Комментари хушас

3 Раштав, 2016

Икĕ чĕреллисем

Этем организмĕ ăслăлăха тĕлĕнтерме пăрахмасть. Калăпăр, эсир хăçан та пулин икĕ чĕреллĕ çынсем пирки илтнĕ-и? Тĕрĕссипе, вĕсем çакна хăйсем те пĕлмен-ха, мĕншĕн тесен нимĕнле чирпе те аптраманнипе тухтăр патне çÿремен.

1905 çулта Америка хаçачĕсенче тĕлĕнмелле хыпар пичетленнĕ: Дурр ятлă платник хăй икĕ чĕреллине пĕлтернĕ. Кĕлеткине, хăй вилнĕ хыççăн, нумай укçа тÿлекене парса хăварассине каланă. Тухтăрсен ушкăнĕ ăна пурăннă чухнех 10000 доллар сĕннĕ, анчах та çакăншăн арçыннăн пĕр чĕрине кăларса илмешкĕн ирĕк памалла пулнă. Дурр хирĕçленĕ: ара, операци темĕнпе те вĕçленме пултарать вĕт.

Германи тата кăсăклăрах хыпарпа тĕлĕнтернĕ — 1844 çулта унта Джордж Липперт виçĕ урапа çуралнă. Липперт цирк артисчĕ пулнă. Сăмах май, çав циркра вырăс арçын ачи те вылянă. Унăн пит-куçĕ, çăмпа хупланнăскер, йытă сăмсине аса илтернĕ. 1906 çулта Липперт вилсе кайнă. Унăн ÿтне касса пăхнă хыççăн арçын ĕмĕрĕпех икĕ чĕрепе çÿрени палăрнă. Никам та, çав шутра Джордж хăй те, çакна тĕшмĕртмен те.

Икĕ чĕреллĕ çынсем Раççейре те пурăннине калаççĕ: ял фельдшерĕ Владимир Огнивцев шăпах çакăн пеккисен йышĕнчен. Тĕлĕнтермĕш çинчен Екатеринбургра тухнă хирурги справочникĕнче каласа кăтартнă — унта Огнивцевăн организмĕнчи юн çаврăнăшне палăртнă.

Пĕр пекех тапаççĕ

Аталанса пыракан медицина каярахпа çакăн йышши нумай çынна тупса палăртнă. 1967 çулта Югославире шкул ачисен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Рамо Осман вĕренекенĕн сылтăм енче тепĕр чĕре тапни палăрнă. Рентген çакна çирĕплетнĕ. Икĕ чĕри те калăпăшĕпе пĕчĕк-мĕн, анчах та пĕр кĕвĕллĕн тапнине пула организмри юна чиперех хăвалаççĕ. Рамо тахçанах ÿссе çитнĕ. Унăн сывлăхне тухтăрсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Арçын ыттисенчен урăх нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Тантăшĕсенчен сахалтарах ывăнать кăна.

2004 çулта çак феномен Грузи арçын ачин организмĕнче палăрнă. Унăн иккĕмĕш чĕри... хырăмра вырнаçнă.

2004 çултах Раççей МИХĕсем Игнушетире пурăнакан 47-ри арçын çинчен тĕнчене пĕлтернĕ. Зяудин Яндиев хăй вăхăтĕнче салтакра та пулнă-ха, анчах та медосмотрта тухтăрсем çакна асăрхаман. 1999 çулта арçын йывăр чирленĕ хыççăн кăна тупăннă иккĕмĕш чĕре. 2004 çулта вара унăн инфаркт пулнă. Арçын пурнăçне иккĕмĕш чĕре те çăлса хăварайман. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, унăн икĕ органĕ те пĕрре пек ĕçленĕ.

Вăхăтлăх орган

Чĕре куçарса лартас операци питĕ сайра иртет. 1996 çулта Лондонра тĕнчипе паллă хирург Магди Якуб икĕ çулти Ханна Кларка иккĕмĕш чĕре парнеленĕ. Ханнăн хăйĕн чĕри калама çук ÿссе кайнине пула ĕçлесе çитереймен. Сылтăм енне донор чĕрине лартса парсан Ханна вунă çул чиперех пурăннă. Анчах та çакăн хыççăн унăн сывлăхĕ хăвăрт хавшанă — организм ют ÿт татăкне хăвалама пуçланă. Тĕрĕслев çакна кăтартнă — трансплантант лартнă хыççăн Ханна тăван чĕри канса илнĕ, вăй пухнă, йĕркене кĕнĕ, малашне хăех ĕçлеме пултарать. Çапла вара донор чĕрине каялла кăларса илнĕ кăна.

Юн шайĕнче

Иркутскра хĕрарăм икĕ чĕреллĕ ывăл çуратнă. Тухтăр пепкене больницăрах хăварма сĕннĕ — пурпĕр нумай пурăнаймĕ. Хĕрарăм итленĕ. Амăшĕ тăна кĕнĕ çĕре тухтăр ачапа пĕрлех çухалнă. Ун чухнехи самана кăткăслăхне шута илсе хĕрарăм право хуралĕсенчен пулăшу ыйтман. Анчах та пĕр вăхăтран çак çемьерех татах икĕ чĕреллĕ ача çуралнă, хальхинче — çÿлерех асăннă хĕрарăмăн йăмăкĕн.

Улттăмĕш раса

Америка антропологĕ Сюзанна Качель икĕ чĕреллĕ çынсене нумай тĕпченĕ. Çак пулăма юн шайĕнчи астăвăмпа çыхăнтарать вăл. Икĕ чĕреллисем ытларах та ытларах çуралма пуçланине ытти ăсчахсем те палăртаççĕ. Çутçанталăк тăрăшнипе çĕр çинче улттăмĕш раса пуçланса каяссине пĕлтерет-ши ку? Пулма та пултарать...

/“Еsoreiter.ru”/.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.