Комментари хушас

29 Раштав, 2016

Таксист виçĕ кунра машина хакне кăларнă

Пурте тулли кĕрекере çемьепе, çывăх çынсемпе Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чухне вĕсем ĕçре, дежурствăра хăйсен кулленхи тивĕçне пурнăçлаççĕ: чирлисене пулăшаççĕ, инкеке лекнисене çăлаççĕ, пирĕн хăрушсăрлăхшăн сыхă тăраççĕ... Чылай професси çыннишĕн Çĕнĕ çул уяв мар. Раштавăн 31-мĕшĕнче каçхи сменăна тухнă çынсем ĕç вăхăчĕ епле иртнине каласа пачĕç.

Виктор ГЕРАСИМОВ, Кÿкеçри 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн уйрăм командирĕ:

— Пирĕн чаçре — 4 караул. Çĕнĕ çулта хăшĕ дежурствăра тăрасси пирĕнтен килмест: черетпе камăн смена çитет — çавсем ĕçе тухаççĕ. Уяв умĕн уйрăмах вăйлатнă йĕркепе ĕçлетпĕр. Ун чухне чаç ертÿçи хăй те талăкĕпех дежурствăра. Шупашкартан пуçлăхсем килсе пире саламлаççĕ, çав вăхăтрах йĕркелĕхе тĕрĕслеççĕ. Çĕнĕ çулта ытти кунхинчен сыхăрах пулмалла, мĕншĕн тесен эрех ĕçсе хĕрнĕ çынсем тимлĕхе çухатаççĕ. Тĕслĕхрен, фейерверк янă чухне хĕлхем хваттер балконĕ çине ÿксе пушар тухнăччĕ. Хуçисем вара хăнана кайнăччĕ. Çĕнĕ çул умĕн мунча кĕрес йăла пур, анчах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни инкек патне илсе çитерет. Уяври дежурствăсенчен пĕринче мунча сÿнтерме кайнăччĕ. Пĕррехинче ÿсĕр арçын тивертнĕ пируспа çывăрма выртнă та чутах пурнăçран уйрăлман. Юрать-ха, пÿртрен тĕтĕм тухнине кÿршисем асăрхаса пирĕн пата çийĕнчех шăнкăравланă. Çавăн чухне арçынна вилĕмрен çăлтăмăр, “хĕрлĕ автана” алхасма памарăмăр. Çул çинче аварие лекнисене те пулăшатпăр. Уявра автомобиль сахал, телее, инкек те сайрарах пулать. Машина çĕмĕрĕлсен пĕр арçын пирĕн чаçе шăнкăравланăччĕ, хăй шăнса кÿтнĕ, нимĕн тума аптăранă. Эпир ăна эвакуаторăн телефон номерне тупма пулăшрăмăр. Çапах эпир хамăра кÿрентерместпĕр, уяв умĕн маларах корпоратив йĕркелетпĕр, унта чун каниччен савăнатпăр.

 

Аркадий НИКОЛАЕВ, таксист:

— Ку ĕçре эпĕ 5 çул ĕнтĕ. Çĕнĕ çулта такси тарифĕ 2 хут ÿсет. Ăна водительсене ĕçе тухмашкăн хавхалану пултăр тесе компани ертÿçисем хăпартаççĕ. Кама мĕнле ăнать паллах, çапах уяв каçĕнче 5-15 пин тенкĕ ĕçлесе илме пулать. Конкуренци вăйлă, “бомбилăсем” те укçа “çапасшăн”, вĕсемпе вăрçăнасси те пулать. Ытларах çынсене хула тулашне турттарма кăмăллатăп, мĕншĕн тесен аван тÿлеççĕ. Сăмахран, Хусан аэропортне кайма саккас сахал мар пулнă. Артистсем, пуçлăхсем кÿрентермеççĕ, “чей” валли те укçа параççĕ: 3 пин тенкĕ вырăнне 4 та шеллемеççĕ. Мĕнех калăн? Интеллигенци, шайĕ пачах урăхла. Эпĕ, тĕслĕхрен, Александр Задорнов, Татьяна Арнтгольц, Григорий Антипенко артистсене аэропорта леçнĕччĕ. Çĕнĕ çул каçĕнче хулари пассажирсенчен чылайăшĕ ÿсĕр, вĕсем хăйсене пур чухне те йĕркеллĕ тытаççĕ теме çук. Элĕк районĕнче ĕçлекен пĕр таксиста пĕлетĕп: вăл 14 çул ĕнтĕ Çĕнĕ çула машинăра кĕтсе илет. Малтанах “копейкăпа” çÿретчĕ, конкуренци ун чухне питех вăйлă пулман. “Уявра 3 кунра машина хакне кăлартăм”, — терĕ. Халĕ лару-тăру улшăннă: пĕлтĕр вăл, сăмахран, 4 сехетре 150 тенкĕ ĕçлесе илнĕ, пĕр саккас çеç пулнă унăн. Пĕлтĕр 23 сехетре Тăвай салине кайма саккас пулчĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе илме ĕлкĕрес тесе “хурçă ута” вăйлă хăваларăм, 1 сехетре 100 çухрăма парăнтармаллаччĕ. Тăвайра çуралса ÿснĕрен тăван киле çитсе ÿкесшĕнччĕ. Анчах Вăрмара çитсен икĕ урапа шăтрĕ! Вĕсене улăштариччен çынсен тăхтама тиврĕ. Уява çул çинче кĕтсе илтĕмĕр.

 

Татьяна АНТОНОВА, Шупашкарти троллейбус управленийĕн кондукторĕ:

— Çĕнĕ çул каçхине ĕçлеме тивнĕшĕн ним савăнмалли те çук. Ыттисем çывăх çыннисемпе уяв сĕтелĕ хушшинче ларнă вăхăтра ĕçлеме тивнине айăплав вырăнне йышăнмалла-ши? Е çакна график ăнсăртран лекнипе çыхăнтармалла-ши? Ун чухнехи смена ытти кунхинчен вăрăмрах. Иртнĕ Çĕнĕ çулта çур çĕр иртни икĕ сехетчен ĕçлеме тиврĕ. Çур çĕр çывхарнă тĕле троллейбусра никам та юлмасть. Эпĕ ĕçленĕ чухне салонра 2 çын ларатчĕ. Анчах çавсем хаваслă марччĕ, шухăша путнăччĕ. Вĕсен уяв ячĕпе шампань эрехĕ ĕçес шухăш пачах çукчĕ. Ахăртнех, ĕçрен таврăнатчĕç. Çур çĕр хыççăн та троллейбусра халăх çукпа пĕрех: 3-4 çынран ытла мар. Хăшĕ-пĕри вара Çĕнĕ çул каçхине ятарласа ĕçлеме тухать. Вĕсене килте тунсăх пусать-мĕн. Тен, теприсем Çĕнĕ çула никампа та кĕтсе илме çукран ĕçе тухаççĕ. Уяв кунĕнче укçа нумайрах тÿлеççĕ вĕт.

 

Анастасия ЯКОВЛЕВА, сутуçă:

— Раштавăн 31-мĕшĕнче ĕçе тухмаллине пĕлтерсен кăмăл хуçăлчĕ. Анчах хама алла илтĕм, «Ку манăн ĕç, каймаллах», — тесе лăплантăм. Паллах, кашни çыннăнах уяв умĕн кăмăл савăк, эпĕ те Çĕнĕ çула кĕтсе илме план хатĕрленĕччĕ. Çулталăкăн юлашки кунĕнче ĕçе иккĕн тухрăмăр, касса умĕнче çĕрĕпех тăтăмăр. Çур çĕр çитичченех лавккара çын утрĕ. Çапла Çĕнĕ çула ĕçрех кĕтсе илтĕмĕр. Çур çĕр иртсен те çынсем апат-çимĕç туянма килчĕç. Лавккана пĕр купа çамрăк кĕрсе тăчĕ. Хĕрĕнкĕскерсем сентрене перĕнсе эрех-сăра кĕленчисене çĕмĕрчĕç. Анчах вĕсем тăкака саплаштарма хирĕçлерĕç, айăпа йышăнмарĕç. Çак ĕçе кам тунине видеокамера пăхса тупрăмăр. Çав çыннăн укçа кăларса хума тиврĕ. Вăхăт хăвăртах иртрĕ. Çур çĕр иртсен çемьеленмен ĕçтешсем килсе пире саламларĕç. Вĕсем шампань эрехне те пĕрле чиксе килнĕччĕ. Çĕнĕ çул каçĕнчи смена лăпкă иртрĕ. Пытармастăп: çак кун ĕçлеме интереслĕ пулчĕ. Ирхи 5 сехетре пĕр çын лавккана килчĕ. Вăл хăйĕн кушакĕ валли ятарлă апат тата кĕпе-йĕм çумалли порошок туянчĕ. «Çĕнĕ çул çитрĕ те кивĕ япаласене çуса тасатасшăн ĕнтĕ», — тесе шÿтлерĕмĕр ун чухне.

