Комментари хушас

14 Раштав, 2016

Чапаев дивизийĕ манăçмасть

 Халĕ мотострелоксен Хĕрлĕ Ялавлă, Суворовпа Богдан Хмельницкий орденĕллĕ, В.И.Чапаев ячĕллĕ Сидельниковăна, Будапешта хăтарнă гварди дивизийĕ çук ĕнтĕ. Совет Союзĕ арканнă хыççăн вăл Украина çарне юлнă. Полтава облаçĕнчи Лубна хулин хĕвелтухăç пайĕнче вырнаçнă гарнизон хупăннă, хăшпĕр çуртпа пайтаçăсем усă кураççĕ. Интернетра иртнĕ çулсенче ÿкернĕ сăнÿкерчĕксене тупма пулать: хăватлă техника ларнă гаражсем пушă, чылай çурт-йĕр юхăннă...

 

 Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта пухăннă арçынсен, 45 çул каялла салтак ретне тăнăскерсен, асĕнче çав çуртсем пурте пур-ха. Кунта — çывăрса тăнă казармăсем, харăс тапса утнă тÿрем, хурал пÿлĕмĕ, унта — танк полигонĕсем, лере — уçăлма тухсан киленсе çÿренĕ лаштра йывăçлă кăнтăр хулин пикисем пекех илĕртÿллĕ урамсем. Çавăнта иртнĕ чăваш çамрăкĕсен хăйсен ĕмĕрĕнчи яваплă икĕ çулĕ.

 

1971 çулхи кĕркунне, яланхи пекех, чылай чăваш ялĕнче салтак чупнă:

 

— Ах, чие аври, ах, кĕске —

тытма çук,

Сăваплă кун, ах, çитрĕ —

чăтма çук...

 

Ар тивĕçне пурнăçлама каякансенчен чи маттуррисене — Чăваш Республикинчи 100 яш-кĕрĕме — комсомол путевкипе В.И.Чапаев дивизине ăсатнă. Вĕсен шутĕнче Канаш районĕнчен — Николай Лукианов /Анаткас/, Николай Дмитриев /Пукăртан/, Етĕрне тăрăхĕнчен — Николай Соколов /Вăрманкас Асламас/, Патăрьел енчен — Борис Мышов /Алманчă/, Красноармейски хутлăхĕнчен — Николай Михеев /Полайкасси/, Çĕнĕ Шупашкартан — Николай Гаврилов /Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă Чутикас ялĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкар картинче/, Çĕрпÿ районĕнчен — Иосиф Дмитриев /Йÿçкасси/, Шупашкар енчен — Леонид Трифонов /Асса/.

 

Çур ĕмĕре яхăн вăхăт иртнипе хăшпĕр самант манăçнă та ĕнтĕ: Канашран хăш кун илсе кайнă, чукун çулпа Сĕве хулинчен Сызране ÿкнĕ е Хусан урлă кайнă, танк полигонĕнчи тĕрĕслев çулĕпе тĕрлĕ хăнăхтару уйрăмлăхĕсем, çар чаçĕсен номерĕсемпе командирĕсен ячĕсем, званийĕсем... Анчах çĕршыв умĕнчи хÿтĕлев тивĕçне пурнăçлассипе çыхăннă асаилÿсем пурте пĕрешкел — çутă, таса, хавхалануллă.

 

— Унта çитсенех дивизи лапамĕнчи тасалăх тĕлĕнтернĕччĕ. Бордюрсене шуратнă, çÿп-çап çук, — аса илчĕ техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультечĕн деканĕ Николай Соколов. — Эпĕ хĕсметре танк механик-водителĕ пултăм. Рядовойран пуçларăм, кĕçĕн лейтенант званийĕпе таврăнтăм.

 

Николай Михеев та хĕсметрен кĕçĕн лейтенант пулса таврăннă. Вăл дивизин кун-çулне аван пĕлет. Пирĕн паллă ентеш Василий Чапаев 1918 çулта йĕркеленĕ, кайран хăй ятне панă, дивизие питĕ сахал ертсе пынă — 1919 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа кĕр пуçламăшĕччен. Анчах çак дивизи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Севастопольте çапăçса пуç хунă. Тăшмана ан лектĕр тесе дивизи ялавне Хура тинĕсе путарнă.

 

1943 çулта Çурçĕрте те /Архангельск таврашĕ/ стрелоксен 25-мĕш дивизине йĕркеленĕ, анчах вăл çапăçусене хутшăнман. Пирĕн ентеш ятне панă дивизие 1942 çулта Çарăн аслă ертÿçи çумĕнчи резерв фронтĕнче йĕркеленĕ, кайран Воронеж, Кăнтăр Хĕвеланăç, III Украина, II Украина фрончĕсенче çапăçнă. Ун чухне вăл Василий Чапаев ячĕллĕ пулман-ха, çак ята ăна 1969 çулта çеç панă. Вара комсомолăн Чăваш обкомĕ çак дивизие шефа илнĕ. Сăмах май, Совет çарĕнче çарпуçĕ ячĕллĕ дивизи иккĕ çеç пулнă, тепри стрелоксен Иван Панфилов ячĕллĕ 8-мĕш гварди дивизийĕ /халĕ вăл Кăркăсстан çарĕн йышĕнче/.

