмпех тунă. Халĕ ял тăрăхĕсенче халăх итлевĕсем пыраççĕ, çĕр харпăрлăхĕ тĕлĕшпе ыйтусем пур. Çул пулатех. В.Путин Президент тĕллев палăртнă, манăн ку енĕпе нимĕнле иккĕленÿ те çук.

Ыйтăвĕ - çул валли кирлĕ укçа çăл куçĕсем тĕлĕшпе кăна. Пĕр пайне Наци ырлăх-пурлăхĕн фондĕнчен уйăрĕç. Тата 2/3 пайне шыраççĕ. Çав шутра РЖД облигацийĕсем, инвесторсен укçи. Çав çула хута ярсан çынсем самолетпа та сахалрах вĕçĕç, пуйăспа ытларах çÿрĕç - кун пирки иккĕленместĕп. Пуйăспа Чăваш Енрен, Хусантан Мускав центрнех çитетĕн - меллĕ, аэропортран вара центра тата икĕ-виçĕ сехет кайма тивет. Меллĕ транспорт пулать, вăл пирĕн экономика аталанăвне çĕнĕ майсем кÿрĕ, Чăваш Енĕн илĕртÿлĕхне те çĕклĕ.

- Шыв управĕн шайне çĕклени те экономикăна çĕнĕ хăват кÿмелле те...

- Ку ыйтăва нумай çул сÿтсе явни паллă. Хăй вăхăтĕнче проекта туллин пурнăçламан. Халĕ РФ Правительствин хушăвĕ пур, унпа килĕшÿллĕн патшалăх сакасçи, "РусГидро", проектпа смета документацине хатĕрленĕ. Республика енчен пĕтĕмĕшле илсен мĕн пур ĕçе пурнăçланă. Кунта, Мари Элта халăх итлевĕсем иртнĕ. Чул хуласем тĕлĕшпе кăна ыйтусем пур. Асăннă документаци тĕлĕшпе экспертсем хăйсен сĕнĕвĕсене панă. Проекта РФ Правительствине тăратнă, унта тишкернĕ хыççăн хатĕрлесе çитерме "РусГидрона" тавăрса панă. Çитменлĕхĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мар.

Унтан çĕнĕ хаклав пулĕ, вара тин Правительство тивĕçлĕ йышăну тăвĕ. Вăл мĕнле пулĕ - калаймастăп. Анчах ку темăпа эпир куллен калаçнипе нимĕн те улшăнмĕ. Кам ăна политика шайне çĕклесшĕн - аппаланччăрах. Ыйтăва пĕлекенсем вара пĕтĕмпех ăнланаççĕ. Шыв шайне çĕклессинче электроэнерги туса кăларассине ÿстересси тĕп вырăнта мар. Малта - Атăл экологийĕн ыйтăвĕ. Унтан - ГЭСăн аялти бьефĕнче шыв сахалли. Шăрăх 2010 çул çакна уйрăмах лайăх кăтартрĕ. Унтан - шыв транспорчĕн ыйтăвĕ. Атăл-Дон-Каспи тинĕсĕ - вĕсем ĕçлеме тивĕç. Аялалла та, çÿлелле те шыв транспорчĕ, чи йÿнĕ транспорт, çÿремелле. Электричество вара - тăваттăмĕш вырăнта кăна.

Шăпах çак самантсене тĕпе хурса тивĕçлĕ йышăну кăларĕç. Çакăн хыççăн ĕçсене пурнăçламашкăн укçа тупмалла: 50-60 млрд тенкĕ. Çавăнпа та самантрах татса памалли ыйту мар. Эпир, республикăра пурăнакансем хамăрăн позицие палăртнă: шыв шайне 68 метр таран çĕклессишĕн.

Ял хуçалăхĕ тата кампа чей ĕçесси çинчен

- "Хыпар" вулаканĕсен тĕп йышĕ - ял çыннисем. Çавăнпа та ял хуçалăх ыйтăвне çĕклемесен каçармĕччĕç. Иртнĕ çулталăк аграрисене тĕрĕслемеллипех тĕрĕслерĕ...

- Çапла, юлашки çулсенче çанталăк хресченĕн ĕç кăтартăвĕсене пысăк витĕм кÿчĕ. Аграрисем çурхи ĕçсене пурнăçланă май çак ĕç уссине темиçе уйăхран тин кураççĕ. Çанталăк вара тивĕçлĕ тÿрлетÿсем кĕртет. Пĕлтĕр пирĕн кăтартусем 10% патнелле чакрĕç. Чи малтанах - ÿсен-тăран çитĕнтерессипе. Çав вăхăтрах - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе те. Выльăх шучĕ чакрĕ. Çав шутра уйрăм çынсем тытаканни те. Кунта çакă та палăрать: çынсем лайăхрах пурăнма пуçлаççĕ те - ял хуçалăхĕнчи йывăр ĕçпе аппаланасшăн мар. Бюджет сферин ĕçченĕсен шалăвĕ ÿсет - çакă та пурнăç культурине, производство культурине витĕм кÿрет.

Кăçалхи ĕçсене илес тĕк - эпĕ аграрисемпе тĕл пултăм, вырăнсенче ыйтусене сÿтсе явнă. Районсенче тивĕçлĕ ĕç пырать. Иртнĕ çулăн япăх витĕмĕ сисĕнет: пурлăх ресурсĕсем, вăрлăх тĕлĕшпе. Паян тĕллевсем палăртнă, патшалăх операторĕсем, Ял хуçалăх министерстви ĕçлеççĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви укçа уйăрать, тĕрев пулĕ. Акакан-лартакан лаптăксене кăçал 3-4% анлăлатма палăртнă.

