Комментари хушас

9 Раштав, 2016

Янăрать кăна виçĕ хутлă шкул

Раççейри чи лайăх 500 шкул тата чи лайăх 200 ял шкулĕн списокне кăçал республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 учреждени кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри списоксенчен иккĕшĕнче те пур: Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул. ТОП-200 йышĕнче вăл пĕрремĕш хут кăна мар. Вăрмарсен çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ мĕнре пытаннă? Çакна пĕлес тĕллевпе асăннă пĕлÿ çуртне çитсе унти лару-тăрупа паллашрăмăр.

Йыш хушăннăран — тăвăр

Вăрмар поселокĕнче икĕ шкул пулнă. Пĕрремĕш шкулăн çурчĕ кивелнĕрен çĕннине хăтлама йышăннă. Икĕ шкула пĕрлештерес шухăшпа капмар çурт лартма тĕв тунă. Çапла 2007 çулта асăннă çурта хута янă — поселокри ачасем пурте пĕр вырăнта вĕренме тытăннă.

Унтанпа вĕренÿ тытăмĕнче тĕрлĕ реформа пулчĕ. Районсенче сахал йышлă шкулсене пысăкраххисемпе пĕрлештерес юхăм сарăлчĕ. Вăрмарти пĕлÿ çуртне ачасем йышлăнрах çÿреме тытăнни те çакăнпа çыхăннă. Паян кунта 1048 ача пĕлÿ пухать, пурĕ — 42 класс. 200 яхăн ачана ялсенчен автобуспа илсе çÿреççĕ. 2 транспорт куллен 14 яла иккĕ хутлать.

— Малашлăха тинкерсен килес вĕренÿ çулĕнче парта хушшине — 1120, тепĕр çултан тата 60 ача ытларах лармалла. Паллах, демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăнни савăнтарать. Анчах ун чухлĕ ачана шăнăçтарма пысăк шкулта та йывăр. Ахаль те кăçал вĕренĕве икĕ сменăпа йĕркелеме тиврĕ. Меллех мар çак йĕркерен хăтăлма тăрăшăпăр. Çак тĕллевпе юнашар вырнаçнă кивĕ шкул çуртне тĕплĕ юсас ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Хальлĕхе строительсем çурт тăррине улăштарнă, çĕнĕ алăксемпе кантăксем лартаççĕ. Юсаса çĕнетнĕ пÿлĕмсене çитес вĕренÿ çулĕнче пуçламăш классене вырнаçтарăпăр, — улшăнусемпе паллаштарчĕ шкул директорĕ Петр Алексеев.

Калаçăва хуçалăх ыйтăвĕсенчен пуçларăмăр-ха та — ТОП-500, ТОП-200 рейтингсене лекмелли хаклавсем вĕсемпе пачах çыхăнман. Вĕренекенсем патшалăх экзаменĕсене мĕнлерех шайра тытни, Пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕсене /тăваттăмĕш классене пырса тивет/ мĕнле çырни, тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнни, шкула конкурссăрах вĕренме йышăнни — акă тĕп кăтартусем.

— Рейтингсенчен иккĕшне те лекни — пысăк çитĕнÿ. Пĕрре ăнсăртран лекме пулать, темиçе хутчен — шкулăн шалти тытăмĕ-йĕрки çирĕп пулсан çеç. Çакна та палăртар: кунашкал мониторингсем витĕр ăнăçлăн тухасси пĕччен мар, йышпа пурнăçламалли ĕç. 78 вĕрентекенрен çурри — аслă категори учителĕ. Çакă хăех паха пĕлÿ пама майсем çителĕклине палăртать. Вырăс чĕлхипе литературин, чăваш чĕлхипе литературин, биологи-хими, технологи вĕрентекенĕсем çулран-çул лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Паллах, шкул çитĕнĕвĕсенче ытти предметпа пĕлÿ паракансен тÿпи те пысăк. Пĕр сăмахпа, 2014 çулта Раççейре тухнă «Ими гордится Россия» кĕнекене ахальтен лекмен пирĕн шкул — çитĕнĕвĕ чăннипех нумай, — шухăшне палăртрĕ Петр Васильевич.