 

Дивизие Чапаев ятне панă вăхăтсенчех вăл мотострелоксен ушкăнĕ пулса тăнă. Унта танк, ракета, мотострелоксен тата ытти полк пулнă. Халĕ саппасри капитана çитнĕ Николай Сергеевич шухăшĕпе, дивизире 15 пин çын вырăнне 2 пин салтак çеç пулнă. Вăрçă-харçă тухсан вăл вунă хут пысăкланнă. Саппасри салтаксене пуха-пуха вĕрентнĕ, вĕсене дивизире “партизансем” тенĕ.

 

Асаилÿ шыв пек юхрĕ. Николай Михеев дивизие çитсенех кÿршĕри Яманак ачине тĕл пулнă. Вăл танксене юсанă. Унăн хĕлле те, çулла та витĕр çил çинче танк айне кĕме тивнĕ. Николай Дмитриев аслă механик-водитель вара Т-54, Т-55 танксемпе çÿреме вĕрентнĕ. Çапăçăва кĕмелли танксем гаражсенче /бокссенче/ ларнă, вĕсен çирĕплетсе панă водителĕсем пулнă, уйăхне пĕрре вĕсене çÿреттернĕ. “Танкпа çÿреме пĕлместчĕç, училищĕрен килнисем те пĕлÿсĕрччĕ, вăрçă пулсан пĕтетпĕр тесе питĕ кулянаттăм”, — терĕ вăл пăшăрханса. Унтан шанчăкпа хушса хучĕ: “Тен, халь урăхла пуль?” Танка çÿретнĕ вăхăтри йывăрлăхсене те асăнчĕ: “Пирĕн вăхăтра механик-водительсем сулахайра ларнă, çакă ертсе пыма кансĕрлетчĕ. Халь варринче лараççĕ пулмалла. Полигонра хăпарнă чухне пĕр вырăнта чарăнса тăмаллаччĕ, пăркаланса анмаллаччĕ. “Дельфин” тытма тиветчĕ — шыв урлă каçнă чухне уçă люкран шыв хумĕ çапатчĕ. Пăрлă чухне миçе водитель касăлса вилчĕ... Колоннăпа пынă чухне халĕ тупăсене айккинелле пăраççĕ, тĕрĕс тăваççĕ. Вăл вăхăтра туппа тÿрĕ тытса пымаллаччĕ, малти танкăн çÿлти алăкĕ /люкĕ/ уçă, унта командирĕ пăхса пырать. Чарăннă чухне танксем пĕр-пĕрин патнех кĕрсе каятчĕç, командирсене хĕстерсе хуратчĕç”.

 

Тăван ялĕнче ача чухне “Пăхаттир Борис” ят илнĕ Борис Мышов Совет Союзĕн Геройĕ Широнин ячĕллĕ полкра рота старшинине çитнĕ, мастер категорийĕллĕ механик-водитель пулнă. Вăл хăйĕн районĕнченех хĕсметре Анатолий Мнейкин /Чăваш Сăкăчĕ/, Анатолий Долгов /Куславкка/, Борис Краснов /Алманчă/ çак дивизирех хĕсметре тăнине астăвать. Мускавран килсе çĕрле тĕрĕслевсем ирттернине епле манăн тата? Танксене тĕттĕмре кăтартакан приборсемпе çÿретнĕ. Шыв айĕн каçмалла чухне шăтăксене çине тăрсах мастикăпа сапланă, шыв пĕрех сăрхăнса кĕнĕ, тĕрĕслевсем хыççăн вара танксене çуса тасатса хăшкăлнă.

 

Мана, итлесе ларакана, çакă та тĕлĕнтерчĕ: Чапаев дивизийĕнче хĕсметре тăнисем пурте Остерта Çеçпĕл Мишши вилтăприйĕ пуррине пĕлеççĕ. Хăшĕ-пĕри унта çитсе пуç тайнă. Дивизи хăй Полтава облаçĕнчи Лубны хулинче вырнаçнă, анчах полигонсем тумашкăн улах вырăнсем кирлĕ. Вĕсем кÿршĕллĕ Чернигов облаçĕнче пулнă. Остер хули тĕлĕнче, Десна шывĕ леш енче. Йĕри-тавра шурлăхлă улах вырăнсенче танксемпе ĕрĕхтерсе çÿреме те меллĕ, тупăран тĕл пеме вĕренме те.

 

Пире, чăвашсене, мăнаçлантараканни тата çакă. Мухтавлă дивизи йышĕнче çапăçса Елчĕк тăрăхĕнчи Энтепе каччи Семен Андреев Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Шел те, паттăрла вилнĕ хыççăн. Халĕ Украина çарĕнче Чапаев дивизийĕ çук пулин те ветерансем пуçарнипе Лубны хулинче дивизи штабĕ пулнă çурт умĕнче асăну палли лартнă. Унта паттăр чăвашăн ячĕ те пур.

 

...Каç пуличченех сÿтĕлчĕ асаилÿ çăмхи. 45 çул каялла хĕсметре тăрса ăна чыслăн ирттернĕ, халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă арсем Интернетра вырнаçтарнă салтак юррисене хаваспах итлерĕç. Ара, Тăван çĕршыва хÿтĕлес тивĕç кашни ăрăвăнах пур. Çавăнпа Николай Лукианов салтака ăсатнă чухне юрланă тăван юрăсен клипĕсен ăмăртăвне ирттерес кăмăлĕ пуррине те пĕлтерчĕ. Чапаев дивизийĕн ветеранĕсем сăмах парсан ăна тытаççех.

 

Эльвира ИВАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.