Çуркунне те ир килчĕ, çакă та - тĕрĕслев. Кĕрхи калчасем çакна мĕнле тÿсĕç? Каçсерен 10 градус таранах сивĕ, калчасем вара юр айĕнче мар ĕнтĕ - вĕсен управлăхĕ пăшăрхантарать. Эпир кĕтнинчен ытларах пĕтрĕç тĕк - хушма резервсем кирлĕ пулаççĕ, çакна та шута илетпĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, им-çам, саппас пайсем туянасси, техникăна юсасси графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ.

РФ Правительстви умне тивĕçлĕ ыйтусем лартатпăр, мĕнле йышăнусем пулĕç - калаймастăп-ха. Çапах кредитсемпе усă курассин шайĕ пĕлтĕрхинчен кая мар пулмалла. Унсăрăн пурлăх ресурсĕсен çителĕклĕхĕ, уй-хирти агротехника мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçлас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăрĕç.

- Çавна май федерацин аграри ведомстви тĕревлессе шанма пулать-и? Сире республика РФ Ял хуçалăх министерствипе ĕçтешлĕх йĕркелейменшĕн ÿпкелекенсем пур. Н.Федоров министр чей ĕçме те чĕнет-мĕн, эсир каймастăр - мĕншĕн?

- Паян федераци министерствисенче, çав шутра Ял хуçалăх министерствинче укçа-тенке регионсене валеçсе памалли методика пур. Ял хуçалăхне аталантармалли программăсем, территорисен аталанăвĕн концепцийĕ ĕçлеççĕ. Çавăнпа та министерство ертÿçи, должноçри пĕр-пĕр çын пĕрре алă пуссах вăл е ку региона пĕр-пĕр проект валли укçа уйăрса параймасть - унашкал право çук. Пĕтĕмпех тĕрлĕ конкурс, йышăнусем урлă иртет.

Пĕлтĕр РФ Ял хуçалăх министерствинчен эпир 2012 çулхинчен те ытларах укçа илнĕ. РФ Ял хуçалăх министерствипе хутшăнусем япăх текенсем - сенсаци шыракансем, темăна политика шайне çĕклеме ăнтăлакансем. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн И.Моторинăн, вице-премьерăн - ял хуçалăх министрĕн С.Павловăн ыйтусене çав шайра сÿтсе явмашкăн полномочи çителĕклĕ. Манпа Николай Васильевич хушшинчи хутшăнусене илес тĕк - вĕсем йĕркеллĕ. Хăшĕ-пĕри хутшăнусем çивĕч теме пăхать - апла мар.

- Чей ĕçме чĕнсен эсир...

- Чейне кирек ăçта та ĕçме пулать, федераци министрĕн хаклă вăхăтне уншăн кăна сая яни вырăнсăр.

Кадрсем çинчен

- Çак кунсенче М.Янковский вице-премьера ĕçрен хăтарасси çинчен указ алă пусрăр. Маларах М.Ноздряков кайнăччĕ. Кадрсемпе çыхăннă йышăнусем ансат мар-тăр. Калăр-ха, вĕсене суйласа илнĕ чух мĕнле принципсене тĕпе хуратăр? Асăннă министрсем хăш енĕпе тивĕçтермерĕç?

- Отставка тĕрлĕрен пулать: ĕç паракан пуçарнипе, ĕçлекен хăй ыйтнипе... Асăннă тĕслĕхсенче министрсем иккĕшĕ те ĕçрен кайма хăйсем ыйтнă. Çапах палăртам: министрсем хăй вăхăтĕнче çак должноçсене хăйсен ирĕкĕпе килнĕ. Эпир вĕсен квалификацине тĕрĕслетпĕр, право хуралĕн тытăмĕ урлă "тасалăхне" тĕпчетпĕр, вĕсем çак должноçа йышăнма ыйтса çыраççĕ. Правительствăна йĕркеленĕ чух вăл е ку должноç тĕлĕшпе темиçе кандидатурăна тишкеретпĕр. Патшалăх службинче ĕçлемешкĕн чарусем пур. Çынсен, вĕсен çемйисен уйрăм требованисене тивĕçтермелле...

Банксенчен килекенсене кунти ĕç укçи тивĕçтермест пуль - çакна та ăнланмалла. Çавăнпа та кунта темĕнле çивĕчлĕх курмастăп. Кайнисен тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакансем пур - суйласа илĕпĕр, çирĕплетĕпĕр. Çав вăхăтрах "сараппан радиовĕн" шайĕнче хăшĕсем питĕ вăйлă специалистсем каяççĕ, Игнатьев команди хавшать теме пăхаççĕ - апла мар. Кунашкалли кирек хăш тытăмра та йĕркеллĕ пулăм: пĕрисем каяççĕ, теприсем килеççĕ, кадрсем çĕнелеççĕ - хăнăхнă процессем.

Йытăсемпе караван çинчен

- Хăш-пĕр Интернет-кăларăм сире критиклени вăрттăнлăх мар. Эсир вĕсене асăрхаман та пек туйăнать - йытă вĕрет, караван малалла каять. Анчах халăхра шухăш çуралма пултарать-çке: слон çине вĕрет тĕк - эппин, моçка вăйлă. Тен, хăшне-пĕрне хуравламалла?

