Комментари хушас

9 Раштав, 2016

Кунта пурнăç илемне туйма хăнăхаççĕ

Вĕсем — ытти çынсем пекех. Кашнин мĕнле те пулин пултарулăх пурах. Медицина кăтартăвĕсемпе — хевтесĕр те, анчах чунĕпе апла мар. Çакна раштавăн 2-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче иртнĕ пултарулăх фестивалĕнче черетлĕ хут курса ĕнентĕмĕр. Савăнăçлă пулăма Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалларĕç.

20 çул каялла йĕркеленнĕ центра хальхи вăхăтра çÿрекен тата тĕрлĕ тапхăрта реабилитаци илнĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем, учреждение тимлĕхрен вĕçертмен шанчăклă партнерсем, сумлă хăнасем пухăнчĕç.

Чи малтанах Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă политика министрĕн заместителĕ Елена Сапаркина сăмах илчĕ. Уяв умĕн хăйсен кулленхи ĕçĕпе хевтесĕр ачасен, вĕсен çемйисен пурнăçне илемлетекен, çăмăллатакан пысăк чĕреллĕ çынсене чи ăшă сăмахсемпе тав турĕ. Чылай çул чунпа парăнса ĕçлекенсене, центрăн яланхи пулăшуçи-партнерĕсене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Ачасене вара хăйсен пултарулăхне аталантарма — хавхалану, çывăх çыннисене савăнтарма çитĕнÿсем сунчĕ.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева, Чăваш Ен Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Ольга Зайцева реабилитаци центрĕн хăйнеевĕрлĕхне — кунта ăнланулăх, тимлĕх тĕпре пулнине — палăртрĕç. Хевтесĕр ача çитĕнекен çемьене тĕрев пама яланах хатĕр коллектива, центра пысăк яваплăха туйса ертсе пыракан Елена Шафейкинăна сăваплă ĕçре малашне те çитĕнÿ сунчĕç, парнесем пачĕç.

Пултарулăх фестивалĕ сусăр ачасем сывлăх енчен хавшакрах пулин те чунĕпе мĕн тери пуяннине яр уççăн кăтартса пачĕ. Акă Жанна Аришева «Шурă пирĕштисем» ташша çав тери хитре кăтартрĕ, Дарина Никитина /пултаруллă çак хĕр çинчен хамăрăн хаçат страницинче те çырса кăтартнăччĕ/ çан-çурăм сÿлетсе каймалла илемлĕ, янăравлă сасăпа юрларĕ. Акă тата сцена çине Анна Кулалаева тухрĕ. Кÿмепе çÿрекен пике уява пĕччен мар, çемйипех килнĕ. Хÿхĕм ташăпа тĕрлĕ аудиторире куракана тыткăнланăскер хальхинче "ташламарĕ", ырă асаилÿсен авăрне путрĕ.

— Чăннипе, çак çурт манăн пурнăçра иккĕмĕш кил вырăнĕнче. 20 çул каялла çакăнта çÿреме пуçланă эпĕ. Кун пек чаплă çурт та марччĕ вăл ун чухне. Садик пулнăскерте условисем те пачах урăхлаччĕ. Анчах пире кунта ăшпиллĕн йышăнни, пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма хăнăхтарни, эпир те обществăшăн юрăхлă пулаясса шанма вĕрентни мĕн тери паха! Ĕмĕтленме, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме хавхалану çакăнта илнĕ. Хама паян çав тери телейлĕ туятăп. Культурăпа ÿнер институтĕнчен вĕренсе тухрăм, качча кайрăм, мăшăрăмпа ывăл çитĕнтеретпĕр, — чунне уçрĕ Анна юнашар тăракан пилĕк çулти Ваня çинчен куçне илеймесĕр.

Ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса çитĕнекен шăпăрлан куракансене хăйсен çемйи çинчен илемлĕ сăвă каласа тĕлĕнтерчĕ. Этемлĕх хутлăхĕ сыввисемпе хевтесĕррисем çине пайланманнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ пĕчĕкскер.

Пултарулăх фестивалĕнче реабилитаци центрĕн яланхи социаллă партнерĕсем те — тĕп хулари 19-мĕш, 57-мĕш шкул ачисем, 3-мĕш ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ волонтерĕсем — сцена çине тухрĕç. Уяв техĕмне вăйлатма «Ку вăл — тĕлĕнтермĕш» ача-пăча ыркăмăллăх фончĕ пулăшрĕ: фестивале хутшăннă кашни инвалид ачана парнепе, Çĕнĕ çула халалланă шоу курма йыхрав хучĕпе хавхалантарчĕ.

Ирина ПУШКИНА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.