Вĕренекенсем чăнласах пĕлÿ патне туртăннине ачасем ăмăрту-конкурсра çуллен çĕнтерсе е малти вырăнсенчен пĕрне йышăнса çирĕплетеççĕ. Учреждени администрацийĕ палăртнă тăрăх — юлашки виçĕ вĕренÿ çулĕнче предмет олимпиадисен республикăри тапхăрĕнче вырăс, чăваш чĕлхисемпе, экологипе, ОБЖпа çĕнтерÿçĕ е призер пулсах пынă. Çийĕнчен вĕсен йышĕ ÿссех пыни те палăрать: 6, 8, 10 ача.

— Аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăну тытнин тÿпи те пысăк. Хусанти медицина университечĕпе, ветеринари институчĕпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕпе, Шупашкарти коопераци институчĕпе хутшăнусем уйрăмах çирĕп. Юлашки çулсенче Мари патшалăх университечĕпе çыхăну вăйланчĕ. Аслă шкулсене вĕренме кĕмелли никĕсе шкултах хывма май пултăр тесе вунă çул ытла ĕнтĕ аслă классем профиль тытăмĕпе пĕлÿ илеççĕ. Социаллă экономика, инженери-техника, хими-биологи енĕсемпе вĕрентсе пыратпăр. Çитес вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ направление — агроинженерие — кĕртесшĕн, — ĕç-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ шкул ертÿçи.

Вĕренÿ учрежденийĕн мĕнпур çитĕнĕвĕ кадрсен ăсталăхĕпе çыхăннă. Шел, педагогсем «ватăлса» пыраççĕ. Хальхи вăхăтра çамрăк специалистсене ял шкулне илĕртме вара çăмăл мар. Ку ыйту çулран-çул çивĕчленсе пырас хăрушлăх пур. Çакна шута илсе Вăрмар шкулĕн ертÿлĕхĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа малашне кунта пиллĕкмĕш курсра вĕренекен студентсен стажировка лапамĕ пуласси пирки килĕшÿ тăвасшăн.

Пултаруллисене хавхалантараççĕ

Тĕрлĕ шайра иртекен конкурссенче, олимпиадăсенче малти вырăнсемпе савăнтаракан ачасене вĕрентсе хатĕрлекенсенчен пĕри — Клавдия Николаева. ЧППУ биологипе хими факультетĕнче професси ăсталăхĕ илнĕ педагог шкулта чылай çул ĕнтĕ экологи вĕрентет. Ачасене çак предмета юратма, пĕлĕвне тарăнлатма кăсăклă епле май тупнă-ха вăл?

— Ачасене ăслăлăх-тĕпчев ĕçне илентеретĕп. Пирĕн патра Раççейри «Шкул — 2100» вĕренÿ программине хута ярсан вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн пĕтĕмлетÿ тума, шырав-сăнав ĕçне хастар хутшăнма хăнăхса пычĕç. Чăн та, мĕнле те пулин тĕпчев ирттернĕ хушăра ачасем çут çанталăкăн хăйсем хальччен пĕлмен вăрттăнлăхне уçаççĕ. Çапла пĕр пĕтĕмлетÿ хыççăн çĕнĕ тĕпчеве пуçăнма кăмăл çуралать. Ачасене экологипе кăсăклантарасси «Шкул лесничестви», «Вăрман робинзонĕсем» кружоксенче пулса пырать. Кăтартусем япăх мар. Çуллен пирĕн вĕренекенсем районти, республикăри, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăна тухаççĕ. Пĕлтĕр вĕренекенĕмсенчен пĕри — Яна Казакова — Раççейри шкул ачисен олимпиадинче çĕнтерчĕ. Мускаври аслă шкула экологи специальноçĕпех вĕренме кĕнĕскер çак çитĕнÿшĕн çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен пысăк стипенди — 20 пин тенкĕ — илсе тăрĕ, — каласа кăтартрĕ Клавдия Анатольевна.

Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă ачасене — Раççей шайĕнчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсене — хатĕрлекен педагогсене укçан хавхалантарасси çинчен Указ алă пусрĕ. Сумлă премие чи малтан тивĕçнисен списокĕнче Клавдия Николаева та пур.

— 250 пин тенкĕ — пысăк парне. Ăна шăпах Вĕрентекен кунĕ тĕлне пачĕç. Эпĕ ăна тивĕçме пултарнинче шкул ертÿлĕхĕн, ĕçтешсен тÿпи те пур — вĕсем хавхалантармасăр çитĕнÿ тума йывăр, — чунне уçрĕ Клавдия Анатольевна черетлĕ урока васканă май.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.