- МИХсем çинчен калакан саккунсемпе килĕшÿллĕн ĕçлекен мĕн пур çăл куçăн пурăнмалли право пур. Интернет-кăларăмсем тĕлĕшпе уйрăм ыйтусем çуралаççĕ. Мĕнле условисемпе ĕçлеççĕ, вĕсен хыçĕнче камсем тăраççĕ, камсен саккасне пурнăçлаççĕ, суйса çырмаççĕ-и - çакна тĕрĕслемелле.

Тепĕр енчен, эпĕ - уçă çын, вăл е ку япала пирки илемлетсе калаçас йăла çук. Час-часах çул çинче, халăхпа курнăçатăп. Хăшĕсем информаци дефицитне пула тĕрĕс мар çыраççĕ теейместĕп, вĕсем ытлашшипех "аваççĕ", вĕсене сенсацисем кирлĕ. Нумаях пулмасть Патшалăх Канашĕнче Правительство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турăм. Партисен регионти уйрăмĕсен, общество организацийĕсен представителĕсемпе час-часах курнăçатăп, вĕсене яланах итлетĕп. Критика сăлтавлă пулнă тĕслĕхсенче - вĕсене пысăк тав. Пирĕн тĕллев - обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхĕшĕн тăракан çынсене туллин информаци парасси. Республикăра пурăнакансен тĕп йышĕ вĕсен пурнăçĕ лайăхланнине, малашне лайăхланассине туйни мана иккĕлентермест. Çакă чи пĕлтерĕшли.

Вĕçĕмсĕр суйса çыракансем пирки калас тăк - вĕсен умĕнче ялан тÿрре тухмашкăн, вĕсен кашни "апчхуне" хăлхана чикмешкĕн манăн вăхăт çук.

- М.Игнатьев "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партирен сивĕннĕ тенине илтме пулать. Ытти партире тĕрев шырать имĕш...

- Сас-хура! Эпĕ - "ПР" членĕ. Унăн политканашĕн йышĕнче. Партие улăштарас шухăш çук. Чăн та, А.Аксаковпа курнăçнă хыççăн эпĕ "СР" партие кĕресси пирки те çырчĕç. Унтан РФКП лидерĕсемпе тĕл пултăм - тепĕр хум çĕкленчĕ: унта кĕретĕп, КП членĕ пулсан кăна манăн малашлăх пур иккен.

Палăртсах калатăп: эпĕ хамăн принципсене улăштармастăп. Хăшне-пĕрне политика вăййисем кирлĕ - ку вĕсен прави. Эпĕ - "Пĕрлĕхлĕ Раççейре". Республика Пуçлăхĕн должноçне çак парти урлах килнĕ. Тен, хăшĕ-пĕри маннă пуль, аса илтерем: ун чух ертсе пыракан парти РФ Президентне хăйĕн кандидачĕсене сĕнетчĕ. Президент кандидатурăсене пăхса вĕсенчен пĕрне Патшалăх Канашне сĕннĕ.

- Оппозицие калаçтаракан тепĕр самант: В.Путин указĕсене пула бюджет ĕçченĕсен шалăвне ÿстернĕ май тата хамăрăн тупăшсем сахаллине пула кĕçех ĕç укçи тÿлес енĕпе йывăрлăхсем тухса тăма пултараççĕ-мĕн...

- Суяççĕ. Паян бюджетăн мĕн пур параметрне тытса пыратпăр. Паллах, кашни регионăн бюджет шайлашăвĕ тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Унтан татăлать, кунтан саплатпăр, унчченхи влаçран юлнă саппассемпе пурăнатпăр тесе калаçаççĕ - пачах та апла мар. Хамăр обязательствăсене пурнăçлатпăр. Пĕлтерĕшлĕ чăрмавсем çук.

- Республика Пуçлăхĕн должноçĕнче ĕçлес кăмăл пысăк-и? Хăшĕсем çак пукана кам йышăнма пултарасси пирки те калаçкалама пуçларĕç...

- Вĕсем хушаматсем сĕнĕç-ха... Çапах ыйтăва пат татса хуравлама йывăр. Манăн халăхăмăршăн ĕçлемелли полномочисен вăхăчĕ пур. Халăх чури пулнă май çак тапхăрта тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлăп. Суйлав вăхăчĕ çитмен-ха, 2015 çул килĕ те - ун чух татăклă сăмахăма калăп.

Халăх, чĕлхе çинчен

- Иртнĕ кĕркунне РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен нацисен хутшăнăвĕсен сферинчи полномочийĕсене анлăлатасси çинчен калакан саккуна йышăнчĕç. Çавна май кашни пуçлăхăн ку енĕпе ĕçлекен çум пулмалла. Пирĕн çураçуллă республикăра унашкалли пулĕ-и?

