Халăхăмăрăн ылтăн çÿпçинчен
Нумаях пулмасть Трактор тăвакансен культура керменĕнче халăх пултарулăхĕн республика центрĕн пуçарăвĕпе «Ылтăн çÿпçерен» фольклор уявĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.
Уяв фойеренех пуçланнă: кунта декораципе хушма искусствăн куравне йĕркеленĕ. Хула çыннисемпе унăн хăнисем хăйсене килĕшнĕ япалана туянма пултарнă, унсăр пуçне алĕç маçтăрĕсем ăсталăх класĕсем ирттернĕ.
«Уяв» фольклор ушкăнĕ «Ылтăн çÿпçен» шăнăрĕ пулнинчен тĕлĕнме кирлех те мар-тăр. Мероприяти вăхăтĕнче ансамблĕн йĕркелÿçине тата пĕр улшăнми ертÿçине — Раççей, Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, чăвашсен паллă фольклористне Зинаида Козловăна — юбилейпе чысланă.
ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов Зинаида Алексеевна ячĕпе ырă сăмахсем каланă, вăл республикăра, çавăн пекех ун тулашĕнче пурăнакан пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисен пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе ирттерекен регионсен хушшинчи семинар-практикумсен, стажировкăсен, пултарулăх лабораторийĕсен ĕçне пысăк хак панă.
Уява хутшăннисем çавăн пекех Раççей, Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Светлана Лаврентьевăна та хисеп тунă. Вăл республикăри халăх пултарулăх çуртĕнче фольклор ушкăнĕсене методика тата йĕркелÿ пулăшăвĕ парас енĕпе 35 çула яхăн ĕçлет. Мероприятие хутшăннисем çавăн пекех республикăри паллă фольклористсем - Михаил Кондратьев, Александр Осипов, Илья Сакмаров, Людмила Петухова тата Ирина Яковлева çинчен те — тав сăмахĕсем каланă.
Фольклор уявне республикăри 16 районтан чи лайăх 23 коллектив хутшăннă. Программăра «Вăйă», «Салтака ăсатни», «Сăвай çапни», «Ĕне ырри çини» тата ытти йăлапа паллаштарнă.
Надежда СМИРНОВА.