Владимир ПУТИН: Раççей пирĕн - пĕрре
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер Кремль керменĕн Георгий залĕнче хăйĕн Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче çакă — 13-мĕш Çыру. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, çĕршывăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, кĕпĕрнаттăрсем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пухăннă. Пĕр сехет те вунă минута тăсăлнă сăмахĕнче Президент çĕршывăн шалти тата тулашри политикин ыйтăвĕсене тишкерчĕ, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне хакларĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ.
Вулакана Çырăвăн чи пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштаратпăр.
***
Юлашки вăхăтра эпир анархи валли çул уçнă сахал мар çĕршыва куратпăр. Кăтартăвĕ пур çĕрте те пĕрре: çынсем нуша кураççĕ, пĕтĕмпех арканать, шанăç çухалать. Çакă Европăри тата ытти çĕрти çĕршывсене пырса тивнĕ миграци кризисĕпе пушшех çивĕчленет. Шел те, кисренÿ иртнĕ ĕмĕрте пирĕн çĕршывра та сахал мар пулнă.
2017 çулта Февральти тата Октябрьти революцисем пулнăранпа 100 çул çитет. Ку Раççейри революци сăлтавĕсене тишкерме хистет. Çакă — пирĕн пĕрлехи истори. Ăна хисеплемелле. Истори урокĕсем пире чи малтан çураçма, килĕшĕве çирĕплетме кирлĕ. Унчченхи хирĕçÿпе кÿренĕве паянхи пурнăçа илсе килме юрамасть. Асра тытар: эпир — пĕр халăх, Раççей те пирĕн пĕрре.
***
Пирĕн политикăн пĕлтерĕшĕ — çынсене упрасси, Раççейĕн тĕп пуянлăхĕ вырăнне хурса çын капиталне ÿстересси. Çавăнпа йăлана кĕнĕ хаклăхсене, çемьене, демографи программисене тĕревлессине, экологие, çынсен сывлăхне лайăхлатассине, вĕрентÿпе культурăна аталантарассине тĕпе хуратпăр.
Халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿсесси малалла пырать. Демографсен «ача çуратасси» текен ăнлав пур, вăл 2013 çулта Раççейре 1,7-пе танлашнă — Европăри чылай çĕршывринчен пысăкрах. Португалире 1,2 пулнă, Испанире, Грецире — 1,3... 2015 çулта Раççейре ача çуратассин пĕрлехи коэффициенчĕ тата кăшт пысăкрах пулать — 1,78.
Социаллă сферăри улшăнусене малалла тăсăпăр — вăл çынсене, вĕсен нушисене çывăхрах пултăр. Унта талантлă çамрăксем те ĕçлеччĕр, çавăнпа специалистсен шалăвне ÿстеретпĕр, вĕсен ĕç условийĕсене лайăхлататпăр.
Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ вуçех пулман. Халь çавнашкал центрсем — 94. 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре тин çуралнă ачасем вилесси 1 пин ача пуçне 6,5-пе танлашнă. Европăра 6,6 пулнă — пирĕн кăшт лайăхрах. Кăçалхи вунă уйăх кăтартăвĕсемпе вара Раççей 5,9 кăтарту шайне тухнă. Юлашки вунă çулта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн калăпăшĕ 15 хут ÿснĕ. Паян федераци центрĕсенче кăна мар, регионсенчи клиникăсенче те пин-пин операци тăваççĕ.
Сывлăх сыхлавĕнче çивĕч ыйту нумай-ха. Граждансем черетсене те, кăнттамлăха та кураççĕ. Врачсен ĕç калăпăшĕ пысăк, кирлĕ специалист патне кĕме йывăр. Тепĕр чухне поликлиникăсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, анчах ĕçлекенсен унпа усă курма квалификаци çитмест. Çавăнпа та çитес çултан медицина центрĕсемпе вузсен никĕсĕ çинче врачсене вăхăт иртнĕ май çĕнĕрен хатĕрлессине пуçарăпăр.