- Президент çак тивĕçе регионсен пуçлăхĕсене шанчĕ, мĕншĕн тесен нацисен хутшăнăвĕсемпе çыхăннă лару-тăру вĕсенчен нумай килет. Чăваш Енре 127 наци çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Регион пуçлăхĕ енчен ĕç-пуçа çивĕчлетме сăлтав памашкăн ăс нумай кирлĕ мар. Ку - çынсен хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ. Республика Правительствин шайĕнче ку енĕпе уйрăм çын кирлĕ мар-тăр. Çак ыйтусемшĕн ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи - вице-премьер А.Иванов яваплă. Хăш енĕпе те пулин ĕçлесе çитерейместпĕр пулсан эпир пайăр сĕнÿсене итлеме хатĕр. Çак ыйтусемпе яланах курнăçатпăр. Чăваш наци конгресĕнче улшăнусем пулса иртнине кура - пушшех. Унăн ертÿçисем улшăнчĕç, Н.Угаслов президент ĕçе яваплăха туйса пурнăçлать. Пĕр-пĕрне итлĕпĕр, пĕрле ĕçлĕпĕр.

- Мĕнле шухăшлатăр: чăваш чĕлхин пурăнмалли тата миçе çул юлчĕ? Шупашкара илес тĕк - вăл Раççейĕн ытти пин-пин хулинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, чăвашлăх сĕмĕ çук. Калăпăр, мĕншĕн урамсене те пулин чăваш хăлхине çывăх Нарспи, Сетнер, Салампи ячĕсене парас мар?

- Тÿррĕн ыйтрăр, анчах çаплах тÿррĕн хуравлама май çук пуль. Чăваш чĕлхи пулнă, пур, чăваш халăхĕ пурăннă чух пулĕ те. Тĕрĕс ас тăватăп пулсан юлашки çырав кăтартăвĕсем тăрăх эпир халăх йышĕпе Раççейре пиллĕкмĕш вырăнта. Апла тăк малашлăх пур. Чĕлхене, культурăна, çырулăха аталантармашкăн федераци бюджечĕ те пулăшать, хамăр бюджетран та уйăратпăр.

Палăртам: Чăваш патшалăх университетĕнче абитуриентсем валли бюджет никĕсĕ çинче чĕлхене вĕренме пĕр квота та çукчĕ. Халĕ - пулас вĕрентекенсем валли бюджетăн 30 вырăнĕ. Педагогика университетĕнче йывăрлăх çук, мĕнле квотăсем пулнă - çавсемех юлнă. Мускав та ыйтусем пуррине кура йышĕпе пĕчĕк халăхсемпе тимлĕ ĕçлеме тăрăшать.

Урамсене илес тĕк - ял-хулара чăвашла ятлисем пур-çке. Администрацисен çумĕнче ку енĕпе ĕçлекен комиссисем йĕркеленĕ, унти ятлă-сумлă çынсем урамсене, микрорайонсене мĕнле ят парассине татса параççĕ. Эпĕ вĕсен шухăшне шута илме тăрăшатăп. Хăш-пĕр çĕрте ыйтусем тухса тăрсан - журналистсем, тархасшăн, сĕнĕр.

Ютра ĕçлекенсем çинчен

- Сочири объектсенчен ĕçлесе таврăнакан 10 ентеш пĕлтĕр çул çинче аварире вилнĕччĕ. Çакна ăнсăрт уйрăм инкек вырăнне кăна хума та пулать-тĕр, анчах вĕсем тăван тăрăхра ĕçленĕ тĕк... Патшалăх Канашне янă Çырăвăрта эсир арçыннăн çемьепе пĕрле пулмалла терĕр. Çакна мĕнле тивĕçтермелле? Халь вара хăш-пĕр ялта çын вилсен пытармашкăн шăтăк чавма та арçын çук теççĕ. Хĕрарăмсем те ĕçлемешкĕн юта çÿреме пуçларĕç.

- Ыйтăва хăвăр мĕнле хуравланă пулăттăр?

- Хамăр патра йĕркеллĕ шалуллă ĕç вырăнĕсем ытларах кирлĕ...

- Çапла, эпĕ кун пирки Çырура каланăччĕ. Çемье пуçĕ юта ĕçлеме çÿрени çемьешĕн йывăр, арçын ачисене воспитани пама хутшăнаймасть, çемье шăнăрĕ хавшать. Анчах чăваш йăли çапла: арçын çемьене тăрантарма тивĕç. Каяççĕ, ĕçлесе илеççĕ, укçана çемье ырлăхĕшĕн тăкаклаççĕ - çакна ырлатăп кăна. Анчах япăххи те пур: укçапа таврăнаççĕ те - вĕсен тавра "тусĕсем" явăнаççĕ, укçине ĕçсе яраççĕ. Кайран вара тусĕсем те, укçи те çук, çемйи нушаланать - çакă питĕ япăх.

Ютринчен кая мар ĕçлесе илмелли майсем кунта та пур. Анчах кашниех хăй суйласа илет. Эпир ирĕклĕ çĕр-шывра пурăнатпăр, кама та пулин ютра ĕçленĕшĕн ÿпкелени вырăнсăр. Ĕнентермелле, хавхалантармалла, çапла майпа çеç çынсене кунта тытса тăма пулать. Республикăра ĕçсĕр тесе регистрациленĕ кашни çын пуçне 4 ваканси. Анчах хăшĕсем ĕçлесшĕн мар, теприсене сывлăхĕ çирĕппине пăхмасăрах пур-çук пособи те тивĕçтерет. Çынсен тупăшĕ Чăваш Енре çулленех ÿсет, пĕлтĕр ÿсĕм 13% шайĕнче пулнă. Анчах пĕри 40 пин илет - çителĕклĕ, теприне ку та тивĕçтермест. Çак ыйтупа вăрах тавлашма пулать, анчах çынран хăйĕнчен нумай килет - унăн квалификацийĕнчен, ĕç тухăçлăхĕнчен. Хамăр енчен эпир çынсен пĕлĕвне-ăсталăхне ÿстерме, çĕнĕрен вĕрентме укçа уйăратпăр, малашне те çаплах тăвăпăр.

