Комментари хушас

2 Раштав, 2016

Кузнецов тырпул çитĕнтерет

Йĕпреç район администрацийĕн ял хуçалăх пайне вăтам пÿллĕ, вăйпитти арçын пырса кĕчĕ. «Пирĕн тăрăхри пултаруллă фермерсенчен пĕри — Валерий Васильевич Кузнецов», — паллаштарчĕ пай пуçлăхĕ Валерий Гаврилов.

Хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи тÿрех ĕç пирки сăмах пуçарчĕ: «Кĕрхи тулă 30 гектар акса хăвартăм. Шăнтиччен çĕртме те туса ĕлкĕртĕм. Удобрени çитсех каймасть-ха — кирлинчен çуррине çеç туяннă. Паян килограмне 11-12 тенкĕпе сĕнеççĕ. Çуркуннепе хаксем йÿçекен чуста пекех хăпарса каяççĕ. Çавăнпа маларах янтăласа хумалла. Иртнĕ эрнере сакăр тонна им-çам илсе килме пĕр фирмăпа калаçса татăлтăм. Ытти енчен пурте йĕркеллех. Техника юсавлă, паян тесен паян уя тухма хатĕр. Тырă сортлама вăхăт. Çĕнĕ çул иртсен, сисместĕн те, тем хушăра çураки вăхăчĕ çитсе тăрать».

Валерий Васильевич ял хуçалăхĕнче вăй хурса пысăк опыт пухни тÿрех сисĕнет. Фермер пуличчен Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тĕп агрономра, председательте тăрăшнă. Сакăр çул каялла 117 гектар çĕр арендăна илнĕ, тырпул ÿстерет.

«Пĕр вăхăт çĕрулмипе те аппаланса пăхрăм — кайран пăрахрăм, — каласа парать В.Кузнецов. — Тĕрĕссипе, ăна фермерсем çеç мар, ял хуçалăх предприятийĕсем те сахалрах çитĕнтерме пуçларĕç. Кăçал районĕпе 42 гектар çеç лартса хăварнă. Ĕлĕкрех 1200-1300 гектартан кая марччĕ. Иртнĕ çу питĕ шăрăх тăчĕ. Ÿснĕ вăхăтра çĕрулмие кирлĕ чухлĕ нÿрĕк çитеймерĕ. Кĕркунне, кăларма пуçласан, уйăхĕпех çумăр лÿшкерĕ. Хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăра» юр айне хăварас мар тесе нумай нушаланчĕç.

Виçĕм çул та, йĕпе çанталăка пула, питĕ вăйлă çĕрчĕ. Лайăх вăрлăх туса илме те май килмерĕ. Вара тырпул акса ÿстерме шут тытрăм. Иртнĕ çулла çурхи тырă, шăрăха пулах, кĕтнĕ чухлĕ тухăç параймарĕ, гектартан 19 центнер çеç тухрĕ. Вырмара пуш пучах нумаййи палăрчĕ. Ĕнтĕ, халăх каларăшле: «Нумаййи те пĕтет — сахалли те çитет».

Фермер çитĕнтернĕ тырпула таçта аякка ăсатмасть — таврари халăха сутать. Управăшра çитес çул акса хăварма паха вăрлăх çителĕклĕ. Ăна çулсерен тенĕ пекех çĕнетсе пыма тăрăшать. Кăçал мĕнпур ĕçе пĕчченех пурнăçлама вăй çитернĕ. Сухалама трактор, тĕш-тырă çапса пуçтарма комбайн пур. Техника тенĕрен, ХФХ ертÿçине вăл хакланса пыни пăшăрхантарать: «Темиçе çул каялла кăна-ха трактор 500-600 пин тенкĕ тăратчĕ, паян 1 миллионпа та туянаймастăн. Ĕç пуçлама шутланă фермерсене çакă вăйлах ура хурать. Тырă хакĕ çавнашкал хăвăрт ÿсмест-çке,» — тет хресчен нуши-тертне чунтан ăнланаканскер.

Çăмăл мар пулсан та, районта фермерсен шучĕ ÿссех пырать. Кăçал тата тăватă çын хушăннă. Вĕсене ХФХра пуçламăш утăм тăвакансене пулăшмалли республикăри программăпа килĕшÿллĕн 1 миллион та 100 пин тенкĕ укçа парса тĕревленĕ. Тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтерекен те, выльăх-чĕрлĕх усракан та пур. Кÿршисен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăраççĕ, пĕр-пĕринчен вĕренсе малалла аталанаççĕ. Тăван ялĕнче, Хурамалта, çамрăк фермер Николай Семенов вăй хума тытăнни Валерий Васильевичăн кăмăлне çĕклет. Выльăх-чĕрлĕх самăртма тытăннăскерпе канашласа, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ. Тĕрĕсех тăваççĕ. «Пĕрлĕхре — вăй», — тенĕ ваттисем.

Василий СОРОКИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.