Юхма Мишши: Çыравçăн хăй çырнин уссине курас килет
Пирĕн тĕпелте паян — Чăваш халăх писателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юхма Мишши. Вăл 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăтра çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халĕ педуниверситет/, А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче, А.В.Луначарский ячĕллĕ театр институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш Республикин таврапĕлÿ музейĕнче, Шупашкарти 6-мĕш шкулта, ЧР Министрсен Кабинетĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Вăл — 287 кĕнеке авторĕ.
Мăшăрĕ вăй парать
— Михаил Николаевич, иртнĕ çул вулакансене мĕнле кĕнекесемпе савăнтартăр?
— Эпĕ хăй вăхăтĕнче 12 романран тăракан пысăк ярăм çырма шухăшланăччĕ. Вăл — историллĕ романсен ярăмĕ. Пĕлтĕр вуннăмĕш роман тухрĕ. «Атреккей çăлăнăç çăлтăрĕ» ятлă вăл. Хĕвеланăçĕнче мĕн ирччен çутатакан çăлтăра /çутта/ Атреккей тенĕ. Вăл Хусан патшалăхĕ мĕнле пулса кайни, унти чăвашсем ку енне куçма тытăнни çинчен. Халĕ 11-мĕш романа çыратăп. Унăн ятне палăртаймарăм-ха. Вăл вырăс патшалăхĕпе килĕшÿ туса чăвашсем унта кĕме тытăнни çинчен пулать. 12-мĕш романĕ Раççейре пурăнма тытăннă тапхăр пирки пулĕ. Турă пулăшсан философиллĕ тепĕр роман çырăп. «Çĕрпе тÿпе чуптунă каç» ятлă пулĕ вăл. Фантазиллĕ çав хайлав çĕр çинче пурнăç пуçланса кайнипе паллаштарĕ.
— Мĕн вăхăтра çырса ĕлкĕретĕр: çĕрле-и е кăнтăрла-и?
— Пушă вăхăтра ялан çыратăп. Хăть кăнтăрла, хăть каçхине. Роман çырма вăй çав тери нумай кирлĕ. Шухăш, пуçри ĕмĕт, алă вăйĕ кăна мар унта, таçти шалти хăват кирлĕ. Вăт троллейбусра ларса пыратăп — сăвă çуралать. Роман хайланă чухне ывăнса çитетĕп те — сăвă йĕркисем килеççĕ. Нумаях пулмасть «Хам çăлтăра эп çутрăм тÿпере» сăвă кĕнеки кăлартăм. Вăл — юлашки 2-3 çулта çырнă сăвăсен пуххи.
— Роман çырма вăй нумай кирлĕ терĕр. Калăр-ха: вăйне ăçтан тупатăр?
— «Акă манăн юратнă кушак Герда /кушак портретне кăтартать. — Авт./ пулăшать», — тетĕп шÿтлесе çапла ыйтсан.
— Сире кушак чăнах та пулăшать-и?
— Ĕненместĕр те пулĕ, халĕ акă нумаях пулмасть «Некей паттăр ялавĕ» пьеса çыртăм. Некей Пугачев вăхăтĕнче чăваш ялĕсенче хресченсен ертÿçи пулнă. Хальхи Хĕрлĕ Чутай районĕнчен вăл. Халăхран пухнă укçа-тенкĕпе 2012 çулта унта палăк лартрăмăр. Пьеса çырас умĕн Некей тĕлĕкре курăнчĕ. Унпа курнăçса калаçрăм, вăл мана пехиллерĕ. Çапла вара икĕ кунра пьеса çырăнчĕ. Мĕн вăй парать тенĕрен, 1991 çулта Чĕкĕрчĕк паттăр çинчен роман çыртăм. Халĕ Чăваш паттăр çинчен çыратăп. Чăваш паттăр-тутар-монголсем килсе тапăнсан чăваш-пăлхарсене ертсе пынă çар пуçĕ. Унăн вилтăпри хальхи Иртыш шывĕ хĕрринче. Унăн пурнăçне, вăл мĕнле вилнине çырса кăтартрăм. Сунара кайсан монгол çынни ăна çурăмран ухăпа персе вĕлернĕ. Шăматкун çырма лартăм — роман çырăнмасть. Нимĕн те тăваймастăн. Шăматкунпа вырсарникун пĕр йĕрке те çыраймарăм. Вара вырсарникун каçхине тĕлĕк куртăм. Тĕлĕкре чăваш паттăр епле вилни тĕлленчĕ. Çапăçу вăхăтĕнче эпĕ унпа юнашар тăратăп пек. Пăхатăп та Чăваш паттăр çине тăшман сăнни вĕçсе пырать. Çав сăнна çапса ÿкерес тесе алă султăм. Кая юлтăм. Сăнă ман умран иртсе чĕринчен лекрĕ. «Мĕн кăшкăратăн?» — тесе вăратрĕ мана мăшăр. Вăрантăм та: «Çавăн пек паттăр çын, çар пуçĕ çурăмран сăнă лекнипе епле вилме пултарать-ха?» — тесе шухăшласа выртрăм. Вара тăтăм та малтан çырнине туртса хутăм. Тĕлĕкре мĕн курнине çыртăм. Роман хăйне хăех çырăнса кайрĕ. Вăт çавăн пекки те пулать. Темĕнле хăват хăй вăй парать темелле-ши?
