Пире пристав кĕтсе тăрать...
Журналистсем валли пресс-конференци ирттернĕ май Федерацин суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн ертÿçи Анатолий Иванов хăй ертсе пыракан тытăмăн вĕçленекен çулталăкри ĕçне пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ, суд приставĕсен ĕçне, парăмсене шыраса илессине пырса тивекен саккун çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕ.
Çĕр-çĕр пин производство!
Чăваш Енри суд приставĕсен аллинче кăçал суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли 792 пине яхăн производство пулнă — пĕтĕмпе 42 миллиард ытла тенкĕлĕх. Республикăри приставсен шучĕ 300 патнелле пулнине асра тытсан кашни пристав пуçне тивекен производствăсен шучĕ питĕ пысăккине чухлама йывăр мар. Кăçал 433 пин ытла производствăна вĕçлеме пултарнă. Пĕтĕмпе 7 миллиард тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Парăмсен пысăк пайĕ ПАИ штрафĕсемпе çыхăннă. Унашкаллисем — 233 пин производство, ку мĕнпур производствăн 28% танлашать. Чăн та, водительсем тÿлемен штрафсен пĕтĕмĕшле виçи парăмсен çÿлерех асăннă калама çук пысăк калăпăшĕнче тĕп тÿпе пулса тăрать тееймĕн — 170 миллион тенке яхăн.
Анатолий Юрьевич парăмсене шыраса илессипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем ĕçре курăмлă пулăшу кÿнипе кăмăллă. Çав ПАИ штрафĕсенех илер. Хăйнеевĕр дисконт вăя кĕни водительсене штрафсене хăвăртрах татма хистет. Çул-йĕр правилисене пăсни çинчен йышăну тунă хыççăн штрафа 20 кун хушшинче тÿлесен çур тăкакпах çырлахма пулать-çке. Калăпăр, хăвăртлăха юранинчен ÿстернĕшĕн 500 тенкĕлĕх штрафланă, айăпли вара 250 тенкĕ çеç тÿлет — курăмлă перекет вĕт.
Алимент тÿлеменнисемпе çав-çавах нумай ĕçлеме тивет. Парăмлисем — 7 пин çын. Пурте пачах та тÿлемеççĕ теме çук, хăшĕсем вăхăт-вăхăтпа кăштах тÿлев хываççĕ, анчах ку капланнă пысăк парăма туллин татма май памасть. Çапах алиментсем тĕлĕшпе те ырă улшăнусем пур. Халь суд приставĕсем ачисем валли укçа куçарман çынсене водитель прависĕр хăварма пултараççĕ. Çак мера самай пулăшать. Саккунри çак улшăну çулталăк пуçламăшĕнче кăна вăя кĕнĕ, унтанпа вара 4,5 пин çыннăн руль умне лармалли правине чикĕлеме ĕлкĕрнĕ, çав çынсем алиментпа çыхăннă 12 миллион тенкĕ парăма тÿлесе татнă. Приставсем паян çавăн пекех парăмлă çынсене административлă майпа 15 талăк таран ирĕклĕхсĕр хăварма та пултараççĕ — унашкаллисем 400-ĕн пухăнма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Уйрăмах хăлăхсăррисем валли уголовлă яваплăх та пур, анчах ку мерăпа анлăн усă курнă тееймĕн.
Коллектор хăй чĕтретĕр
Парăмсене ансатлатнă схемăпа тÿлемелли йĕрке вăя кĕнĕ. Сăмах 500 пин тенкĕрен иртмен парăмсем пирки пырать. Уйрăм тĕслĕхсенче суд хăвăрт, енсене ларăва чĕнмесĕрех, парăма татмалли суд хушăвĕ кăларма пултарать. Тепĕр çĕнĕлĕх коллекторсен ĕçне пырса тивет. Çĕршывра вĕсем парăмлă çынсене хăратнă-тапăннă хăрушă тĕслĕх темиçе те пулчĕ вĕт — саккун кăларакансем коллекторсен ĕç-хĕлне тивĕçлĕ картана кĕртмелли йĕркене тинех йышăнчĕç. Вăл çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Координаципе çыхăннă тивĕçе Суд приставĕсен службине шаннă. Çавна май Чăваш Енри управленире ятарлă пай та туса хунă. Çапла вара приставсем коллектор агентствисен патшалăх реестрне тытса пырĕç, вĕсен ĕçне сăнаса тăрĕç. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çав реестра кĕнисем кăна ĕçлеме пултарĕç. Унта кĕмелли требованисем вара самай çирĕп: юридици тытăмĕн устав капиталĕ 10 миллион тенкĕрен кая мар пулмалла, унăн çавăн пекех хăйĕн ĕçне 10 миллион тенкĕрен кая мар страхламалла. Ытти требовани те пур. Анатолий Иванов республикăра çавнашкал требованисене тивĕçтерекен компанисене хальлĕхе курмасть. Апла-и, капла-и — приставсен службине паянхи кун тĕлне пĕр компани те асăннă реестра кĕме ыйтса документсем паман. Апла тăк Çĕнĕ çултан тытăнса коллектор ĕçĕпе нихăшĕ те ĕçлеймĕ.