Чăваш Ен çĕрĕшĕн халăх йышĕ пысăкки пирки те манмалла мар. Яллă вырăнсенче халăхăн 40% пурăнать, ĕç вырăнĕсем çитмеççĕ. Аграри секторĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курни ĕç вăйне тĕртсе кăларать. Пирĕн предпринимательсен пуçаруллă класне йĕркелемелле, вĕсем хăйсен вăйĕпе усă курса çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеччĕр. Çавăнпах Правительство вĕсем валли ятарлă субсидисем уйăрать, ытти мера йышăнать.

Вырăнти влаç çинчен

- Муниципалитетсен ертÿлĕхĕ пирки: район-хула пуçлăхĕ тата администраци пуçлăхĕ пулнине çынсем ниепле те хăнăхса çитеймеççĕ пек. Халь ав муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен суйлавĕ патне таврăнасси пирки каллех калаçаççĕ - сити-менеджер тата хула пуçлăхĕ пĕр çын пулмалла теççĕ...

- Ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Хальхи схема ним çукран çуралман. Пĕтĕм халăх суйланă пуçлăхсем хăйсене ирĕклĕрех туйма пуçланăччĕ, суйланă тăк - полномочисен вăхăчĕ вĕçлениччен никам та хăтараймасть. Шанманнине палăртмалли процедура кăткăсчĕ, çавна май унашкал тĕслĕх Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те пĕрре те пулман. Çавăнпа икĕ должноç туса хунă. Шупашкарсăр пуçне республикăри мĕн пур муниципалитетра хула-район пуçлăхĕсем общество никĕсĕ çинче ĕçлеççĕ. Полномочисене чикĕленĕ.

Хăш схема лайăхрах - сÿтсе явмалла. Паян тивĕçлĕ саккун проекчĕ Думăра. Регионсене уйрăм полномочисем парасшăн. Идеал шайĕнчи вариант çук пуль. Регионсем тĕрлĕ вĕт, хăшĕ меллĕрех - халăх шухăшне шута илсе çавăнпа усă курăпăр.

- Эсир хăвăр хăшĕншĕн?

- Çынсем хăш ыйтупа ăçтан пулăшу ыйтмаллине пĕлеççĕ. Укçа-тенке администраци пуçлăхĕ уйăрать, халăх суйлакан орган ăна полномочисем парать, тĕрĕслесе тăрать. Тĕрĕс схема. Çапах тепĕр схемине те хурлама çук. Шупашкарта пуçлăхсен хушшинчи ăнланманлăха туймастăп. Эпĕ хам райадминистраци пуçлăхĕнче ĕçленĕ - халăх суйланă, çав схема та япăх мар. Çапах суйланă пуçлăха ĕçрен хăтарма йывăр.

- Хăвăрăн Çырăвăрсенчен пĕринче эсир муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пысăклатма май пурри пирки калани асра. Анчах ку енĕпе утăмсем пулмарĕç. Пуçару пăчланчĕ-и?

- Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене 2015 çулта суйлатпăр. Эпĕ район центрĕсем пирки каланăччĕ. Сăмахран, Шупашкар районне илер: район тата Кÿкеç поселокĕн администрацийĕсем Кÿкеçре вырнаçнă. Ял тăрăхĕн администрацине пĕтерсе ăна райадминистраци тытăмĕнчи подразделени пек туса хума пулать. Мĕншĕн тесен ыйтусене пур пĕрех унта татса параççĕ тесе çынсем район администрацине каяççĕ. Ку тĕслĕхре ял тăрăхĕн депутачĕсем пулмĕç. Çак механизма, саккун проектне тишкереççĕ. Волгоградра вырăнти влаç представителĕсен канашлăвĕ иртмелле, пирĕн делегатсем те хутшăнĕç. Çак ыйтусене сÿтсе явĕç, сĕнÿсем хатĕрлĕç. Çапла вара кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕ тĕлĕшпе çавнашкал йышăну пулмалла, аппарат йышĕ пĕчĕкленĕ. Ял тăрăхĕсене хăйсене чакарасси пирки сăмах пымасть. Райцентрсен ял тăрăхĕн депутачĕсене суйламăпăр - кун пирки иккĕленÿ çук.

- Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара пĕрлештересси вара?

- Ку ыйтăва та пĕрре кăна мар çĕкленĕ. Референдум иртнине ас тăватăр, çынсем хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Çав шухăш пирĕншĕн - саккун шайĕнче. Каллех калаçма-тавлашма кирлĕ мар. Çĕнĕ хула проекчĕ пурнăçа кĕнĕ май Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хăйсен тĕллĕнех пĕрлешĕç.

Уйрăм депутатсем ав çак икĕ хулана кăна мар, Шупашкар районне те пĕрлештерме сĕнеççĕ. Çакăн уссине курмастăп. Пысăклатни мĕн парать? Эпир мĕнешкел пысăк тесе калама-и? Пачах тепĕр майлă - децентрализаци процесĕсем вăй илеççĕ, çынсене пĕр çĕре пухни вырăнсăр, мĕншĕн тесен ку хушма чăрмавсем çуратать. Çавăнпа та никама та "хăйсен ирĕкĕпе" пĕрлешме-пысăкланма хистемĕпĕр.