— Мăшăрăр хавхалантарать, вăй парать-тĕр...
— Роза Ивановна пур енĕпе те пулăшса, вăй кÿрсе пырать. Сывлăхĕ пултăр унăн. Вăл та 80-ра. Арçын пурнăçĕ хĕрарăмран нумай килет. Унăн ăнăçлăхĕ те, сывлăхĕ те. Эпир яланах пĕр-пĕрне хавхалантаратпăр. Пĕрле 57 çул пурăнатпăр. Пире тăватă çул каялла «Юратупа шанчăклăхшăн» орден пачĕç. Çавăн пек хисеп туни, паллах, хавхалантарать, вăй парать. Çыракан çыннăн хăй çырнин уссине курас килет.
Пăнчă лартма ир
— Михаил Николаевич, калăр-ха: арçыншăн 80 çул нумай-и е сахал-и?
— Эпĕ яланах Турра, мăшăра тав тăватăп. Пурпĕрех ĕçлетĕп-ха, çыратăп. Манăн шухăшпа, пăнчă лартма иртерех-ха. Тата пурăнма пулать. Тата ĕçлемелле. 80 çул — арçын вăтам вăхăта çитнĕ тапхăр, пĕтĕмлетÿ тумалли мар.
— Сире пĕрре те сакăрвуннăра тееймĕн. Эсир хăвăра ятарласа пăхатăр-и? Е йăхран килет-и ку?
— Йăхран та килет пулĕ. Пирĕн йăх вăйлă пулнă. Ялĕ пирĕн Юхма Упи ятлă пулнă. Халь çук вăл. Ун пирки пысăк очерк та çырнăччĕ-ха эпĕ. Пирĕн йăха пуçараканĕ Арансарпик чăваш кнеçĕ пулнă. Вăл Çĕрпÿре хĕсметре тăнă. Ăна Раççей империйĕшĕн пысăк ĕçсем тунăшăн Пăла шывĕн сылтăм енче Юхма тата Упăршав шывĕ хушшинче пысăк лаптăк çĕр панă. Унта вăл хăйĕн казакĕсемпе куçса пырсан Раççей империйĕн кăнтăр-хĕвелтухăçне сыхлама пуçланă. Вăл пуçарнă яла каярахпа тутарсем мишер ятпа куçса килме тытăннă. Тикеш çумне те куçса ларнă вĕсем. Тăрăн ялĕ çумĕнче поселок тунă. Тепĕр пайĕ — Шăмăршă енче. Ытти Упи ялĕсем те çак ялтан тухнă. Анне йăхĕнчи çынсем нумай çул пурăннă. 80-90 çула çитнисем пур. Эпĕ хама йĕркеллĕ тытма тăрăшатăп, сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп. Ĕçкĕпе иртĕхмен, пирус туртман, яланах ĕçленĕ. Ĕмĕтсем халĕ те пысăк. Çĕнĕ шухăшсем ĕçленĕ чухне ытларах килеççĕ. Халăхшăн ырă ĕç тунăшăн çÿлтен пулăшакан пур. Пурнăç çăмăл пулнă теме çук, чирленĕ те. Çĕр çине мĕншĕн килнине эпĕ мĕн пĕчĕкрен ăнланнă. