Пин-пин халăх хушшинче чăвашах юлас тесен...
Пин-пин халăх хушшинче чăвашах пулса юлас тесен пирĕн тăван чĕлхене çеç мар, культурăна, йăла-йĕркене те упраса хăвармалла», — тухса калаçрĕ палăрнисене сăмах панă май Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Людмила Клементьева.
Ăçта палăрнисем-ха? Ара, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствипе Чăваш наци конгресĕ кăçал «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс йĕркелерĕç. Унăн çĕнтерÿçисене чысланă уяв саманчĕ пирки пырать сăмахăм. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 10-мĕш шкул тухрĕ. Пучинкесемпе Шупашкарти 60-мĕш шкул иккĕмĕшсем пулса тăчĕç, виççĕмĕш вырăна Муркаш районĕнчи Калайкассинчи вăтам шкулпа Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей пайларĕç. Вĕсем çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталантарассинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне тата Чăваш наци конгресĕн укçа сертификатне /1-мĕш вырăн — 50, 2-мĕш вырăнсем — 25-шер, 3-мĕш вырăнсем — 15-шер пин тенкĕ/ тивĕçрĕç.
Хĕрсем вăййа тухсассăн...
«Юрă-сăвă, ташă, вăйă, ăмăрту... Акă чăвашла тăхăннă вĕрентекенсем халăх юррисене шăрантараççĕ. Тулли витре çакнă кĕвентеллĕ пикесем хăшĕ хитререх утма пултарнине тĕрĕслеççĕ, каччăсен пĕр ушкăнĕ хĕрсене ташша чĕнсе çерем çинче çил-тăвăллăн çаврăнать. Кĕçĕннисем ача-пăча вăййисемпе илĕртеççĕ...» — малаллах калаçрĕ Пучинкери вĕрентекен.
Людмила Николаевна шкулта «Чăвашлăха упрар» проект ăнăçлă пурнăçланнине каласа кăтартнă май экран çинче пĕр илемлĕ ÿкерчĕк теприне улăштарчĕ. Вĕсенче Пучинкесен илемлĕ вăййи сăнланнă. Ăна «Аслă» тесех каламалла-тăр. Шкул саккинчен ял, район, республика шайне тухнăскере урăхла епле палăртăн?
«Пырса курăр хăнана. Анчах...»
— 2007 çулта, Ăс-хакăл çулталăкĕччĕ ун чухне, «Чăвашлăха упрар» проектпа паллаштарса республика шайĕнчи конференцире тухса калаçмалла пулчĕ. Хамăр ĕçе мĕнле кăтартмалла-ха? Ун чухлĕ çын валли калаçса та курман. Елизавета Михайловнăпа вăйă епле ирттернине презентаци туса кăтартма шухăшларăмăр. Ун чухне ку мел питех анлă сарăлманччĕ-ха — çынсем çăвар карса итлесе ларчĕç, — пуçларĕ сăмаха Людмила Клементьева.
Вăл конференцире тухса калаçнă хыççăн Елизавета Михайловна вĕренÿ курсĕсене кайнă. Вăл та тухса калаçнă. «Унта эсĕ ĕçлеместĕн вĕт», — илтĕннĕ итлекенсен хушшинчен. «Мĕнле ĕçлеместĕп? Эпир иккĕн», — пулнă хурав. «Чăнах çапла-и? Чăнах пурте чăвашла тăхăнатăр-и?» — ĕненмесĕр тĕпченĕ малаллах. Пырса курма ирĕк ыйтнă. «Юрать. Анчах пирĕн пĕр услови — пурин те чăваш тумĕпе килмелле, пĕр-пĕр номерпе савăнтармалла».
Сăмах май, ку услови халĕ те вăйра. Пучинкесем уява çитме кăмăл тăвакансене пурне те йышăнаççĕ, анчах — чăвашла. Çапла вĕсем патĕнче Елчĕксем, Куславккасем, Муркашсем, Канашсем, Тăвайсем... пулнă. Районти ытти ял та вăйăран юлмасть.
Музейри пуянлăх
— Пĕр-пĕринпе ăмăртмастпăр эпир, тачă çыхăнса, калаçса, канашласа ĕçлетпĕр. Туслă пурăнсан ĕç те малалла каять, — палăртать Елизавета Михайловна.
Вăл «Ăстапи» кружок ертсе пырать, ачасене вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме хăнăхтарать, тухья-масмак, мăй çыххисем тума вĕрентет. Çавăнпах чылай хĕр хăй тунă пуç хатĕрне тăхăнать. Унăн вĕренекенĕсем пулнă ялти пилĕк хĕрарăм паян ку тĕлĕшпе пысăк специалистсемех.
