Комментари хушас

22 Раштав, 2016

Килсе курăр пирĕн пата

155 çул тултарнă шкул хăйĕн истори страницине кунсерен уçса хупать. Çак тапхăрта пилĕк пин ытла вĕренекене пурнăç çулĕ çине илсе тухнăскер ачасен кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕн те юратнă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Вăл яла илем кÿрет, ачасен пĕтĕмĕшле пĕлĕвне тĕрĕслет, тĕрлĕ сăнав ирттерме майсем туса парать.

Кунта килен-каян шкул музейне кĕмесĕр пултараймастех. Пуян экспонатсем тыткăнлаççĕ куракана. Хăйĕн паттăрĕсем, кумирĕсем пур шкулăн. Совет Союзĕн Паттăрне Василий Дмитриевич Харитонова халалланă стенд уйрăмах пуян. Вĕренекенсем унран тĕслĕх илсе хавхаланса пĕлÿ тĕнчинче сулмаклă утăмсем тăваççĕ.

Паян тăван шкул хуларисем пекех çитĕнÿсем тăвать. Ачасем конкурссенче çĕнтереççĕ, олимпиадăсенче палăраççĕ. Вĕренекенсене валли пур май та çителĕклĕ: кăтарту пособийĕсем пуян, интерактивлă доскасем, компьютер класĕсем… Вĕрен кăна, ан ÿркен. Шăпах çак тĕллевпе пурăнаççĕ те ĕнтĕ Тĕрлемессем. Шкулта ачасен кăмăлне кура профильлĕ классем йĕркеленĕ, вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вун икĕ ялтан çÿрекенскерсене пуян опытлă учительсем пĕлÿ тĕнчинче çирĕп утăмсем тума вĕрентеççĕ, вулама, çырма, шутлама хăнăхтарнисĕр пуçне шухăшлава аталантараççĕ, тавракурăма кашни анлăлаттăр тесе тăрăшаççĕ.

Нумаях пулмасть тăван шкул çинчен 5-11 классенче вĕренекенсем сочинени çырчĕç. Анлă шухăшлавлă пулчĕç ĕçсем! Пиллĕкмĕшĕн-чи Лариса Симакова, Валентина Мясникова, Катя Токаренко алçырăвĕсем мухтава тивĕç. Çиччĕмĕш класри Алия Галиева сочиненийĕпе паллаштарас кăмăл пур. Ачасем хăйсен тăван шкулне юратни палăрать.

Людмила ЧЕРДАКОВА,

вырăс чĕлхипе литератури

вĕрентекенĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.