Комментари хушас

16 Раштав, 2016

Çулталăк вĕçĕ: савăнмалли те пур, кулянмалли те

Çулталăк вĕçленсе пынă май пăхса тухмалли темăсем капланса çитнĕ пулинех: Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕн кун йĕрки чăннипех анлă пулчĕ — тăватă теçетке ытла ыйту. Те Иван Моторин премьер-министр, ларăва ертсе пынăскер, калаçу пуçламăшĕнчех кĕскен доклад тумалли пирки асăрхаттарни пулăшрĕ — ыйтусене тишкересси ытла вăраха каймарĕ.

Чиновник шалăвĕ ÿсмест

Чи малтанхи ыйтусен шутĕнче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх — федераци саккунĕ вăя кĕнĕ май тĕллевлĕн усă курман ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕсене туртса илмелли условисене улăштарнă, пирĕн саккун та çав улшăнусене тивĕçтермелле. Çавăн пекех патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи лаптăксене фермерсене, ял хуçалăх организацийĕсене аукционсăрах памалли тĕслĕхсене çирĕплетнĕ. Çавнашкал лаптăксен арендаторĕсене çĕре аукционсăрах сутăн илмелли право панă. Паллах, кун пек чухне арендатор саккунсене пăсманнине тĕпе хураççĕ.

Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси те вăрах калаçтармарĕ. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев улшăнусене ачашăн уйăхсерен паракан пособие пысăклатас тĕллевпе хатĕрлени çинчен каларĕ. Çак тĕллевпе республикăн 2017 çулхи бюджетне 538 миллион тенке яхăн хывса хăварнă.

ЧР патшалăх граждан служащийĕсен вара савăнма сăлтав çук. Иван Моторин кун пирки «Çĕнĕ çул парни» тесе те шÿтлерĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тивĕçлĕ саккунăн уйрăм положенийĕсене чарса лартмалли сĕнÿпе сăмах илчĕ. Хирĕçлекен пулмарĕ. Çапла вара 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен хайхи саккунăн патшалăх служащийĕсен шалăвне çуллен ÿстерсе пымалли йĕрки вăйра пулмĕ. Çавăн пекех вĕсене пурăнмалли çурт-йĕр туянма субсиди парассине те чарчĕç. Тепĕр тесен чиновниксемшĕн ку кĕтменлĕх мар-тăр — шалăва темиçе çул пысăклатмаççĕ ĕнтĕ. Хваттер туянма та укçа паман. Кризис...

Çĕнĕ заводсем те пулĕç

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăва пурнăçламалли планпа паллаштарчĕ. «Владимир Путин Çырура пысăк пĕлтерĕшлĕ темăсене çĕклерĕ, вĕсене пурнăçлани экономикăна аталантарма та, социаллă пурнăçа лайăхлатма та пулăшмалла», — терĕ вăл. Пурнăçламалли мерăсем анлă — пысăк технологиллĕ медицина сиплевне лайăхлатассинчен тытăнса пултаруллă ачасене пулăшакан центр уçасси таранах. Çитес çул Экологи çулталăкĕ пулнă май ку енĕпе те нумай ĕçлемелле. Çав шутра — Атăла упрасси, Шупашкарти каяшсен кивĕ полигонне рекультивацилесси тата ытти ĕç.

Владимир Аврелькин çавăн пекех хăй ертсе пыракан министерствăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турĕ. Паллах, республикăри предприятисен продукцийĕн конкурентлăхне ÿстерессине тĕпе хунă. Çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 43,1 миллиард тенкĕлĕх пулмалла — ÿсĕм 107% танлашĕ. Çĕнĕ производствăсем уçăлнă, татах уçăлĕç. Кĕçех Шупашкарта индустри паркĕ хута каймалла та — унта çитес çулах 3-4 завод ĕçлесе каяс шанăç пур.

Кăçал промышленноç комплексĕн организацийĕсене патшалăх енчен кÿнĕ пулăшу 450 миллион тенкĕрен иртнĕ. Пĕчĕк бизнес Раççейĕн Газпром, РЖД, Роснефть йышши пысăк компанийĕсене те хăйсен продукцийĕпе тивĕçтерме хастар хутшăнни савăнтарать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджетне хывнă налуксен пĕтĕмĕшле виçи те ÿсĕмлĕ /106%/ — 2,9 миллиард тенке çитнĕ. Çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх çак виçе пĕлтĕрхинчен 10% пысăкрах пулмалла. 2016 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 539 субъекчĕ патшалăхăн 770,5 миллион тенкĕлĕх финанс пулăшăвне илнĕ.

