Гороскоп
Зодиак паллисем çитес çулта улшăнусем пулассине çулталăкăн малтанхи кунĕсенчех туйса илĕç. Чылайăшне карьера енĕпе çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Автан ĕçе юратать, хăюллă та пуçаруллă çынсене кăмăллать. Ăна çине тăрса, тăрăшса вăй хуни кирлĕ. Чи маттуррисене вара награда кĕтет. Енчен те сирĕн çĕнĕ шухăшсем пур тăк вĕсене ертÿçĕсене, ĕçтешĕрсене пĕлтерме хăраса ан тăрăр. Ĕненĕр, сире асăрхĕç, хаклĕç.
Сурăх. Вут паллиллĕ çак паллăсемшĕн çĕнĕ çулти ĕç кунĕсене пуçлама çăмăлах пулмĕ. Вĕсем вăхăтлăха «ик айкки те тăвайкки» туйăм ытамне лекеççĕ. Çапах та Автан юлхавлăха парăнтарма сĕнет. Лару-тăрăва хăвăр алла илĕр, ыйтусене вăхăтра татса парăр. Кăрлач сирĕншĕн çĕнĕ старт вырăнĕнче пултăр. Нумайрах уçăлса çÿрĕр, спортăн çĕнĕ тĕсне алла илĕр, çĕнĕ çынсемпе паллашăр, çĕнĕ плансем тăвăр. Ĕçлеме юратни Сурăхсене сÿрĕк кăмăла сирме, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшĕ. Автан вăй-хăвачĕ тахçанхи ыйтусене татса пама та пулăшĕ. Ас тăвăр, хастаррисемпе пуçаруллисене награда кĕтет!
Вăкăр. Чăтăмлăхпа тата тÿсĕмлĕхпе палăракан Вăкăрсене тĕрлĕ сферăра çĕнĕ паллашусем кĕтеççĕ. Вĕсен кашни çынпах сăпайлă та ăшпиллĕ пулмалла. Автан пушă калаçусемпе тĕлпулусене кăмăлламасть. Ахăртнех, çĕнĕ çынсем Вăкăрсен пурнăçне çĕнĕлĕх кĕртĕç. Хăшĕ-пĕри килте чĕрчун усрама пуçлĕ. Автан вĕсене кашни кун вăй хума хăват парса тăрĕ. Вăй-халпа тĕрĕс усă курма çеç пĕлмелле. Çывăх çынсем валли те вăхăт, вăй хăвармалла. Вăя профессишĕн кăна усă курсан часах «пăчланма» пултаратăр. Çавăнпа та 2017 çулта вăй-халăрпа пĕлсе усă курăр.
Йĕкĕреш. Автан çулĕ вĕсене кулленхи хыпкаланусене, ĕçри ыйтусене сирме пулăшĕ. Малашлăх çемьери лару-тăрупа тачă çыхăнĕ. Çывăх тăвансене те Йĕкĕрешсен пулăшăвĕ кирлĕ пулĕ. Аякри хурăнташсем те аса илĕç. Çемьере тĕрлĕ ыйту сиксе тухĕ. Вĕсен шутĕнче — укçа-тенкĕпе, кăмăл-сипетпе, хутшăнусемпе çыхăннисем те. Йĕкĕрешсем хăйсене çемьешĕн кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ çынсем пек туйса илĕç. Тепĕр чухне Йĕкĕрешсемшĕн сиксе тухнă ыйтусем çав тери çивĕч пек туйăнаççĕ. Вĕсене татса пама вăй çитмест пек те туйăнать. Анчах Автан юнашарах, вăл хăйĕн вăй-хăвачĕпе пулăшсах тăрĕ. Йĕкĕрешсем ырă та хавхалануллă, малашлăха шанакан çынсем. Çавăнпа та ыттисем вĕсем патнелле туртăнаççĕ. Хăйсен çивĕч ăсĕпе вĕсем пурне те сиксе тухнă ыйтусене татса пама пулăшĕç. Тăвансемпе, ĕçтешсемпе хутшăнусем лайăхланĕç. Çак паллăпа çуралнисем пĕчченлĕх туйăмне пуçĕпех манаççĕ. Автан вĕсен ырăкăмăлăхне, пуçарулăхне хаклĕ. Ĕçчен Йĕкĕрĕшсене наградăпа хавхалантарĕ.