Елизавета Михайловна шкулти музей ĕçне те йĕркелесе тăрать.
Мĕн тери пуян вăл! Мĕн кăна çук кунта! Музейра тĕрлĕ пай пур: ял, шкул, колхоз историйĕ, халăх йăли-йĕрки — пурнăç упранать кунта. Елизавета Михайловна — чăн-чăн музей ĕçченĕ. Кашни япала çинчен чарăнми калаçма хатĕр.
— Куçпа курни асра юлать. Ачасемшĕн тытса пăхни пахарах. Шел, тăван ен культури пиллĕкмĕш классен эрнере пĕр урок çеç юлчĕ, — тет вăл.
Чăн та, сăмахран, мĕн-ха вăл шăналăк? Ачасене çамрăк мăшăр ăçта пытаннине е çуллахи шăрăхра шăна-пăванран сыхланса епле тĕлĕрнине мĕнле ăнлантарăн-ха? Кунта вара — кур та пĕл. Ялти пĕр хĕрарăм йĕтĕн тутăр та килсе панă. Хăй вăхăтĕнче шап-шурă пулнăскер йĕри-тавраллах чĕнтĕрлĕ. Пĕрре пăхсан кашниех асăрхамĕ те: икĕ кĕтессинчи чĕнтĕр кĕске иккен, иккĕшĕнче — вăрăм. Кунта хăйĕн вăрттăнлăхĕ пурах ĕнтĕ. Анчах ăна уçăмлатма ĕлкĕреймен-ха музей сыхлавçи. Çĕр-çĕр экспонат хушшиче хĕрарăмăн аялтан тăхăнмалли кĕпи те пур. Кун пеккине улпут мăшăрĕ çеç тăхăнни иккĕлентермест.
Каччăсен капăр тĕррисем
Чăваш халăхĕ юрри-ташшипе çеç мар, пин-пин эрешĕпе те пуян. Вăл вара тĕрлеме пĕлсен çеç илемлĕ. Пучинкесен çи-пуçĕ — капăртан та капăр. Кунта кĕçĕн классене вĕрентекен Зоя Акчурина тÿпи пысăк. 1994 çултанпа вăл «Чăваш тĕрри» кружок ертсе пырать. Хăйĕн вĕренекенĕсене чăн чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Пĕрремĕш класранах арçын ачасем те алла йĕппе çип тытаççĕ. Каччăсем тепĕр чухне маттуртарах та иккен. Хĕрсем тавçăрайман эрешсене те пусма çине куçараççĕ вĕсем. Кăткăслăх çуратакан пĕр тĕрре кăтартрĕ Зоя Алексеевна. Ăна арçын ача алли ăсталанă тееймĕн те. Пĕр тĕвĕ те, пĕр кăлтăк палăрмасть.
Янра, юрă!
Чăвашлăха аталантаракан шкулта, паллах, чăн-чăн патриотсем çеç тăрăшаççĕ. Вĕсенчен теприне — музыка вĕрентекен Лилия Ивановăна — палăртмасăр иртме çуках. Уяв, йăла-йĕрке тени юрă-ташăсăр, кĕвĕсĕр пулмасть-çке.
— Чăвашлăха аталантарас ĕçре «Тăван ен культури» предмет питĕ пулăшатчĕ. Музыка урокĕн хăйĕн программи пур. Апла пулин те чăвашла юрлама вăхăт тупатпăрах. Çулталăкĕпе мĕн ĕçленине чăваш вăййинче кăтартса паратпăр. Йăлана кĕнĕ уява ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Унта кашни класăн хăйĕн тивĕçĕ, — каласа кăтартать чунпа та, юнпа та чăвашлăхшăн çунаканскер.
Лилия Михайловна ÿкерме те, искусствăпа тĕнче культурине те вĕрентет. Шкулти пĕтĕм культурăшăн яваплă темелле. Çавăнпа усă курса вăл несĕлсен йăли-йĕркине те аса илтерсех тăрать.
— Тĕрлĕ фестивале хутшăннă май салтака ăсатнине те, çĕнĕ пÿрт ĕçкине те, ача çунине те, туй та... — пĕтĕм чăваш йăли-йĕркине сăнланă эпир. Кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ иртнĕ май утă çулнине кăтартрăмăр, — хушса хурать Лилия Иванова.
Чăваш тĕрри, юрри-ташши, халăх сăмахлăхĕ чăнласах наци пуянлăхĕ, мăнаçлăхĕ иккенне Пучинкесем çитĕнекен ăру ăшне хывма тăрăшаççĕ, пĕтĕм чунне парса ĕçлеççĕ.
Татьяна НАУМОВА.