 

Вениамин ИЛЬИН, ЧР ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи пайĕн аслă инспекторĕ:

— Çĕнĕ çул каçхине эпир, йĕрке хуралçисем, канмастпăр. Пĕлтĕр эпĕ ĕçтешĕмсемпе пĕрле Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнче дежурствăра тăтăм. Ун чухне 30 градус ытла сивĕччĕ. Культура çурчĕ умĕнчи чăрăш тавра ватти-вĕтти йышлăн пуçтарăнчĕ. Чылай чухне çынсем хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ. Хытăрах калаçма, кăшкăрашма, шăхăрма пуçласан хуллен асăрхаттарнипе лăпланаççĕ. Уявра пирĕн те çынсен кăмăлне пăсас килмест. Çапăçма, вăрçма пуçласан çийĕнчех наряд чĕнсе полици уйрăмне илсе каятпăр. Çĕнĕ çулхи дежурство уяв мероприятийĕсем вĕçленичченех тăсăлать. Хăçан мĕнле: ĕç ирхи тăваттăра та, улттăра та пĕтме пултарать. Йĕрке хуралĕнче 15 çул тимленĕрен кун пек графика хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Дежурствăран киле çитнĕ тĕле çывăх çыннăмсем лăпкăн çывăраççĕ. Вĕсене вăратас мар тесе вырăн çине шăппăн кĕрсе выртатăп. Килтисем эпĕ уявра та ĕçленине хăнăхнă ĕнтĕ. Малтанах мăшăрăм кăмăлсăрланатчĕ, халĕ шарламасть. Хăш-пĕр ĕçтеш вара Çĕнĕ çулта кунĕпех дежурствăра тăрать. Уявра кил-тĕрĕшри харкашусем ытларах пулаççĕ. Çавăнпа йĕрке хуралçисен кăрлачăн 1-мĕшĕнче те вăйлатнă режимпа ĕçлеме тивет.

 

Антон БЕЛЯЕВ, Шупашкарти ача-пăча медицина центрĕн ординаторĕ, анестезиолог-реаниматологĕ:

— Ĕçе вырнаçнă хыççăн Çĕнĕ çулта дежурствăна пĕрремĕш хут юлнине астăватăп. Çур çĕр çитиччен 10 минут маларах 4-ри пациента илсе килчĕç. Ашшĕ-амăшĕ асăрхаса çитерейменнипе вăл аспирин ĕçсе тултарнă. Ăна пулăшу панă хушăра çĕнĕ çула та кĕтĕмĕр, пациентăн çывăх çыннисем çав вăхăтра коридорта ларчĕç. Ача хăйне аван туйма тытăнсан уяв çинчен аса илтĕмĕр, пĕр-пĕрне саламларăмăр. Икĕ кун больницăра выртнă хыççăн пациента киле ятăмăр. Ĕçтешсен дежурстви кун пек мар хĕрÿ иртнĕ. Владимир Путинăн Çĕнĕ çул саламне итлеме сĕтел хушшине кĕрсе ларнăскерсене питĕ йывăр пациента илсе килни çинчен пĕлтернĕ. Пĕтĕм бригада вырăнтан хускалнă: йышăну пÿлĕмне кам лифтпа аннă, кам картлашкапа чупнă. Ача çул çинчи аварире вăйлă аманнă. Унăн сулли çурăлнă, юн нумай çухатнă. Ача тăнсăр выртнă. Ăна йышăну пÿлĕмĕнчех реанимаци пулăшăвĕ пама тытăннă, юн янă, часрах операци тума илсе кайнă. Тухтăрсем ача çумĕнчен икĕ кун уйрăлман, мĕншĕн тесен вăл хăйне питĕ япăх туйнă. 7 кун комăра выртнă хыççăн тин тăна кĕнĕ. Çав ача больницăра чылай выртнă, шăмă хуçăлнă вырăн та нумай пулнă унăн. Уяв вăхăтĕнче тимлĕхе çухатмалла марри çинчен аса илтерес килет, инкеке çакланас мар тесен пĕчĕк ачасене асăрхасах тăмалла.

 

Çĕнĕ çула ĕçре мĕнле кĕтсе илнипе Алина ИЗМАН, Ирина КОШКИНА, Вера ТИТОВА кăсăкланнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.