Рак. Ку çулта карьера картлашкипе çÿлерех улăхма май пулĕ. Автан карьерăшăн çунакансене кăмăллать. Анчах çитĕнÿ тăрăшнипе кăна пулать. Ракăн шалти тĕнчи те улшăнĕ. Кивви тахçанах йăлăхтарнă, хăнăхнă ăнлавсемпе принципсенчен хăтăлма вăхăт. Çĕнни валли вырăн пушатмалла. Сăрă кунсенчен хăтăлас тесен Раксен çĕнĕ çынсемпе ытларах паллашма тăрăшмалла. Çакă вĕсене ÿсме тата аталанма пулăшĕ. Автан интереслĕ, пултаруллă çынсене тупма пулăшĕ. Вĕсем, ахăртнех, çĕнĕ шухăшсем калĕç. Ара, çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, Раксен çитĕнÿ тăвасси хăйсенчен кăна килет. Çĕнĕ пĕлĕшсем шанчăклă туссене çаврăнĕç. Хăшĕсем тинех чуна ыраттаракан ыйтусенчен хăтăлĕç.
Арăслан. Автан çăмăл çĕнтерÿпе çăмăл укçа шантармасть. Йăлтах пилĕк авса ĕçлесе илме тивĕ. Автансен пысăк ĕç пуçлас энтузиазмĕ яланах пысăк. Çакна тума вĕсем пурне те хистеççĕ. Анчах вăй-хала шута илмеллех, пысăк улшăнусем тума вăхăт çитеймен-ха. Арăслансем ĕçлеме юратмаççĕ. Çапах та вĕсен хăйсем валли те вăхăт уйăрмалла. Çак паллăпа çуралнисем хушăран кахалланма та, çынсене айккинчен сăнама та пултараççĕ. Вĕсен хăйсен ĕçне кăмăлламалла, е чун ыйтнине тупмалла, вара укçа-тенкĕ те пулĕ. Автан çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртме пулăшĕ. Анчах Арăслансем хăйсене пĕчченлĕхре туйĕç. Çĕнĕ паллашусем те çак туйăма сирме пулăшаймĕç. Мăнаçлă Арăслансем хутран-ситрен кăткăс лару-тăрăва та лекĕç. Хушăран нухрат тени вăй хумасăрах енчĕке кĕрĕ. Çакă Арăслансене хăнăхнă йăларан пăрса ярĕ. Ара, вĕсем хушăран кахалланаççĕ пулсан та тупăш илессишĕн пурпĕр тăрăшса ĕçлеççĕ. Кун пек чухне сисĕмлĕх туйăмне çухатмалла мар. Шăпа ыррине кăна ярса парассине шанмалла. 2017 çулта Арăслансем йывăр лару-тăрăва та кĕрсе ÿкеççĕ, анчах сисĕмлĕх пурри тата хăвăрт йышăнусем тума пултарни ĕçсене йĕркене кĕртме пулăшĕ.
Хĕр. Çак паллăпа çуралнисем тĕрĕслеве тата йĕркене юратаççĕ. Алă усса лараймаççĕ вĕсем. Пуçаруллă Хĕрсем йывăрлăхсене хыçа хăварса Автан хÿттине туйса илĕç. Кахаллисене тата кĕрешме пĕлменнисене çăмăлах килмĕ. Хăйсен шухăш-кăмăлне улăштармалла вĕсен, унсăрăн шăпа вĕсене явап тыттарĕ. Хĕре Автан шанăçлăх, хăюлăх, вăй-хăват парĕ. Анчах çак вăйпа пĕлсе усă курмалла. Автан Хĕр валли тĕрлĕ тĕрĕслев хатĕрлет. Татăклă, лайăх шухăшласа тунă утăм кăна йывăрлăхсене сирме пулăшĕ. Хушăран лару-тăру çав тери çивĕч пек туйăнать, анчах Автан хăюллисемпе пуçаруллисене хавхалантарать. Автан парăннисене, тĕрĕслĕхшĕн çунакансене, йĕрке тума пĕлекенсене кăмăллать. Çавăнпа та космос яланах пулăшĕ, чи йывăр лару-тăрура та. Хĕрĕн яланах предприятин ÿсĕмне шанмалла, парăнмалла мар. Хĕрлĕ Автан Хĕре малаллах тĕртĕ тата тĕрлĕ пăтăрмах парсах тăрĕ. Çулталăк вĕçĕнче вара çак паллăпа çуралнисемшĕн ырă кĕтменлĕх пулĕ.