Чăн та, ку Чăваш Енре коллекторсем вуçех пулмĕç тенине пĕлтермест — ытти регионти компанисен представителĕсем ĕçлеме пултараççĕ. Анчах вĕсем те ФСПСăн республикăри управленийĕ умĕнче яваплă пулĕç. Йĕркене пăсаççĕ тĕк — яваплăх чăннипех çирĕп: штрафсен виçи çĕр-çĕр пин тенкĕпе танлашать. Çĕнĕлĕхсем коллекторсен ĕçĕн регламентне те çирĕплетеççĕ. Калăпăр, ĕç кунĕсенче парăмлă çын патне 22 сехетрен пуçласа 8 сехетчен пыма юрамасть, парăм пирки аса илтермешкĕн талăкра пĕр хутран ытла шăнкăравламалла мар. Çийĕнчен коллекторсен парăмлă çынпа калаçнине диктофонпа çырса илмелле, аудиоçырăва виçĕ çултан кая мар упрамалла. Апла тăк малашне хăратни, психика енĕпе витĕм кÿни пулмасса шанма май пур.
Машинăсăр юлас килмест
Журналистсем парăмлă çынсене чикĕ леш енне кайса çÿреме ирĕк паманни пирки ыйтрĕç — ытла хаяр мера мар-и? Тен, 10 пин тенкĕлĕх виçене ÿстермелле? Çапла, паян 10 пин тенкĕрен пысăкрах парăмлисем чикĕ урлă каçаймаççĕ. Анатолий Юрьевич килĕшет: асăннă виçене пысăклатма юрать-тĕр. Çав вăхăтрах унăн тепĕр майлă логика та пур: «Çыннăн ют çĕршывсене канма, ĕçпе каймашкăн укçа пур тăк — нивушлĕ парăма татаймасть? Нумай чухне укçаллисемех парăмсене татма васкамаççĕ». Тепĕр тесен вăл та килĕшет: чылайăшĕ укçа çуккипе мар, парăм пурри пирки пĕлменнипе тÿлемест. Регистрациленнĕ вырăнта пурăнмаççĕ те — тивĕçлĕ хутсене илмеççĕ, вĕсене шыраса тупма та йывăр. Унашкаллисен приставсен службин сайтне кăна вăхăт-вăхăтпа кĕрсе интересленмелле ĕнтĕ — парăм тÿрех курăнать, анчах, шел те, нумай çын çак сервиспа усă курма та ÿркенет. Парăма вăхăтра татсан вара суд йышăнăвне пурнăçлама пухакан хушма тÿлеврен хăтăлма пулать — çакна та шута илмеççĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене яланах «шавлă тĕслĕхсем» интереслентереççĕ — ку хутĕнче те хăйнеевĕрлĕ арестсемпе кăсăкланчĕç. Çук, вертолет е карап арестленĕ тĕслĕхсем кăçал пулман-мĕн. Управлени ертÿçи «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕн оборудованине арестленине аса илчĕ. Тата — премиум-класс шутланакан икĕ теçетке ытла автомобиле арестлеме тивни. Çав шутра — 5 «Ланд Крузер». Паллах, ĕç-пуç çавнашкал чаплă та хаклă машинăсене сутасси патне çитмест. Юратнă «кустăрмаллă урхамахсăр» тăрса юлас хăрушлăх сиксе тухсанах хуçисем парăмсене татма, автомобилĕсене тавăрма васкаççĕ. Унччен, арестчен, мĕншĕн çапла туман? Кăçал 5 пин ытла арест пулнă. Сăмах май, мĕнпур парăмăн 11% приставсем шăпах «хăлăхсăррисен» парăмне сутнин шучĕпе саплаштараççĕ. Чăн та, пурлăха приставсен служби хăй сутмасть. Росимущество ятарласа конкурссем ирттерет, тивĕçлĕ организацисене суйласа илет — суту-илÿ енĕпе вĕсем ĕçлеççĕ. Пĕлтерĕшлĕ самант: 500 пин ытла тенкĕлĕх пурлăха аукцион урлă кăна сутаççĕ.
Николай КОНОВАЛОВ