Комментари хушас

8 Раштав, 2016

Чĕртавара сутма та пĕлмелле

Хĕллехи каç кĕске, хăвăрт тĕттĕмленет. Вăхăт кая юлнине пăхмасăр «Свобода» хуçалăх ертӳçисем пысăк мар пӳлĕмре хĕрсех темĕн сӳтсе яваççĕ.

- Хуçалăхра хĕлле те çанă арки йăваласа лараймăн, - терĕ «Свобода» хуçалăх ертӳçи Валериан Бромбин. - Халĕ фермăра ытларах тăрăшатпăр. Сĕт - хуçалăхăн тупăш çăлкуçĕ. Ăна сутса куллен услам илетпĕр.

- Сĕт сирĕншĕн «шурă ылтăн» темелле. Ăна ăçта ăсататăр?

- Унччен Етĕрнери сĕт заводне сутнă. Анчах юлашки çулта çыхăну татăлчĕ. Халĕ - Хĕрлĕ Чутайри чĕртавар йышăнакан пункта. Паян 1 литрне 23 тенкĕпе туянаççĕ, йӳнĕрех ĕнтĕ. Хăйсем килсех илсе кайнипе пире çăмăлрах. Анчах туянакансемпе пĕрле хуçалăхран çын яма тивет. Унсăрăн сĕт пахалăхне сăлтавсăр чакарма пултараççĕ. Ăна кура вара хакĕ.

- Валериан Федотович, эсир темиçе çул ĕнтĕ çĕнĕ ĕне вити тума ĕмĕтленеттĕр. Кăçал ăна пурнăçа кĕртме май килчĕ-и?

- Шел, çук-ха. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ тапаланатпăр, анчах лав малалла каймасть. Вырăнĕ паллă, проекчĕ хатĕр. Ăна тума 15 миллион тенкĕ тупаймарăмăр. Халĕ хаксем хăпарнă май тăкак та ӳсет. Салук çитменнипе кредит илейместпĕр. Виçĕ çуллăха панă пулсан çаврăнса каяттăмăр, парăма татма та çăмăлччĕ. Ĕне йышĕ сахаллипе патшалăх пулăшăвĕпе усă кураймастпăр. Ферма тума кайнă тăкака саплаштарма бюджетран субсиди уйăрма палăртнă. Курăмлă пулăшу. Анчах ăна валли 400 ĕнерен кая мар кирлĕ. Пирĕн вара 100 пуç кăна. Вырăн çителĕксĕррипе кĕтĕве ӳстерейместпĕр. Мĕнле тухса пĕтмелле ку капкăнран? Çĕнĕ техникăна туяннă чухнех салука хывнă. Парăмпа татăлсан, тен, ĕмĕте çывхартма çăмăлланĕ. Йĕркеллĕ аталанма хуçалăхра 200 ĕнерен кая мар усрамалла.

- Ӳсентăранран кĕрекен тупăш тăкака саплаштарма пулăшать-и?

- Тырă сутнипе кăна услам ытлашши илеймĕн. Тухăç, хак пысăк пулсан кăна тупăшлă вăл. Кăçал 800 гектар çинче тырă вырса кĕртнĕ, гектар пуçне 25 центнер тухрĕ. Ытти çулсенче вара 30-тан кая пулман. Вăхăтрах акса хăварнă-ха. Çу кунĕсенчи шăрăх çанталăк уй-хире типĕтрĕ. Калча йывăррăн вăй илчĕ. Кĕркунне вара çумăра кайрĕ. Каллех пирĕншĕн чăрмав пулчĕ.

Хальлĕхе халăха кăна тырă сутатпăр. Çĕр пайĕшĕн çынсене паратпăр. Курттăм илес текенсем пур, шăнкăравлаççĕ, ыйтаççĕ. Пĕр килограмне 9 тенкĕпе сĕнеççĕ. Сутлăх 100 тонна выртать-ха.

Çĕнĕ çул тĕлнелле хакланасса кĕтетпĕр. Кăçал Раççейре тырă самай пуçтарнине кура йӳнелме пултарасси те хăратать. Ӳсентăранран пысăк тупăш илес тесен тухăçа кăна хăпартни çителĕксĕр, ăна лайăх вырнаçтармалла.

- Хальхи вăхăтра уй-хирте тырăпа выльăх апачĕ кăна туса илни çителĕксĕр мар-и? Тен, ытти культурăпа та ĕçлемелле?

- Унччен хуçалăхра пахчаçимĕç, çĕрулми, хăмла та çитĕнтернĕ. «Симĕс ылтăнпа» «иккĕмĕш çăкăр» пĕр вăхăталла пулса çитеççĕ. Харăс икĕ ĕç тума вăй-хал, техника çитеймерĕ. Кăларса ĕлкĕрейменнипе çĕрулмине икĕ çул шăнтса ятăмăр. Кун хыççăн хăмла кăна хăвартăмăр. Шел, вăл та сутăнма пăрахрĕ. Тепĕр хут çĕрулми патне таврăнма кая юлтăмăр - юсаса тăманнипе техника арканчĕ. Ял ватăлса пынă май пулăшакансем сахалрах. Унччен шкулта вĕренекенсем те хуçалăх ĕçне хутшăннă. Халĕ вĕсене ĕçлеттерме чарчĕç.

- Апла шанăç ытларах техникăра. Анчах унăн хакĕ те хуçалăх енчĕкне самай пушатать.

- Юлашки çулсенче кредитпа, хамăр укçапа тырă, выльăх апачĕ пуçтармалли комбайнсем, тракторсем, культиватор, ытти техника туяннă. Укçа тĕлĕшпе йывăрлăха пăхмасăр машина-трактор паркне çĕнетме тăрăшатпăр. Хăватлă техникăсăр малашлăх çук.

- Юнашар шанчăклă çынсем пулмасан пĕчĕк хуçалăха та туртса пыма çăмăл мар. Çамрăксем ял хуçалăхне туртăнни сисĕнет-и?

- Ачаран ĕçре пиçĕхсе ӳснĕ çамрăк ял, çĕр ĕçĕнчен хăрамасть. Юлашки вăхăтра йыша Юрий Чертов тĕп инженер, Павел Айдак агроном хутшăнчĕç. Александр Токарев механизатор та çамрăк, маттур. Тăван тăрăхрах тымар ячĕ, çемье çавăрчĕ. Нумаях пулмасть юнашар ялсенчен Юрий Дмитриев, Алексей Леонтьев, Владимир Леонтьев механизаторсем ĕçе вырнаçрĕç. Фермăра вăй хуракансем те тăрăшуллă. Елена Максимова, Надежда Иванова, Алина Ильина дояркăсене, Раиса Филиппова ферма заведующине тата ыттисене ырăпа асăнас килет. Вĕсене шалу вăхăтра тӳлетпĕр. Часах тăрăшуллă ĕçченсене канса сывлăхне çирĕплетме санаторие ярасшăн-ха. Укçа нихăçан та çитмест, сывлăх унран хаклăрах. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен чăрмавсене парăнтарма çăмăлрах.

Лариса Никитина.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.