Комментари хушас

11 Кăрлач, 2017

Пĕлÿ мĕн хак?

Шкул-садикре ашшĕ-амăшне «спонсор укçи» тÿлеме хистени саккунсăр

Аслăрах ăрусенчи çынсем суйма памĕç: эпир вĕреннĕ чух шкулта вăл е ку ĕç валли е ăна-кăна туянма пирĕн атте-аннесенчен укçа пухасси асра та пулман. Паян вара — пачах тепĕр майлă лару-тăру. Пĕтĕмпех тÿлевлĕ, темшĕн те тÿлемелле: класс тулашĕнчи мероприятишĕн, сĕтел-пуканшăн, çĕнĕ линолеумшăн, ыттишĕн... Раççей Конституцийĕн 43 статйинче вара уçăмлă палăртнă: патшалăх шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тÿлевсĕррине гарантилет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ шкулта е садикре ачисенчен темшĕн те укçа ыйтнăшăн кăмăлсăрланнине ăнланмалла.

Çак ĕç-пуç пирки республика прокуратуринче пĕлмеççĕ тетĕр-и? Пĕлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 2015-2016 çулсенче вĕренÿ учрежденийĕсене çынсем панă пурлăха тата укçа-тенке мĕнле йышăннине, шута илнине, вĕсемпе усă курнине тишкернĕ, саккунлăха уянине хакланă. Çак тĕпчев кăтартăвĕсене прокуратурăн тата ЧР Вĕренÿ министерствин коллегийĕсен пĕрлехи ларăвĕнче тишкернĕ, саккуна пăсасран сыхланмалли ĕçсене палăртнă.

2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăйра пулнă «Вĕрентÿ çинчен» саккунăн 41 статйинче вĕренÿ учрежденийĕ тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем пурнăçласа, çавăн пекех уйрăм çынсенчен тата юридици вăйĕнчи тытăмсенчен /çав шутра ют çĕршывсенчен те/ хушма укçа йышăнма пултарнине çирĕплетнĕ. Çынсем тата предприяти-организаци хăйсен ирĕкĕпе паракан укçана йышăнма пултарассине федерацин паян вăйра тăракан «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккунĕн 54 статйинче те каланă.

Çапах ашшĕ-амăшĕн вĕренÿ учрежденине «хăйсен ирĕкĕпе» пулăшмалла тесе шутлакансем хăйсен шухăшне федерацин «Ыркăмăллăх ĕçĕ тата ыркăмăллăх организацийĕсем çинчен» саккунĕ çинче никĕслеççĕ. Çак документăн 2 статйинче ыркăмăллăх ĕçне вĕрентÿ сферине пулăшас тĕллевпе те пурнăçлассине палăртнă. Çав вăхăтрах саккунăн 4 статйинче граждансем тата юридици тытăмĕсем ыркăмăллăх ĕçне хăйсен ирĕкĕпе тата çак ĕç тĕллевне ирĕклĕн суйласа пурнăçласси çинчен каланă. Прокуратура шучĕпе, шкулсемпе садиксене ашшĕ-амăшĕн пулăшмалла текенсем шăпах çакна, «хăйсен ирĕкĕпе» тата «ирĕклĕн суйласа» тенине, курмăш тăваççĕ.

Республика прокуратурине граждансем çыракан çăхавсенчен, вĕсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсенчен çакă куçкĕрет: вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тата вĕренÿ учрежденийĕсем шкулсемпе садиксен çурчĕсене тытса тăма, вĕсен таврашĕнчи территорисене тирпейлеме, вĕрентÿ ĕçне пурлăхпа техника енĕпе тивĕçтерме çителĕклĕ укçа уйăрмаççĕ. Çакă саккуна пăсассине никĕслет: вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсем, ашшĕ-амăшĕн комитечĕсем хайхи «спонсор пулăшăвĕ» пирки йышăнусем туса хăйсен правипе киревсĕр тĕллевпе усă кураççĕ. Çапла вара çынсем хăйсен ирĕкĕпе памалли укçа вĕсенчен ирĕксĕрлесе пулăшу ыйтассине çаврăнать.

Прокуратура уçăмлă пĕтĕмлетÿ тунă: республикăри пысăк хуласемпе районсенчи шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле вĕренÿ учрежденийĕсенче ашшĕ-амăшĕн, ачасен саккунлă ытти представителĕн укçине саккуна пăсса явăçтарнă тĕслĕх нумай. Çакна çынсем хăйсен ирĕкĕпе е ыркăмăллăх шучĕпе укçа панă пек кăтартаççĕ. Классене юсама, шкулсемпе садиксене хураллама, сĕтел-пукан туянма, чÿрече-алăк лартма укçа пухаççĕ. Чăннипе вара çакăн валли бюджетран укçа уйăрмалла. Ку шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тÿлевсĕрлĕхĕн принципне хавшатать.