"Сухаллă" стройкăсем çинчен

- Вĕçленмен стройкăсен ыйтăвĕ те кăсăклантарать. Тĕслĕхрен, Шупашкарти "Сувар" хăна çурчĕ.

- Хăна çурчĕ çапла килĕшÿсĕр курăнса ларни мана та тарăхтарать. Одинцов предприниматель сутăн илнĕ конкурс условийĕсем вăл шантарнă пек пурнăçланмаççĕ. Ку енĕпе хула влаçĕсем, Строймин ĕçлеççĕ. Иртнине аса илсен хăна çуртне малтанхи ирĕк паракан документацисĕрех тума тытăнни пирки каламалла. Питĕ хăвăрт ĕçленĕ. Çавăнпа çĕр ыйтăвĕсем те айккинче тăрса юлнă, лобби вăйĕсем пулнă - вĕсем çине тăнипе хăна çуртне тума пуçланă. Хушаматсене асăнмăп, "Савва" компанисен ушкăнĕ пирки сăмах.

Вăт, çакăн кăтартăвĕ - куç умĕнче. Яваплăха туякан предприниматель пулнă тăк тахçанах туса пĕтеретчĕ, çав çуртра хăнасем пурăнатчĕç. Анчах çак утăма çав лаптăкра строительство пуçарас кăмăллă ытти предприниматель прависене хĕстерсе тунă.

Çапах эпир айккинчен сăнаса тăмастпăр. Паянхи кун тĕлне, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, экспертиза ирттернĕ, правăна çирĕплетекен документсем йĕркеленĕ. Хуçа тăк /унта патшалăх пачах хутшăнмасть/ - Одинцов предпринимателĕн хăйĕн проектне пурнăçламалла. Ăна çурта туянма никам та хистемен вĕт. Паян ман пата сас-хура çитет: хăй каланă тăрăх - унăн укçа çук-мĕн. Час-часах çапла пулать вĕт: тăвас килнине тума пултарнипе арпаштараççĕ, ют вăйпа тÿлевсĕрех ырлăх курасшăн. Çавăнпа та ĕç-пуç мĕнле вĕçленĕ - калаймастăп, унăн икĕ вариант пур: е сутса ямалла - проекта ыттисем вĕçне çитерччĕр* специалистсем çурта пăсса унта çĕнĕ хăна çурчĕн комплексне тумалла терĕç тĕк - эпĕ çакăнпа та килĕшетĕп.

- Çĕмĕрлери лизин завочĕн строительствипе çыхăннă ĕç-пуç мĕнлерех?

- Унта та ĕçсем вăраха кайрĕç. Ăна вĕçлеме инвестици кирлĕ. Лабораторипе производство комплексне хăпартнă. Чăваш Енри аграрисен тырринчен продукт - лизин - хатĕрленĕ. Халĕ ăна сертификацилеççĕ. Заводăн çĕнĕ хуçисем тĕрлĕ варианта тишкереççĕ. Инфратытăмпа çыхăннă мĕн пур ыйтăва татса панă. Паян лизин - белокпа витамин хушăмĕ - хатĕрлеме пулать. Ку - пĕрремĕш тапхăр.

Иккĕмĕшĕнче фабрикăна хăйне тумалла, хайхи продукта промышленноç никĕсĕ çинче кăларма пуçламалла. Проект хăçан вĕçленесси пирки татса калама йывăр. Мĕншĕн тесен малтан шантарни тÿрре тухман. Çĕнĕ хуçасем ĕçлеççĕ. ЧР Правительстви хăйĕн сăмахне тытнă, бюджет шучĕпе çул тунă, газ, электричество илсе çитернĕ. Министрсен Кабинечĕ тĕлĕшпе ÿпкев пулмалла мар, пирĕн малтанхи хуçасем тĕлĕшпе ÿпкев пур. Акционерсем темиçе те улшăнчĕç, кайран эпир унта йĕркене пăснине тупса палăртма пуçларăмăр - вĕсем венчур фончĕ урлă пулнă. Бюджетран 140 млн тенкĕ /70-шĕ - республика бюджетĕнчен, тепĕр 70-шĕ - федерацин/ уйăрнă, çак укçапа нимĕн те туман теме те пулать. Юлашки çулсенче 74 млн тенкине бюджета тавăрма пултартăмăр. Ытти таçта çаврăнать. Пысăк укçа - право хуралĕн органĕсем ĕçлеççĕ. Çакă та проекта такăнтарчĕ, çапах эпир ăна вĕçне çитерессишĕн.

- Унта ĕç-пуçа уçăмлатасси ансат мар-тăр, анчах ТБО полигонне тăвассине тăсса янă "Парнас" тĕлĕшпе уçăмлă пулмалла пек - кам явап тытнă?

- Унта урăхла пулма та пултарайман. Тĕрлĕ канашлура "Парнас" компание пĕрре кăна мар сăмах тивнĕ. Вăл полигон строительствине кăна мар, Шупашкарти Гладков урамĕнчи, Кÿкеçри ача сачĕсене тăвассине те такăнтарнă вĕт. Çав компанисем конкурссене хутшăнаççĕ - вĕсене никам та ирĕксĕрлемест. Хутшăнаççĕ, малтанхи хака кирлинчен те пĕчĕклетеççĕ, ĕçе пурнăçлама вара вăй çитереймеççĕ. Тĕллевĕ - конкурсра çĕнтересси кăна. Кайран вара проекта мĕнле пурнăçламалла - яваплăх пирки манаççĕ.