Тараса. Çулталăк пуçламăшĕнче пурнăçпа киленет, кăмăл туличчен савăнать. Кашни кун тенĕ пекех хĕпĕртемелли сăлтав тупăнсах тăрать тата. Сывлăх енĕпе те аванах пулĕ. Апла пулин те Тарасан сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшмаллах. Çак паллăпа çуралнисемшĕн 2017 çул юратупа, çепĕç кăмăл-туйăмпа, тĕрлĕ ырă хутшăнупа пуян пулĕ. Паллах, хăшне-пĕрне савнийĕ пăрахма та пултарĕ. Анчах кунпа пурнăç вĕçленмест-ха. Ахăртнех, эсир пĕр-пĕрин валли пулман. Шăпа пÿрсен Турă çырнине, хăвăр çуррийĕрне тĕл пулатăрах. Ĕçре пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ. Пуçарулăхпа, хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăракансем карьера картлашкипе ÿсĕç, е пĕр-пĕр наградăна тивĕçĕç.
Скорпион. Çулталăк вĕсемшĕн чăн-чăн улшăнусем хатĕрлет. Вĕсен пурнăçĕнче татăклă йышăну тумалли вăхăт çитнĕ. Ахăртнех, хăй хыççăн ертсе каякан çĕнĕ çын тупăнĕ. Скорпионсем çĕнĕлĕхсемшĕн çунаççĕ. Вĕсене малтанхи ĕç вырăнĕ, ĕçтешсем, юнашарти çынсем йăлăхтарса çитернĕ. Суйласа илнĕ çынпа çак паллăпа çуралнисем кирек ăçта та кайма хатĕр. Вĕсене нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть. Çемьене пăрахма та, ĕçе тата пурăнмалли вырăна улăштарма та хатĕр. Çак паллăпа çуралнисен шухăш-кăмăлĕ те палăрмаллах ылмашĕ. Хăюллисем мĕн тунипе кăмăллă пулĕç.
Ухăçă. Оптимистсем валли 2017 çулта çĕнни нумай пулĕ. Автан вĕсене витĕм кÿрсе, çĕнĕ хăват парса тăрĕ. Çакă татса паман ыйтусене тепĕр енчен тишкерме май парĕ. Ăнсăртран тенĕ пек вĕсене татса памалли çăмăл май тупăнĕ. Ухăçăсем нервăсене, вăхăта пĕтермесĕр, укçа-тенкĕ тăкакламасăр лару-тăруран çĕнтерÿçĕ пек тухаççĕ. Вĕсем нумай çĕнĕ çынпа паллашĕç. Ахăртнех, Ухăçăсем çĕнĕ юратупа тĕл пулĕç. Космос вĕсен енче пулĕ.
Ту качаки. Çак çулта вĕсемшĕн чăн-чăн тĕрĕслев пулĕ. Автан çĕнĕ тĕрĕслевсем ярсах тăрĕ. Çакă нервăсене пĕтерĕ. Ту качакисен кăткăс лару-тăруран тухмалли тĕрĕс çул суйласа илмелле. Ан манăр, йывăрлăхсемпе тĕрĕслевсем çынна çирĕпленме пулăшаççĕ. Тен, ытларах аталанма, ÿсме те тивĕ. Пурнăç çине урăхла пăхни çĕнĕ çулсем уçма май парĕ. Автан Ту качакин тÿрккеслĕхне юратмасть, çавăнпа унăн çитменлĕхĕсене пĕтерес тесе кашнинчех тĕрĕслевсем витĕр кăларать.
Шывтăкан. Вĕсен Автанпа пĕрпеклĕх нумай. Уйрăмах пултарулăх енĕпе. Шывтăкансем кăткăс, пысăк задачăсене, йывăр çулсене юратмаççĕ. Вĕсен характерĕн тĕп палли — çыхăнусем йĕркелеме пĕлни. Халĕ шăпах вĕсен вăхăчĕ. Хăйсен шухăш-кăмăлне, чăтăмлăхне тĕрĕслемелли вăхăт. Çăлтăрсем çак паллăпа çуралнисен çĕнĕ ĕçĕ-хĕлĕпе çул-йĕрне хавхаланса йышăнĕç. Автан Шывтăкана аталанма май туса парĕ.
Пулă. Вăрăм ыйхăран вăранмалли вăхăт халĕ. Кахалланасси иртет. Пулă çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçе пикенет. Çакă карьера картлашкипе хăпарма пулăшĕ. Пулă çĕнĕ çынсемпе паллашĕ. Пурнăç çĕнĕ тĕссемпе пуянланĕ. Пулă малтан шухăшламан проектсене те пурнăçа кĕртме пикенĕ. Шыв паллипе çуралнисене Автан вăй-хăватне çителĕклех парĕ. Унăн ыйхă чăптисене хускатса ярас килет. Пĕр хускатнă урапа тикĕссĕн кăлтăртатĕ, Пулăн вăй-халĕ çулталăкĕпех иксĕлмĕ.