***
Пысăк çĕршывăмăрта ачасен хăтлă та меллĕ условисенче вĕренмелле. Юхăннă, авари пулма пултаракан шкул çурчĕсем юлмалла мар. Виççĕмĕш сменăсен, каярахпа иккĕмĕш сменăсен ыйтăвне татса памалла. Вĕрентекенсен квалификацине ÿстерес енĕпе ĕçлемелле. 2016 çултанпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелемелли программăна пурнăçлатпăр. 2016-2025 çулсенче ун валли 25 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. 2019 çулччен шкулсенче çĕнĕ 188 пине яхăн вырăн йĕркелемелле.
***
Çитес çул хăтлăхпа тирпейлĕх программисем валли регионсене 20 миллиард тенкĕ парăпăр. 2017 çул — Экологи çулталăкĕ. Правительствăна Раççейĕн хăйнеевĕрлĕ çут çанталăк символĕсене — Атăла, Байкала, Алтая — упраса хăвармалли программăсем хатĕрлеме хушатăп. Çĕршывĕпех вараланă лаптăксене тасатмалла. Ку ыйту пысăк хуласемшĕн кăна мар, ялсемпе поселоксемшĕн те çивĕч.
***
Икĕ çул каялла экономикăри лару-тăру çивĕчленчĕ — тĕнче рынокĕсенчи конъюнктура япăхланчĕ, хамăрăн наци интересĕсем çине алă султарса пире санкцисен кĕввипе ташлаттарасшăнччĕ. Çапах экономика такăннин тĕп сăлтавĕсем чи малтанах хамăрăн шалти çивĕч ыйтусемпе сăлтавланнă. Çав шутра — инвестици ресурсĕсен, çĕнĕ технологисен, кадрсен дефицичĕ, конкуренци аталанманни, ĕçлĕ климат çитменлĕхĕсем. Халь экономика чакма пăрахрĕ, промышленноçра кăшт ÿсĕм те пур. Пĕлтĕр ВВП 3,7% чакнăччĕ, кăçалхи вунă уйăхра вара вăл 0,3% танлашнă — çулталăкĕпе çапларах пулать пуль.
Промышленноçăн чылай отрасльне, çурт-йĕр рынокне тĕревлемелли программăсем пулăшрĕç. 2015 çулта пурăнмалли 85 миллион тăваткал метр ытла çурт-йĕр хута янă — çĕршыв историйĕнчи рекорд.
Макроэкономика çирĕплĕхне тивĕçтертĕмĕр, финанс резервĕсене упраса хăвартăмăр. Тĕп банкăн ылтăнпа валюта резервĕ пысăкланнă — 400 миллиард доллара яхăн. Çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх инфляци палăрмаллах чакасса кĕтетпĕр — 6% пĕчĕкрех пулĕ. Астăватăр пуль: 2015 çулта инфляци 12,9% пулнăччĕ. Чи пĕчĕк инфляци вара 2011 çулта пулнă — 6,1%. Кăçал вăл тата пĕчĕкрех пулма пултарать, апла тăк çитес çул тĕллев шайĕнчи 4% таран пĕчĕклетме пултаратпăр. Çакă сывă экономика никĕсĕ çинче палăрмаллах ÿсме май парас шанăç пур.
***
Çапах тăнăçлăх килни ÿсĕм хăй тĕллĕн пуласса пĕлтермест. Тĕллевсене уçăмлăн палăртмалла, вĕсене çине тăрса пурнăçламалла. Хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕн çивĕч ыйтăвĕсем яланлăхах пек туйăнатчĕç. Ял хуçалăхĕ пирки темле хура шăтăк вырăнне хурса калаçатчĕç: хуть те мĕн чухлĕ укçа пар — пурпĕр кăтарту пулмĕ. Анчах пĕтĕмпех урăхларах йĕркелеме пулать иккен. Тивĕçлĕ йышăнусем тупрăмăр, ял хуçалăхне пулăшмалли система туса хутăмăр, çавна май паян АПК — çĕршыва тăрантаракан, тĕнче рынокне тухакан ăнăçлă отрасль.