Саккасçăсен енчен "Парнас" тĕлĕшпе претензисем тăратнă. Шупашкар хули, Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар районĕ... Юлашки, чăн та, ыйтăва кăшт урăхларах лартнă-ха - маншăн ăнланмаллах мар... Штрафсем пулĕç - компанирен шыраса илмелле. Вăл объектсене вăхăтра хута ярайманнине кура подрядăн çак организацине тÿрĕ кăмăллă маррисен шутне кĕртнĕ, малашне вăл патшалăх программисемпе ĕçлеймĕ.

- Хваттер тума пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвĕ хупăнĕ-и?

- Юлашки çулсенче ку енĕпе пысăк ĕç тунă - кăтартусем пур. Тата икĕ площадка тĕлĕшпе ыйтусене туллин татса паман-ха, çакă конкурс производствипе çыхăннă. Тепĕр енчен, çынсене пая кĕртсе улталанă подряд организацийĕсем, шел те, тивĕçлипе явап тытрĕç теейместĕп. Саккунпа килĕшÿллĕн çапла тăваймастпăр. Айăплисене шырамастăп, анчах çурт-йĕр строительствин рынокĕнче пирĕн çавнашкал йĕркесĕрлĕхе çул памалла мар - çакă чи кирли.

Тÿрре тухман шанăç çинчен

- Михаил Васильевич, хăвăр шаннă çынсем çав шанăçа тÿрре кăларманни кÿрентерет-и? Мясников, Моисеев, Волков, Гаврилов - вĕсем пирки сăмах.

- Канаш хулипе Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсем тата çул-йĕр организацийĕсен ертÿçисем... Эпĕ вĕсене шаннă тени тĕрĕсех мар. Администрацисен пуçлăхĕсене тивĕçлĕ процедурăсем урлă депутатсен пухăвĕ суйлать. Республика Пуçлăхĕн комиссие 3 кандидат сĕнмелли право пур. Сăмах май, паян Патшалăх Думинче ку енĕпе регионсен ертÿçисен полномочийĕсене анлăлатас ыйтăва тишкереççĕ. Сасăсен 1/3 пайĕ мар, 50% кая мар пулмалла - кĕпĕрнаттăр витĕм кÿме пултартăр.

Моисеева манпа çыхăнтараççĕ: манăн тус, пирĕн пĕрлехи интерессем пулнă-мĕн. Пачах та апла мар, çакна таса совеçпе калатăп. Усал чĕлхесем тем те калаçĕç. Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе пĕрремĕш инстанци сучĕн йышăнăвĕ паллă ĕнтĕ. Паллах, çавнашкал çынсем влаçа килсе кайран саккуна пăсма тытăнни кÿрентерет. Ку - коррупци ыйтăвĕсем. Ку енĕпе нумай тунă, анчах должноçри уйрăм çынсем çав-çавах саккуна пăсаççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче паян çĕнĕ пуçлăх. Канаш хули пирки калас тăк - суд йышăнăвĕ вăя кĕрсе ĕлкĕрейменнине кура ыйту пур-ха - ертÿлĕхре вакуум çуралать. Тивĕçсене пурнăçлаканни пуçлăх таврăнмĕ-и тесе татăклă йышăнусем тăвас енĕпе тытăнса тăма пултарать. Çавăнпа ĕç-пуçа куçран вĕçертместпĕр, тивĕçсене пурнăçлакана пулăшма тăрăшатпăр.

Эпĕ должноçра пулнă май саккуна пăсакансене нихăçан та хÿтĕлемен. Саккуна тата совеçе пăхăнса пурăнмалла.

Чуна çывăххи çинчен

- Хăвăра пайăррăн пырса тивекен ыйтусем те пур. Илемлĕ литература вулатăр-и, театрсене çÿретĕр-и?

- Илемлĕ фильмсем пăхма вăхăт юлмасть, кинотеатрсене ачасем çÿреççĕ, мăшăрăмпа иксĕмĕр вара театра килĕштеретпĕр. Илемлĕ литература тĕлĕшпе кăсăклану пур. Чăн та, юлашки вăхăтра политикăпа çыхăннă литература килĕшерех парать. "Влаç тата политика", "Политика тата сывлăх" кĕнекесене интересленсе вуларăм, "Çемье пуянлăхĕ" те килĕшрĕ. Çавнашкал кĕнекесем хăвăн утăмусене, йышăнăвусене хаклама май параççĕ. Историре мĕнлерех пулнине кура хальхипе танлаштаратăн.

- Килте ÿкерчĕксем пур-и?

- Ÿкерчĕксене юрататпăр. Мăшăрăм - пушшех. Мана çут çанталăка сăнлакан илемлĕ ÿкерчĕксем килĕшеççĕ. Телее, Чăваш Енрех пултаруллă художниксем пур. Пĕлтĕр РФ Федераци Канашĕнче Республика кунне ирттернĕччĕ - Праски Виттин вĕри эмальпе тунă ÿкерчĕкне пысăка хурса хакларĕç.

- В.Матвиенко спикер ФК валли пĕр ÿкерчĕк туянасси пирки те каланăччĕ.