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне Иван Марков учитель истори кĕнекисем валеçсе пачĕ те чăваш историйĕ çинчен çырнине шырама пикентĕм. Кун пирки истори кĕнекинче пĕр сăмах та çук. Мĕнле халăх çинчен кăна çырман-ши унта? Тепĕр урокра алă çĕклерĕм те: «Чăвашсем çинчен çырни ăçта? Мĕншĕн истори кĕнекинче пĕр сăмах та çук?» — терĕм. Халтан ятăм çавăн пек каласа. Юлашкинчен вăл мана класран кăларса ячĕ. «Иван Васильевич та пĕлмест тĕк чăваш халăх историне никам та тĕшмĕртмест», — пĕтĕмлетÿ турăм ăшра. Вара çитĕнсен хамăр халăх историне тĕпчеме тĕв турăм. Çав ĕмĕт мана ялан туртса пынă. Эпĕ халăх каланисене пĕчĕккĕн пуçтартăм. Питĕ пысăк архив йĕркелерĕм. «Эсир чăн-чăн тĕпчевçĕ, чунпа тĕпчевçĕ. Такам хушнипе мар, чунăр ыйтнипе тĕпчетĕр», — тет мана нумайăшĕ. Çавна тăвас тени мана пулăшса пырать. Шкула кайичченех-ха, 5-6 çулсенчи ача пулĕ ĕнтĕ эпĕ, Сăкăтран Патăрьелне кайма тухрăм. Пирĕн ялсен хушши — 9 çухрăм. Сăрта хăпарса çитрĕмĕр те — пăхатăп: ăрша юхать. Умра — Чĕкĕрчĕк сăрчĕ, Тимĕрле çаранĕ. Питĕ хăрушă вăрçăсем пулнă çав вырăнсенче. Çурçĕрелле утлă çар пырать. Малта — темиçе юланут. Çăвар карса сăнатăп. «Пăхăр-ха, пăхăр: утлă çар пырать», — тетĕп юлташсене. «Ăçта?» — тĕлĕнеççĕ хайхисем. «Çук вĕт», — теççĕ. Вĕсем курмарĕçех çавна. Эпĕ куртăм. Мана улталарăн тесе вăрçрĕç те хайхискерсем, асаннене каласа патăм. «Петюшкапа Гена курмарĕç», — терĕм. «Çук, эсĕ чăннипех курнă! — çирĕппĕн каларĕ асанне. «Вăл — Ылтăнпик патша, хăйĕн çĕрне пăхма тухнă. Сана Ылтăнпик пехилленĕ». Вара асанне Ылтăнпик патша пирки эпос юрласа пачĕ.
Хушма ятпа — 60 çула яхăн
— Сире нумайăшĕ Юхма Мишши хушма ятпа пĕлет. Патăрьел районне халăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕ теççĕ. Пăлине пĕлетĕп-ха. Юхми мĕне пĕлтерет?
— Хамăн йăхсене тĕпчеме тытăнсан мăн-мăн кукаçи Юхма ялне пуçарнине пĕлтĕм. Вара Юхма хушма ят илтĕм. 1956 çултанпа Юхма Мишши тесе çырма тытăнтăм. 60 çула яхăн ĕнтĕ çапла алă пусатăп. Патăрьел районĕнче Юхма шывĕ те пур. Вăл Шăнкăртамран иртсе Пăлана юхса кĕрет.
— Унăн ятне мĕншĕн çырса çапмаççĕ?
— Çырса çапни пурччĕ-ха, темшĕн ÿкернĕ ăна. Пăла тенине пысăк саспаллисемпех çырнăччĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ тĕк — Юхмине те палăртмалла. Юхма пасарĕ тени мана мĕн пĕчĕкрен шухăшлаттарать. Халĕ те ăна Юхма пасарĕ теççĕ. Эпĕ ăна вĕçне çитиччен тĕпчесе çитереймерĕм.
— Юхма сăмах мĕне пĕлтерет?