Çакăнта пирĕн ĕçтешсем санкцисемпе усă курни те пулăшрĕ — эпир хирĕç мерăсем йышăнтăмăр. Ял хуçалăхне пулăшрăмăр. Анчах çакă ĕмĕрлĕх маррине те манма юрамасть, потребителе те рынокри конкуренци кирлĕ, çавăнпа паянхи ырă лару-тăрупа туллин усă курса юлмалла.
Ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ паян пире хĕç-пăшал сутнинчен те пысăкрах тупăш парать. Сăмахран, хĕç-пăшал экспорчĕ тĕлĕшпе те пирĕн позицисем çирĕп: 2015 çулта тулашри рынокра 14,5 миллиард тенкĕлĕх сутнă. Ял хуçалăх продукцийĕ вара — 16,2 миллиардлăх. Кăçал ытларах пуласса шанатпăр — 16,9 пулать-тĕр. Куншăн ял хуçалăх ĕçченĕсене тав тăвар.
***
Правительствăн çитес çулхи çу уйăхĕнчен кая юлмасăр 2025 çулччен пурнăçламалли план хатĕрлемелле, ăна пурнăçлани 2019-2020 çулсен чиккинчех экономика ÿсĕмĕн тĕнчери шайран пысăкрах хăвăртлăхне тÿрре кăларма май памалла. 2014 çулта эпир бизнес валли налук условийĕсене тăватă çуллăха çирĕплетрĕмĕр. Вĕсене улăштармарăмăр, çакă предприятисен ĕçне ырă витĕм кÿчĕ. Çитес çул налук тытăмне йĕркелемелли сĕнÿсене тĕплĕн тишкермелле, саккунсене, Налук кодексне тÿрлетÿсем кĕртмелле, вĕсем 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕччĕр — вăрахлăх çирĕп правилăсем пулччăр.
Эпир тĕрĕслевпе надзор органĕсен ĕçне лайăхлатмалли пирки чылай çул калаçатпăр. Çитес çултан вĕсем тĕпĕ-йĕрĕпе уçă пулĕç: кам кама тĕрĕслет, тĕрĕслев кăтартăвĕсем мĕнлерех. Çакă тĕрĕслевçĕсем предпринимательсен прависене пăснин кашни тĕслĕхĕпе мерăсем йышăнма май парĕ. Правительствăн тĕрĕслевсен шутне чакарас, вĕсен уссине ÿстерес тĕллевлĕ ĕçе хăвăртлатмалла. Надзор органĕсем йĕркене пăснине тупса палăртни çителĕксĕр, профилактика енĕпе ĕçлемелле, предпринимательсене консультаци парса пулăшмалла.
Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен граждансем пирки саккунсăр предпринимательлĕх темешкĕн пăрахма хушрăм ĕнтĕ. Вĕсене сăлтавсăр çулăхма пăрахмалла. Унашкалли ан пултăр тесен хăйсем тĕллĕн ĕçлекен граждансен право статусне уççăн çирĕплетмелле — лăпкăн ĕçлеме пултарччăр.
Коррупципе кĕрешессипе çыхăннă тема çинче уйрăммăн чарăнса тăрам. Юлашки çулсенче муниципалитет, регион, федераци шайĕнчи чиновниксемпе çыхăннă шавлă ĕç чылай пулчĕ. Патшалăх служащийĕсен тĕп йышĕ — тÿрĕ кăмăллă çынсем. Анчах таса мар алăллă влаç представителĕсене должноçсем те, çÿллĕ шайри çыхăнусем те, унчченхи тава тивĕçлĕ ĕçсем те хÿтĕлеймĕç. Çав вăхăтрах суд йышăну тăвиччен çын айăпли е айăпсăрри пирки никамăн та вердикт палăртма право çук.
Тепĕр самант. Резонанслă тĕслĕхсем пирки шăв-шав çĕклесси йăлана кĕчĕ. Ку енĕпе чылай чухне следстви, право хуралĕн органĕсен представителĕсем хăйсем çылăхлă. Коррупципе кĕрешесси — шоу мар, кунта профессионализм, яваплăх кирлĕ.
