“Çеçпĕл” кинотеатрпа Çеçпĕл театрĕ “пĕрлешрĕç”
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ чылайранпа вырăнтан вырăна куçса çÿрерĕ. 20 çул каялла артистсем Трактор тăвакансен культура керменĕнче хÿтлĕх тупрĕç, анчах кунта та вĕсем хăйсене килти пек туймарĕç. Нумаях пулмасть театра çурт уйăрса пачĕç.
Уйрăм çурт çукки театрăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулнă. 84 çул хушшинче артистсен тĕрлĕ çуртра ĕçлеме тивнĕ. Чи малтанхи спектакльсене/1933 çултанпа/ хулари ĕçченсен клубĕн /Ехрем купса бульварĕ, 6/ сцени çинче вылянă. 1959 çулта театр валли Гагарин урамĕнчи 14-мĕш çуртра вырăн уйăрса панă. Унтах Чăваш патшалăх филармонийĕ тата юрăпа ташă ансамблĕ ĕçленĕ, каярах вĕсем филармонин хальхи çуртне куçса кайнă. 1993 çулта çамрăксен театрĕ вырăс драма театрне хăйĕн хÿттине илнĕ. Тепĕр тапхăртан театра Ехрем купса бульварĕнчи çурта каялла куçарнă, анчах сцена япăххине пула унта спектакльсем лартма май пулман, çавăнпа çамрăк куракансене вырăс драма театрĕнчех йышăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче ЧР Правительстви театр валли çурт тума проект хатĕрленĕ. Çĕнĕ кермене Чулхула урамĕнче хăпартма палăртнă, анчах çак ĕç пурнăçа кĕреймен. «Родина», «Мир», «Победа» кинотеатрсем те, Ухсай ячĕллĕ культура керменĕ те Çамрăксен театрĕн тĕп килĕ пулса тăрайман. 1996 çулта артистсен коллективĕ Трактор тăвакансен культура керменĕнче вырăн тупнă. Темиçе çул каялла ун çумĕнче театр валли хушма çурт тума шантарнă, анчах укçа-тенкĕ çуккине пула çак ĕç те пăчланнă.
ЧР Юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Çеçпĕл» кинотеатр çуртне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне панă. “Çеçпĕл” кинотеатрпа Çеçпĕл ячĕллĕ театр тинех пĕрлешрĕç”, — тенĕ артистсем. Уйрăмах ветерансем хĕпĕртенĕ, савăннипе йĕрекен те пулнă. Вĕсем пурте ЧР Правительствине тата ЧР Культура министерствин ĕçченĕсене чун-чĕререн тав тунă.
— Ку пирĕншĕн чăн-чăн парне. Çĕнĕ хыпар пире хавхаланса ĕçлеме çунат хушрĕ. Çак вăхăт çитессе пурте ĕненетчĕç. Йывăрлăха пăхмасăрах тăрăшса вăй хутăмăр, куракана вун-вун спектакльпе савăнтартăмăр. Кÿршĕ регионсенчи театрсене каймассерен вĕсен уйрăм çурт пурришĕн ăмсанаттăмăр. Яланах хамăр сцена çинче выляс килетчĕ, хамăр çуртра утса çÿрес килетчĕ. Çĕнĕ çултан çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçе пуçăнăпăр, — терĕ Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов.
ЧР халăх артистки Светлана Савельева та 30 çул ытла кĕтнĕ çак саманта: «Вырăнтан вырăна куçса ывăнтăмăр. Капустниксене, тĕрлĕ уявра савăнас килетчĕ, анчах кăмăл çукчĕ. Ĕçлеме пĕрре те çăмăл марччĕ. Репетицисем ирттерме те йывăрччĕ, ялан графика пăхăнмаллаччĕ. Пĕрмай гастрольсене тухса çÿреттĕмĕр, спектакльсене урамра лартаттăмăр”, — пĕлтерчĕ Светлана Рюриковна. ЧР халăх артистки Лидия Красовăпа литературăпа драматурги пайĕн ертÿçи Раиса Полякова та хĕпĕртенине пĕлтерчĕç.
Виçĕ эрне хушшинче кермен çĕнелсе улшăнчĕ: çуртра артистсен вăйĕпе юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Театрăн пресс-секретарĕ Надежда Андреева каланă тăрăх — фойене йĕркене кĕртнĕ, сценăна анлăлатнă, баннерсене улăштарнă, стенасене илемлетнĕ, артистсен портречĕсене çакнă. «Çурт ăшне хăтлăх кÿрес тĕллевпе театрта ĕçлекен кашни çын тăрăшрĕ. Урайĕнчен пуçласа мачча таранчченех тирпейлерĕмĕр. Ĕç вĕçленмен-ха. Çĕнĕ сезон валли çурта татах хăтлăлатăпăр», — терĕ вăл. Сăмах май, юсав ĕçĕсем тума 800 пин ытла тенкĕ тăкакланă.
«Пирĕн валли çĕнĕ çул уçăлчĕ. Тĕрлĕ проекта туллин пурнăçа кĕртме майсем тупăнчĕç. Республикăри ача-пăча коллективĕсен «Авансцена» конкурсне ирттересси йăлана кĕчĕ, кăçал регионсем хушшинчи «Юмах тĕнчи» фестивале йышăнтăмăр. Виçĕ çул каялла ачасем валли театр студине пуçарса ятăмăр. Малашне чăваш драматургĕсен лабораторине уçма тата театра юратакансен клубне йĕркелеме палăртатпăр. Пирĕн театр ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантармалли центр пулса тăрасса шанатпăр», — терĕ театр директорĕ Елена Николаева. Кино кăтартассине те афишăран кăлармĕç. Ку çуртрах КВНщиксен клубĕ, «Куча-мала» ача-пăча центрĕ тата кафе вырăн тупнă. Вĕсемпе килĕштерсе ĕçлессе шанаççĕ артистсем.
Театрăн тĕп режиссерĕшĕн Иосиф Дмитриевшăн та çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. “Халĕ тата нумайрах вăй хурса ĕçлеме тивĕ. Сценăна çĕнетмелле, тĕрлĕ цехăн ĕçне йĕркене кĕртмелле. Куракансене çĕнĕ спектакльсемпе илĕртмелле. Чăваш спектаклĕсен йышне ÿстерме шухăшлатпăр. Чăваш халăхне чăваш пьесисем кирлĕ», — терĕ Иосиф Александрович. Театрта ĕçлекенсен ĕмĕт-шухăшĕ пысăк. Хальхи вăхăтра унта Çĕнĕ çул ëлкисем иртеççĕ. Çĕнĕ çултан пĕчĕк залра шăматкунсерен ачасем валли спектакльсем лартма пуçлĕç. Çĕнĕ сезон театрăн çĕнĕ сцени çинче уçăлĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем