Комментари хушас

22 Раштав, 2016

Чăх-чĕп те алла пăхать

Çирĕме яхăн ăратлă чăх-чĕпе музейри пек пăхса ытараймастăн. Канаш районĕнчи Ухманри Даниловсен хушма хуçалăхĕнче вĕсем çак вăхăтра уйрăм читлĕхсенче тăраççĕ, тĕрлĕ сас параççĕ. "Дзержинский гигант" йышши хальччен курманран мана та тĕлĕнтерчĕ. Чăхĕ те, автанĕ те темĕн çÿллĕш.

Мĕнлерех çăмартасем тăваççĕ тата! Акă "аракуана" ăратли кунсерен симĕс тĕслипе савăнтарать. Даниловсем ăна Мăнкун çăмарти теççĕ. Шăккалат тĕслĕ мăн çăмарта тăвакан "маран" йышши чăх та часах хуçалăха килсе çитмелле.

Ара, 27 çулти Валентин Данилов анлă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Чăх-чĕп, кайăк-кĕшĕк каччă чунне çавăрса илнĕ тейĕн. Тĕрлĕ ăратпа кăсăкланса ĕçлет, çĕннине пĕлме тăрăшать. "Кĕнеке-журнал, интернет сахал мар пулăшаççĕ, анчах ху усраса пăхнине нимĕн те çитмест. Ĕçре йăнăшмасăр пулмасть. Ыр çынсен канашĕ-сĕнĕвĕ те вырăнлă", – тет çемье çавăрма ĕлкĕреймен çамрăк.

Ывăлĕ вăрăм укçа шыраса таçти инçете çул тытманни, килти хушма хуçалăхрах тупăш илме май тупни ашшĕпе амăшĕшĕн телей пулĕ. Тепĕр тесен ача вĕсенчен тĕслĕх илсе çут çанталăка çывăх пулма ăнтăлать. Пушă вăхăтра амăшĕ вăрманта çырла, кăмпа пуçтарма юратать, ашшĕ нумай çул ĕнтĕ пулла çÿрет. Çавăнпа Валентин ача чухне ытти йĕкĕт пек кинона, клуба чупман. Вăтам шкул пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен çамрăк фельдшер Шăхасанти психиатри больницине ĕçе вырнаçнă. Халĕ те унтах вăй хурать. Йывăр ĕçĕ çинчен калаçма кăмăлламасть, анчах талăкĕпех дежурствăра пулнă хыççăн шăпах хăй усракан кайăксем ăна илемлĕх тĕнчине тавăрнăн туйăнать. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен чирлĕ çын патне кашнинчех таса та çирĕп чунпа пырса кĕмелле-çке.

Ял хуçалăх пасарĕнче хир чăххи /фазан\ хăйне илемĕпе тыткăнланине паянхи кун пекех астăвать каччă. Вĕсене 4 çул каялла вăл пирвайхи хут туяннă. Халĕ темиçе тĕрлĕ ăрат читлĕхсенче хĕл каçать, пĕри тепринчен илемлĕрех. Ылтăн хĕрлĕ, сарă кĕмĕл тата ытти тĕсли те пур.

Ăрат тасалăхне упраса хăварас тĕллевпе 17 тĕрлĕ чăх валли автансене тăтăшах улăштарса тăраççĕ Даниловсем. Чăваш Енре кăна мар, инçетри регионсенче туянма тăрăшаççĕ.

7 ăратлă кăвакал хушшинче сунара çÿремелли, алла пач хăнăхтарманни те пур. Иккĕмĕшĕпе йыша кăçал пуянлатнă. Унсăр пуçне "инди чупавçи", илемшĕн усракан "каролинка" тата ытти те пахча тулли нартлатать.

Вăрман мулкачĕ валли те уйрăм кĕтес уйăрнă. Çур çул каялла ăна пĕр сунарçă парнеленĕ. Чĕрчуна пĕчĕк ачана çитерекен сĕт хутăшĕпе ÿстернĕ.

"Линдовский белый", "крупный серый", "холмогорский" ăратлă хурсем, тĕрлĕ йышши кролик, кăвакарчăн, цесарка, кăркка, Вьетнам сысни килти хушма хуçалăхра ытлашши мар. Валентин Данилов палăртнă тăрăх – вĕсем хальлĕхе хăйсен тăкакне саплаштараççĕ. Çăмарта, аш сывлăхшăн усăллă пулнăран япăх мар сутăнать. Килти 5 инкубатортан тухакан чĕпĕсене те туянаççĕ. Вырнаçтарма кăткăсран тепĕр чух уйрăм ăратсемпе сывпуллашма та тивет. Тĕслĕхрен, "голошейные", "русские хохлатые" тата ытти йышши чăха текех ĕрчетмен. Анчах вĕсене çĕннисемпе улăштарнă. Хуçалăх часах павлинпа пуянланмалла. Картишĕнче, пахчара вырăн çителĕклĕ пулсан каччă илемлĕ кайăксен шутне тата та ÿстермелле. Ара, ашшĕпе амăшĕ ăна ку ĕçре хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ.

Кил хуçалăхĕнче пысăках мар кÿлĕ те йĕркелесшĕн.

Фельдшера кайăк-кĕшĕке сиплеме ансатрах туйăнать. Валентин ку шухăшпа килĕшмерĕ. Çын тата чăх-чĕп организмĕнче уйрăмлăх пысăк иккен, чирĕсем те тĕрлĕрен. Çавăнпа каччăн çĕннине нумай вĕренме тивнĕ. Йăнăшса е ултав серепине лексе пуян опыт пухнăскер халĕ аптрамасть, чĕпсене тĕрĕс апатласси те малтанхи пек йывăрлăх кÿмест. Çулласерен уй-çаранра вĕсем валли эмел курăкĕ пуçтарать. Экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç илес тесен çут çанталăк ырлăхĕпе усă курма та пĕлмелле.

Ял ачи кайăк-кĕшĕкпе кăсăкланнинчен тĕлĕнмелле мар пек, анчах Валентин пеккисем пурпĕр сайра. Вăл хуçалăхне аталантарасшăн, анчах укçа-тенкĕ хĕсĕкрен хальлĕхе мĕн пуррипех çырлахать. Патшалăх пулăшăвĕ хăйĕншĕн вырăнлă пулмаллине пытармасть. Ку енĕпе пуçлăхсемпе канашласа та пăхнă. Анчах медицина ĕçне пăрахнă хыççăн кайăк-кĕшĕк ĕрчетекене тивекен пулăшу укçи пысăк мар-мĕн. Тăкака саплаштарма пурпĕр йывăр, çавăнпа çамрăк тăхтать. Тен, ашшĕ-амăшĕ ÿкĕтленине кура медицина енĕпе аслă пĕлÿ илес тейĕ. Çемье çавăрас шухăшĕ те пур. Апла-и е капла-и, анчах кайăк-кĕшĕке каччă яланхиллех юратĕ, чунĕпе унпа çывăх пулĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.