Комментари хушас

29 Раштав, 2016

Эсир пулсан, эпир телейлĕ

Лара-тăра пĕлмен Упăте çулĕ пĕр сисĕн-месĕр иртсе кайрĕ. Ăнсăртран сиксе тухнă нумай пулăм илсе килчĕ çак чĕрчун. Çулталăк хуçи хăй çавнашкал-çке. Çапах та пуçа усмарăмăр. Шав малалла талпăнатпăр. Ыррине шанса, лайăххине кĕтсе пурăнатпăр.

Эсир те ак, пирĕн хаклă çамрăк вулаканăмăрсем, кашни ир шкула васкатăр, пĕлÿ тĕнчине утăм хыççăн утăм туса лайăх вĕренессишĕн тăрăшатăр. Кружоксенче тавракурăма ÿстернипе пĕрлех çĕнĕлĕхсем те шыратăр: сăнавсем тăватăр, хăвăрăн пултарулăхăрпа ыттисене савăнтаратăр çеç мар, тĕлĕнтеретĕр те. Вĕренÿри çитĕнÿсемпе аслисене хĕпĕртеттернисĕр пуçне, вĕсене нумай ĕç тума та пулăшатăр. Сирĕнте ырă кăмăл тапса тăрать, хаваслăх йăлкăшать…

Çав вăхăтрах эсир «Тантăш» хаçатпа, нумай тĕслĕ, илемлĕ, ырра вĕрентекен «Тетте», «Самант» журналсемпе туслă пулни пире чăннипех те савăнтарать. Вĕсене юратса çырăнатăр, хаваспах вулатăр çеç мар, редакцие тĕрлĕ заметка, калав, сăвă, ÿкерчĕкпе сăнÿкерчĕк яратăр. Эпир май килнĕ таран вĕсене пичетлеме тăрăшатпăр. Пĕрле килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Сирĕнтен çĕнĕ хыпарсем тăтăшах илни эсир кăларăмсене питех те юратни çинчен калать. Хамăра мухтанă пек ан пултăр та, «Тантăша» кăмăлласа вулатăр, республикăри пĕртен-пĕр чи илемлĕ «Тетте» журналпа кашни ача хăпартланса паллашать, çамрăксем «Самант» журнала юратса çырăнаççĕ. Эпир вара май килнĕ таран сирĕн валли çак кăларăмсене кун çути пама тăрăшатпăр.

Çĕнĕ çул умĕн мĕнпур вулакана, çырăнакана, çыракана чи хаваслă уявпа саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ачасем тăрăшса вĕренччĕр, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ хăйсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене, мăнукĕсене юратнă кăларăмсемсĕр нихăçан та ан хăварччăр /чылай чухне аслисем кĕçĕннисене нимĕн те çырăнса памаççĕ/. Хаçат-журнал — чун апачĕ, унсăр пурнăç тунсăх та кичем. Эпир, редакци ĕçченĕсем, сирĕншĕн малашне те тăрăшăпăр. Ялан хаваслă та савăнăçлă пултăр тесе кашни кăларăмсенче çĕннине çеç пĕлтерме васкăпăр. Çитес çул та эсир пирĕн çывăх туссем пулса юласса шанатпăр.

Çывхарса килекен Автан çулĕ пурне те лайăххине кăна парнелетĕр. Çĕннине шырăр — тупатăрах, паллашăр — тус-юлташ нумайланĕ. Сирĕнпе яланах ырă кăмăллă, тараватлă çынсем пулччăр. Çирĕп сывлăх — кашнин телейĕ. Çывăх çынсем ялан савăнтарччăр!

Çĕнĕ çул ячĕпе саламлаççĕ сире «Тантăш», «Тетте», «Самант» ĕçченĕсем.

Нина ЦАРЫГИНА фотоколлажĕн-че редакци ĕçченĕсем: Владимир Степанов «Самант» журнал редакторĕ, Владимир Федоров «Тантăш», «Тетте» редакторĕ, Надежда Петрова наборпа калăплав пайĕн операторĕ, Луиза Васильева, Нина Царыгина, Лариса Петрова корреспондентсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.