***
Инфляци чакни банксен кредичĕсене йÿнетмелли объективлă условисем çуратать. 2015-2016 çулсенче эпир банк системин капиталне 827 миллиард тенкĕлĕх пуянлатрăмăр. Çак ресурс банксем экономика валли кредит уйăрассине пысăклатма пулăшрĕ. Апла пулин те çавнашкал кредитсен калăпăшĕ кăçал кăшт чакнă. Нумай çĕршывра банксен финанс секторĕ ăнăçлă ĕçлет. Ăна пирĕн те аталантармалла, вăл инвесторсен, граждансен укçине облигацисем, ытти механизм урлă явăçтарма май парать.
Пĕчĕк бизнеса кредитсемпе пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ — ку виçе те малашне чакать-ха. Регионсенчи пысăк мар банксем ансатлатнă требованисемпе ĕçлеме пултарччăр — çапла тума пулать.
Экономикăна çĕнĕ шая çĕклемешкĕн çĕнĕ йышши технологисемпе çыхăннă çул-йĕрсем çине пусăм тумалла. Технологи тĕлĕшпе çĕнĕ ăрури экономика аталанăвĕн анлă программине хута яма сĕнетĕп. Çак проектсене финанс ресурсĕсемпе тивĕçтермелле, пире квалификациллĕ кадрсем кирлĕ пулĕç. Инженерсене, IT-специалистсене тÿлевсĕр хатĕрлемелли вырăнсен шутне пысăклатăпăр. Тĕп вузсенче, çав шутра регионсенчи аслă шкулсенче компетенци центрĕсем йĕркелĕпĕр.
Хамăрăн талантлă çамрăк ученăйсене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем Раççейре хăйсен тĕпчев командисене, лабораторийĕсене йĕркелеччĕр.
***
Юлашки çулсенче пире тулашран витĕм кÿме тăнине куратпăр. Çав шутра — Раççей агрессийĕ пирки калакан халапсем те, пирĕн спортсменсене, çав шутра паралимпиецсене тапăнни те. Саккаспа йĕркелекен информаци кампанийĕсем, компроматсем, мăнна хурса вĕрентме хăтланнисем йăлăхтарса çитерчĕç. Кирлĕ тĕк эпир хамăр кирек кама та ăс пама пултаратпăр. Анчах эпир хамăрăн яваплăха туятпăр, тĕнче тата регионсен шайĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама хутшăнмашкăн хатĕр.
Эпир никампа та хирĕçесшĕн мар. Тăшман шырамастпăр, пире туссем кирлĕ. Анчах пирĕн интерессене хĕстернипе çырлахмăпăр. Эпир хамăрăн шăпана хамăрах татса парасшăн. XXI ĕмĕрти тĕнчери хутшăнусен çирĕп тытăмне йĕркелес енĕпе тĕплĕн калаçма хатĕр. Шел те, ку енĕпе сивĕ вăрçă хыççăнхи вунăçуллăхсем сая кайрĕç.
Паянхи ансат мар условисенче Раççейпе Китайăн анлă ĕçтешлĕхĕ тĕнчери тăнăçлăха тивĕçтермелли тĕп факторсенчен пĕри пулса тăчĕ. Раççейĕн тулашри политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри — Индипе стратеги ĕçтешлĕхне çирĕплетни. Японипе тытакан хутшăнусем те лайăхланасса шанатпăр. Америкăн çĕнĕ администрацийĕпе те алла-аллăн ĕçлеме хатĕр.
Юлашки çулсенче пире çăмăл килмерĕ, анчах çак тĕрĕслевсем пире татах та вăйлатрĕç. Йывăрлăхсене çĕнтернĕ май эпир малалла каймалли никĕсе йĕркелерĕмĕр. Çĕршывăмăр пуласлăхĕ пирĕнтен кăна, çĕршывăн мĕнпур гражданинĕн ĕçĕпе талантĕнчен, вĕсен яваплăхĕпе ăнăçăвĕнчен килет. Эпир хамăр умри паянхи тата ыранхи тĕллевсене пурнăçлатпăрах.