— Ăна та нумай тĕпчерĕм. Пĕлтерĕшĕ нумай, анчах чуна ĕненмеллине тупаймарăм. Çын ячех пуль вăл. Авал Юхма вăрманлă вырăнтан юхса тухакан питĕ тулли шыв пулнă. Пăла та тулли пулнă. Скандинави, Багдад карапĕсем Пăла тăрăх Тикеш хулине килсе çÿренĕ. Ахальтен-им тĕпчевçĕсем Тикеш патĕнче скандинав, араб, перс, китай укçисене тупнă. Тикеш питĕ паллă хула пулнă. Эпир ăна тĕплĕн тĕпчесе çĕклес тĕк — вăл хальхи Аркаимран пĕрре те кая пулмалла мар. Аркаим — Челябинск облаçĕнчи авалхи хула. Аркаима çĕклеме питĕ пысăк укçа уйăрчĕç. Тикешпе чат пĕр пек вăл.
— Пăла шывĕ пирки мĕн пĕлетĕр?
— Пăла та çын ятĕнчен пулнă. Вăрман варринчи тулли шыв пулнă вăл. Пăлана халăх юррисенче асăнни пур. Пĕр виçĕ пин çурă çул юхать. Пăла хĕрринче Константин Иванов хăйĕн «Нарспи» поэмине юлташне Петр Пазухина вуласа панă чухнехи йăмра та упранса юлнă. Анат Чакă тĕлĕнче вăл. Петр Пазухин — чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă çын. Вăл чăваш литературин иккĕмĕш антологине пухса хатĕрленĕ, чăваш халăх юррисене пуçтарнă.
Чăвашла калаçнăшăн — тĕттĕм пÿлĕме
— Сирĕн кĕнекесене урăх чĕлхесене куçарнине пĕлетĕп.
— Манăн произведенисене 114 чĕлхене куçарнă. Василий Димитриев тĕпчевçĕпе юлашки тĕлпулура нумайччен калаçрăмăр. «Санăн кĕнекÿсем 300-е çитеççех», — терĕ. Пил панă пекех пулчĕ ку. 50 çул тултарсан: «Юхма кĕнекисен пĕтĕмĕшле тиражĕ 4 библиотекăлăх», — тенĕччĕ.
— Эсир ачăрсене чăваш ячĕсем панă вĕт...
— Пирĕн виçĕ ача: Илемпи, Атнер, Элпи. Илемпи литература институтне пĕтерчĕ, 12 кĕнеке авторĕ. Атнер те çырать. «Атил» Издательство çурчĕн директорĕ. Элпи — юрист. Истори факультетне пĕтерчĕ, аспирантурăна та кĕнĕччĕ, кайран юрист пулма шут тытрĕ. 7 мăнук пирĕн. Мăшăрăм историпе географи вĕрентрĕ. Ачасем чăвашла пĕлеççĕ. Чăвашла калаçатпăр. Илемпипе Атнера ача чухне тăван чĕлхепе кăна калаçтартăмăр. Пĕр ирхине Илемпи: «Эпир садике каймастпăр», — терĕ. «Мĕншĕн?» — ыйтрăм тĕлĕнсе. «Садикре тĕттĕм пÿлĕме хупаççĕ», — тавăрчĕ хурланса. Чăвашла калаçнăшăн иккен.
— Писательсен союзне ертсе пыма та мехел çитеретĕр.
— 172 писатель пирĕн. Пирĕн союзри çыравçăсем ытларах районсенче, ялсенче пурăнаççĕ. Хĕрарăм çыравçă та йышлă. Манăн тĕллев — аякра пурăнакансене хавхалантарасси. Нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрринче, Патăрьелте, Вăрмарта, Улатăрта хамăр союзăн уйрăмĕсене уçрăмăр.
— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?
— Шкулсенче чăваш чĕлхине начар вĕрентни мана питĕ кулянтарать. Чĕлхе вĕрентнĕ чухне куçарма параççĕ, грамматика вĕрентеççĕ. Манăн шухăшпа, ачасене чи малтан калаçма хăнăхтармалла. Чăваш чĕлхине лайăх вĕрентме пуçлассине çав тери курас килет. «Ялан янра чăваш сăмахĕ» — манăн юратнă каларăш. Çапла пултăрччĕ!
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