Анчах пăшăрхантаракан самант та пур. Хăшпĕр предприяти пулăшу илнĕ май килĕшÿре çирĕплетнĕ параметрсене туллин пурнăçлаймасть те — укçана тавăрса пама тивет. Ку енĕпе суд йышăнăвĕсем те пур ĕнтĕ. Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх — хăшĕсем çав укçапа оборудовани те туяннă, анчах хайхи хăшпĕр параметра пурнăçлайманнине пула укçана тавăрмалла, панкрута тухакансем те пур. Вĕсене халь тин нимĕнпе те пулăшаймăн, анчах Иван Моторин малашне кунашкаллинчен сыхланмашкăн килĕшÿсенче вăхăт иртнĕ май çав параметрсене улăштарма май пуррине çирĕплетсе хăварма сĕнчĕ — унсăрăн тÿрĕ кăмăллă предпринимательсемех нуша курĕç.

Предпринимательсемпе организацисем тĕрĕслев касса техникипе усă курмасăр суту-илÿпе ĕçлеме пултаракан инçетри вырăнсен переченьне çирĕплетрĕç. Çĕнĕ саккун информацие налук органĕсене онлайн-мелпе паракан техникăпа усă курма хистет. Çавнашкал техникăн 20 пин единицине шутран кăлармалла, çĕннисене туянмалла. Сутуçăсем республикăн инçетри тата çитме йывăр вырăнĕсенче çеç çак техникăсăр тавар сутма пултараççĕ. Анчах тавар туянакан ыйтсан тÿлеве çирĕплетекен чек памаллах. Документпа килĕшÿллĕн «инçетрисен» шутне 150 çын таран пурăнакан, транспорт ялан çÿремен, суту-илÿ объекчĕсем пур ялсенчен икĕ километртан инçерех вырăнсене кĕртессине ырларĕç.

Хăлхине касмастпăр-и?

Правительство патшалăхăн кадастр хаклавне пурнăçлама тытăнмалли куна палăртрĕ — 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса. Юстици министрĕн Наталья Тимофеевăн шучĕпе, пурлăха кадастр мелĕпе хаклама тытăннă май халăхшăн тÿлев хакĕ нумай ÿсмĕ — 1-8% чухлĕ. Çавăнпа çивĕчлĕх пулмалла мар. Хула çумĕнчи маршрутсемпе пассажирсене чукун çул транспорчĕпе илсе çÿремелли тарифсем те кăшт пысăкланаççĕ: 10 километрлă зонăшăн 30 тенкĕ пулать — ÿсĕм 3,5% яхăн. Чăн та, çак тариф федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче Чăваш Енре чи пысăкки пулассине Иван Моторин та пытармарĕ.

Республика Пуçлăхĕ ирттернĕ пĕр канашлура Красноармейски районĕн тĕп больницин пысăк парăмĕсем тавра хивре калаçу пулнăччĕ — ларура çав тема патне таврăнчĕç. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх — больница парăмĕ паян 14,5 миллион тенке çитнĕ. «Сиплев учрежденийĕсене вĕсем пулăшакан çынсен шутне кура укçапа тивĕçтерни пысăк мар больницăсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Пĕчĕк ытти учрежденире те лару-тăру çавнашкал: Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай районĕсен тĕп больницисенче...» — терĕ вăл. Красноармейскисене васкавлă медпулăшу больниципе пĕрлештерсе йывăрлăхран тухмалли мел тупнă. Министр кăткăс лару-тăрури ытти медучреждение те çавнашкал шăпа кĕтнине çирĕплетрĕ.

Анчах ку хăлхине касса урăх вырăна сапланă пек пулмĕ-и? Ахальтен мар ĕнтĕ Иван Моторинăн та ыйту çуралчĕ: парăмлисене тупăшлă ĕçлекенсен шучĕпе пулăшмастпăр-и? Ăна хуравланă май Алла Владимировна Красноармейскинче больницăн ытлашши çуртсем пулни çинчен каларĕ. Çавăнпа тăкаксем те пысăк пулнă. Пĕтĕмпех пĕр çурта пухнă май коммуналлă тÿлевсем пĕчĕкленеççĕ, налук чакать. Сăмах май, райбольницăн тĕп врачне ĕçрен хăтарнă.

Пăшăрхануллă калаçăва вара уяв сĕмĕллĕ темăпа вĕçлеме май пур. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев 2017 çулта Республика кунне уявлама хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çитес çул Шупашкарта тата Пăрачкав районĕнче пулĕ. «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, фейерверксен фестивалĕ йышши хăнăхнă мероприятисем те иртĕç, çĕннисене те йĕркелĕç. Çав шутра пысăк пĕлтерĕшлĕ темиçе объекта уçма палăртнă. Экономика форумĕ те пулать. Ку хутĕнче вăл Санкт-Петербургри экономика форумĕпе пĕр вăхăта килмест, çавăнпа Юрий Егорович Шупашкарти форум хальч­ченхинчен чылай сумлăрах пуласса шантарчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.