Саккунпа килĕшÿллĕн хушма укçа-тенкĕ явăçтармалли полномочисене вĕренÿ учрежденийĕсене кăна панă пулин те хăйсен право акчĕсене тĕпе хурса Улатăр, Шупашкар хулисенчи, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Пăрачкав, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпÿ, Елчĕк районĕсенчи садиксемпе шкулсем ашшĕ-амăшĕн комитечĕсене, пухăвĕсемпе попечительсен канашĕсене çавнашкал ирĕк панă. Директор пĕлмĕш тăвать, ашшĕ-амăшĕн комитечĕ вара саккуна пăсса укçа пухать. Чылай чухне укçа вĕренÿ учрежденийĕн кассине те кĕмест, ăна шута илмеççĕ.

Калăпăр, Улатăр прокуратури пуçарнипе 2015 çулта 15-мĕш «Малыш», 6-мĕш «Колосок» ача сачĕсен заведующийĕсене вĕренÿ процесне йĕркелеме ашшĕ-амăшĕнчен саккуна пăсса укçа пухнăшăн РФ КоАПĕн 5.57 статйин 1-мĕш пайĕпе /вĕренмелли правăна пăсни/ административлă майпа явап тыттарнă.

Кашни ашшĕ-амăшĕ тÿлемелли çирĕп виçене палăртаççĕ. Çав виçе хăшпĕр çемьешĕн пĕртте пĕчĕк мар, çавна май ыркăмăллăх, çынсем «хăйсен ирĕкĕпе» тÿлени пирки сăмах та пулма пултараймасть. Тĕслĕхрен, Шупашкарти 50-мĕш шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн йышăнăвне тĕпе хурса кашни ачашăн 2-шер пин тенкĕ пухнă. Укçа чÿречесене улăштарма кирлĕ пулнă-мĕн. Ăна вĕренÿ учрежденийĕн шучĕ çине хывман, ашшĕ-амăшĕн комитечĕн представительне алăран тыттарнă. Мускав районĕн прокуратури ку тĕслĕхпе шкул директорĕн ячĕпе представлени çырнă, укçана çынсене каялла тавăрса панă.

Тĕп хулари Калинин, Мускав районĕсен, Çĕрпÿ районĕн прокурорĕсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче хуралшăн тата официанткăсене тÿлеме ашшĕ-амăшĕнчен укçа пухнине тăрă шыв çине кăларнă. Калăпăр, Шупашкарти 45-мĕш шкулта «Шкулти апатланăвăн 2-мĕш комбиначĕ» ОООн производство заведующийĕ официаллă мар майпа официанткăна ĕçе йышăннă. Ашшĕ-амăшĕнчен пухнă укçана вĕренÿ учрежденийĕн е комбинатăн тÿлев шутне хывман. Тивĕçлĕ документсем хатĕрлеменнине кура производство заведующийĕ официанткăна алă пустарса хăй шалу тÿленĕ. Йĕркесĕрлĕх куçкĕрет, çавăнпа производство заведующийĕ тĕлĕшпе КоАПăн темиçе статйипе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕçсем пуçарнă. Çак организаци директорĕн ячĕпе те представлени çырнă. Вĕсем тивĕçлипе явап тытнă.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче çынсенчен укçа йышăнмалли, ăна шута илмелли тата унпа усă курмалли йĕркене пăснă тĕслĕхсене çавăн пекех Патăрьел, Йĕпреç, Муркаш, Шупашкар, Тăвай, Елчĕк, Çĕмĕрле прокурорĕсем те тупса палăртнă.

Надзор мероприятийĕсене пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха? Тĕрĕссипе, вĕренÿ учрежденийĕсен çурчĕсене тытса тăрассипе, вĕсене пурлăхпа техника енĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне вĕсенче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ çине тиенĕ. Вĕсенчен тÿлев пухнине никам та тĕрĕслесе тăманнине кура çакă укçапа иртĕхсе усă курассине те сăлтавлать.

Пĕтĕмпе вара республика прокуратури пĕлтĕр çак сферăра йĕркене пăснин 267 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Протест-представлени çырнипе кăна çырлахман, должноçри 19 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă, 4 çын административлă майпа явап тытнă.

Çакă вĕсемшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те урок пултăрах. Шута илме: сирĕнтен шкулта е садикре хистесех «хăвăр ирĕкпе» укçа пама ыйтаççĕ тĕк — ним шикленмесĕр прокуратура органĕсенчен пулăшу ыйтăр. Унта сире «ыран килĕр» темĕç, республика прокуратури кашни тĕслĕхе тĕрĕслеме, вĕренÿ учрежденийĕсем «хырçă» пухас йăлана кăклас тĕлĕшпе малашне те çине тăрса ĕçлеме шантарать.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.