Комментари хушас

10 Кăрлач, 2017

Раштав кĕллине хутшăннă

Чăвашсем çак уява Сурхури ятпа упраса хăварнă

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хулари Татиана чиркĕвĕнче Раштав кĕллине хутшăннă. Литургие Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ирттернĕ.

Христос тĕнне ĕненекенсен тĕп уявĕсенчен пĕрне халалланă кĕлĕсем республикăри ытти чиркÿре те иртнĕ.

Çакна палăртмалла: чăвашсем çак уява Сурхури ятпа упраса хăварнă. Сурхуринчен пуçласа Кăшарниччен çамрăксем савăннă, улаха пуçтарăнса юмăç янă. Хĕрсем пулас каччисем, мăшăрĕсем çинчен пĕлес тесе тĕрлĕ вăйă ирттернĕ, тĕттĕм картари сурăхсене урисенчен тытнă. Шурри лексен — çутă сăнлă йĕкĕт, хурине çаклатсан тĕксĕм ÿтли мăшăр пулать тенĕ. Çав кунсенче ачапча йăва, ăшаланă пăрçа çисе йăпаннă. Сурхурипе çыхăннă йăласем çынсене çĕнĕ çулта ыррине суннипе пĕрлех килти выльăха ĕрчетессипе те, тухăçлă тырпул çитĕнтерессипе те çыхăннă.

Хальхи вăхăтра тĕлĕнмелле çак йăла-йĕркене халăх пултарулăх ушкăнĕсем кăна тытса пыраççĕ. Паянхи чăваш, пĕтĕмĕшле илсен, чиркĕве кайса çурта лартнипе, сăвапланă шыв тултарса килнипе лăпланса пурăнать.

Надежда ГЕОРГИЕВА.

Борис ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.