Комментари хушас

10 Раштав, 2016

Пĕчĕкскер, вăйлăскер, кукăль юратаканскер

Республикăри йывăр атлетика федерацийĕн ĕç-хĕлĕ пирки хаçатра нумаях пулмасть çырса кăтартнăччĕ. Штанга йăтакан маттур хăш-пĕр хĕрпе те паллаштарнăччĕ. Пикесем те, каччăсем те чăннипех хастар, пултаруллă, хăватлă. Кĕлеткепе те, кăмăл-сипетпе те вăйлăскерсем тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çитĕнÿсемпе, çĕнтерÿсемпе час-часах савăнтараççĕ.

Çак кунсенче республикăна ырă хыпар çитрĕ. Европа первенствинче хĕрсен йышĕнче /24 çулчченхисем/ пирĕн ентеш Ирина Баймулкина çĕнтернĕ. Маларах вăл юниорсен /21 çулчченхисен/ йышĕнче чемпион пулса тăнăччĕ.

Раштав уйăхĕн 4-10-мĕшĕсенче Израильти Эйлат хулинче юниорсемпе çамрăксен хушшинче йывăр атлетика енĕпе Европа первенстви иртет. Унта Иринăпа пĕрле тата чăваш икĕ штангистки: Яна Мохина тата Александра Козлова /командăра пурĕ 38 атлет/ та — пур. Вĕсем — юниорсен йышĕнче. Яна /48 килограмчченхи виçере/ кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Ирина 53 килограмчченхи виçере ăмăртать. Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнсе илнĕ тĕрлĕ медаль йышне тепĕр ылтăн хушнăскере чунран саламланă май телефонпа унăн тăванĕсемпе çыхăнтăмăр.

Ирина Етĕрне районĕнчи Орапакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кунта унăн ашшĕпе амăшĕ Светлана Николаевнăпа Михаил Андреевич пурăнаççĕ. Етĕрнере ĕçлекен пиччĕшĕ Алексей те тăван килĕнчех тĕпленнĕ. Малтан унпа çыхăнма май килчĕ. Çемьере вĕсем сакăр пĕртăван ÿснĕ. Ирина — кĕçĕннисенчен пĕри: вĕсем Игорьпе йĕкĕрешсем. 6 ывăлпа 2 хĕр пурте сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, спортпа туслă. Çапах професси шайĕнче ăмăртусене Ирина кăна хутшăнать.

— Иринăшăн савăнатăр-и? Е тепĕр чухне ăмсану туйăмĕ те çуралать-и? Вăл авă хĕр пулсан та еплерех çитĕнÿсем тăвать? — шахвăртмасăр чăтаймарăмăр.

— Енчен те ăна штанга йăтма килĕшет тăк — йăттăрах. Эпир уншăн савăнатпăр çеç. Çитĕнĕвĕсемшĕн те хĕпĕртетпĕр, — хуравларĕ йĕкĕт.

Сакăр ачана кун çути пилленĕ хĕрарăмпа та çыхăнма май килчĕ.

— Эпир хамăр иккĕн çеç çитĕннĕ те çавăнпах яланах пÿрт тулли ача-пăча çуратма ĕмĕтленнĕ. Ачасене пурнăçра хăть те хăçан та пĕр-пĕрне пулăшмаллине вĕрентсе ÿстерме тăрăшнă. Çавăнпах пĕрин çитĕнĕвĕшĕн пурте хĕпĕртетпĕр. Хĕрпе мухтанатпăр тени ытла мăнкăмăллăн илтĕнет пуль, анчах эпир унпа чăннипех савăнатпăр, мăнаçланатпăр, — терĕ пилĕк хутчен кукамай-асанне пулма ĕлкĕрнĕ Светлана Николаевна.

— Пĕрçырланта Зиновий Неопалинский йывăр атлетика секцине уçсан унта нумай ача кайрĕ. Ирина та унта çÿреме кăмăл турĕ. Чармарăмăр. Вăхăт иртнĕ май пĕри, тепри пăрахрĕ. Секцие çÿрекенсен йышĕ сахаллансах пычĕ. Ирина вара кăмăлне улăштармарĕ. "Пĕчĕкскер, начарккаскер епле йăтать-ши штангине" тесе шеллетĕм хĕре. Халĕ те хĕрхенетĕп ăна. Çапла 8-мĕш класс хыççăн 9-мĕшне Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулне вĕренме кĕчĕ.

Мускав облаçне пĕрремĕш пысăк сбора ака уйăхĕнче тухса кайрĕç те çĕртме уйăхĕнче çеç таврăнчĕç. Тренер шăнкăравлать. "Хĕрĕр макăрать, тунсăхлать", — тет. Мĕн тумаллине ыйтать. "Хăй мĕн калать?" — тетĕп. "Юласшăн", — пулчĕ хурав. Çапла кăмăлне хытарсах малалла тапаланчĕ.

Ачаранах питĕ çирĕп вăл. Хĕрача пулсан та йĕкĕреш тăванĕнчен йăрăрахчĕ. Кăмăл çирĕплĕхĕ те пур-тăр çав. Унпа пĕрлех секцие ывăл та çырăннăччĕ — пăрахрĕ. Сăмах май, Александра Козлова та шăпах çав секцие çÿренĕ. Чурпай хĕрĕ вăл. Иринăран икĕ çул кĕçĕнрех.

Шел, хĕрĕм килте сайра пулать. Юлашки хут ăна юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче курнăччĕ. Пĕр вырăнтан теприне куçса çÿреççĕ. Тепĕр эрнерен курасса шанатпăр-ха. Вăл килнĕ тĕле яланах çĕрулми кукăлĕ пĕçерсе хуратăп. Ку апата мĕн ачаран юратать вăл. Ытти чухне те пĕçеретĕп те, Ирина килес чух ашне нумайрах ярса тата тутлăрах хатĕрлеме тăрăшатăп. Алеша ывăлăм вара тÿрех: "Ирина килет пулмалла. Анне кукăль пĕçерет", — тесе шÿтлет.

Паллах, тунсăхлатпăр. Курас та килет. Ашшĕ тата та хытăрах кĕтет. Кĕçĕнни хĕр пулнипе те çыхăннă-тăр çакă, — кăмăллăн калаçрĕ Светлана Николаевна.

Ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех Ирина хăнана çитессе кукамăшĕ Калерия Павловна та чăтăмсăррăн кĕтет. Мăнукĕн пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать вăл, ыттисемпе пĕрле савăнать. Тен, ытларах та. Ахальтен-и çĕнĕ хыпар илтмессерен ăна пĕтĕм тăванне систерет.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.