- Реклама вырăнне пултăр тесе авторĕпе килĕшсе ÿкерчĕке унта парнелесе хăвартăмăр. Паян çынна хаклă парнесемпе тĕлĕнтерме йывăр, глобализаци саманинче унашкалли пур çĕрте те пур. Уйрăм çын ăсталанă ĕç вара - пачах урăх калаçу.

- Эсир пур çĕре те ĕлкĕретĕр, пачах та ывăнман пек туйăнать...

- Пурте ывăнаççĕ, çав шутра эпĕ те. Организмăн физиологипе биологи лару-тăрăвне шайлаштарма пĕлмелле. Чи лайăххи - уçă сывлăшра уçăлса çÿрени, спортпа туслашни, сывă апатлану. Унсăрăн чир-чĕре парăнасси те часах, сипленме вара вăхăт та, вăй та кирлĕ.

- Политикăпа, экономикăпа, кадрсемпе çыхăннă вăл е ку ыйтăва татса панă чух мăшăрăрпа канашлатăр-и?

- Мăшăра, ачасене политикăна явăçтармастăп. Мăшăрăм Хĕрарăмсен канашĕн попечительсен канашне ертсе пырать. Вăхăта усăллă ирттерес тĕллевпе килĕшнĕ. Хам тăвакан йышăнусене илес тĕк - яланах ĕçтешĕмсемпе канашлама тăрăшатăп. Тĕрлĕ канашлура тĕрлĕ вариант пăхса тухатпăр, çакăн хыççăн полномочисемпе килĕшÿллĕн хам тĕллĕн йышăнусем тăватăп. Вĕсемшĕн эпĕ явап тытатăп. Яваплăха кам çине те пулин йăвантарасси маншăн кăтартуллă мар.

- "Хыпар" ИÇ тытăмĕнче "Çамрăксен хаçачĕ" те пур, унăн корреспонденчĕсем сирĕн ачасемпе кăсăкланма ыйтрĕç: интереслĕ, вĕсене эсир хăш профессисенче курасшăн? Сăмах май, асли, ывăлăр, çÿллĕшĕпе ашшĕне те хăваласа çитнĕ теççĕ.

- /Кулать/. Çук, ман çÿллĕшех мар-ха. Асли кăçал 10-мĕш класс пĕтерет, хĕрĕм 9-мĕшĕнче вĕренет. Пулас профессие суйлаççĕ. Тепĕр чух тавлашатпăр та. Эпĕ, паллах, сĕнетĕп - темиçе вариант, хăйсем суйлаччăр. Кайран вĕсем пире "атте, анне, эсир тĕрĕс мар сĕнтĕр" тесе каламалла ан пултăр. Хистемĕп, анчах канаш парăп.

Йăнăшсемпе ăнăçусем çинчен

- Хăвăрăн республика Пуçлăхĕн должноçĕнчи чи пысăк ăнăçу тесе мĕне хаклатăр? Мĕншĕн те пулин ÿкĕнетĕр-и?

- Ĕçре çитменлĕх пулатех. Тен, шантарнине туллин пурнăçламан пуль. Çапах тĕпрен илсен тĕрлĕ институт ыйтăмĕсем манăн халăх хушшинчи рейтинг, влаçа шанасси çирĕпленсе пынине кăтартаççĕ. Влаçри çынсене юратсах каймаççĕ, вĕсене критиклеççĕ, çав шутра мана та. Апла пулин те республикăра пурăнакансен пысăк йышĕ пирĕн ĕçе ырлани - курăмлă кăтарту. Республикăри обществăпа политика тăнăçлăхне упраса хăварма пултартăмăр, хăрушсăрлăха çирĕплетрĕмĕр, укçа-тенкĕпе çыхăннă тĕрлĕ вăрттăн схемăсене пултарнă таран кăклатпăр - çакна республика, муниципалитетсен бюджечĕсен тупăшĕ ÿссе пыни те çирĕплетет. Предпринимательлĕхе хĕстерместпĕр. Çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе йĕрке туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ - унта халь ÿкерчĕк уçăмлă. Администраци пуçлăхĕсенчен пĕри те хăй тĕллĕн алă пусса тусне е тăванне лаптăк параймасть - пĕтĕмпех конкурс никĕсĕ çинче иртет.

Чăннипе, киревсĕр йĕркене упраса хăварма та пултарнă вĕт. Унашкалли должноçри кирек хăш çыншăн та меллĕ - хăйсен интересĕсене тĕпе хума пулать. Шăпах çĕрпе çыхăннă йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕ нумайччĕ. Эсир асăннă администраци пуçлăхĕ те çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпех йĕркене пăснă.

Эпĕ должноçа килнĕ чух пир-авăр комбиначĕ, чăлхапа трикотаж фабрики тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем тăратчĕç, çурт-йĕр тăвакан комбинатра панкрутлăх процедуриччĕ, улталаннă пайçăсем нумайччĕ. Çак çулсенче ку ыйтусене йĕркелеме пултартăмăр. Пирĕн паянхи тĕллев - пĕлтерĕшлĕ предприятисене панкрутлăх процедуринчен упрасси. Мĕншĕн тесен çакă ĕç коллективĕсенче çивĕчлĕх çуратать. Юлашки çулсенче пысăк пĕр предприятире те конкурс производстви пуçарман.

- Тавах интереслĕ те уçă калаçушăн.

Калаçнă

Леонид НИКИТИН

Николай КОНОВАЛОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.