Комментари хушас

2 Раштав, 2016

Педколледжра илнĕ пĕлÿ аслă шкулта çăмăллăх кÿрет

Канашри педагогика колледжĕ, тĕрлĕ çулта тĕрлĕ статуспа ĕçленĕскер, уçăлнăранпа 102 çул çитрĕ. Вăл — нумай профильпе тарăн пĕлÿ илме май паракан вĕренÿ заведенийĕ. Республикăри вĕренÿ тытăмĕшĕн унăн ĕç-хĕлĕ самаях пĕлтерĕшлĕ: колледж педагогика кадрĕсене хатĕрлес ĕçре вăл — шкулпа вуза çыхăнтаракан вăчăра сыппи.

Мĕнлерех лару-тăрура пурăнать, аталанать педагогсен «лаççи»? Çакăн çинчен пĕлес тĕллевпе чи малтан колледж директорне Геннадий Косолапова чăрмантартăмăр.

— Педагогика колледжĕ професси пĕлĕвне тĕрлĕ специальноçпа парассине тĕпе хурса ĕçлет. Шкулта пуçламăш классене вĕрентесси, шкул ÿсĕмĕчченхи вĕрентÿ, музыка пĕлĕвĕ, физкультура, компьютер системисене программăласси. Саманапа тан утас тесен çĕнĕ çак направленисене кĕртмесĕр епле-ха? Вĕсенчен ытларахăшĕ хушма хатĕрлевпе çыхăннă: хореографи, вырăс класĕнче чăваш чĕлхине вĕрентесси, ют чĕлхе, информатика пĕлĕвĕ, 1-С бухгалтери. Колледж федерацин патшалăх тĕп стандарчĕсене пăхăнса ĕçлет. Учрежденин професси вĕрентÿ программине пурнăçласа дисциплинăсен, курссен, професси модулĕсен тĕлĕшпе 60 ытла программа хатĕрленĕ, — колледж аталану çулĕпе малаллах талпăннине çирĕплетрĕ Геннадий Иванович.

Паян çамрăксене чи илĕртекен профессисен йышĕнче педагог та пурри иккĕленÿллĕ. Апла пулин те Канашри педколледж вĕренме кĕрес текенсене «хунарпа шырамасть», абитуриентсен хушшинче студент пулма тивĕçлисене тĕплĕ суйлать. Çакна студент пулса тăнă хĕрсемпе яшсен аттестачĕсенчи вăтам паллă та çирĕплетет. Акă 2016 çулта пуçламăш классен учителĕн специальноçĕпе вĕренме кĕнисен вăтам балĕ 4,63-пе танлашнă.

Студентсене тарăн пĕлÿ пама тăрăшнипе пĕрлех педколледж ĕçченĕсем воспитани пирки те манмаççĕ. Заведени шăпах пулас педагогсене хатĕрленине кура асăннă тĕллеве ячĕшĕн тенешкел пурнăçласа пынипе кăна май килмест, çине тăрса ĕçлемелле. Колледж директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Фидания Алеева, ушкăн кураторĕсем ертсе пынипе вĕренекенсем республикăри, Раççейри социаллă тĕрлĕ проекта хутшăнаççĕ.

— Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистекен, патриотлăх туйăмне вăйлатакан мероприятисем — воспитани тĕллевĕллĕ ĕçсен йышĕнче. Граждансен прави енĕпе те çамрăксен пĕлĕвне анлăлатма тăрăшатпăр. Вĕренме килсенех колледжа тин çеç ура ярса пуснă яш-хĕре хамăрăн заведенин шалти йĕркине тÿрех хăнăхтаратпăр. Çакă малашне вĕсенчен те ыттисемпе танах çирĕп ыйтма май парать. Тĕрлĕ халăх яшĕсемпе хĕрĕсем — чăвашсем, тутарсем, вырăссем — пĕр хутлăхра пурăнаççĕ пулсан /вĕренекенсенчен ытларахăшĕ колледж общежитийĕнче пурăнать/ пĕр-пĕрин культурине хисеплеме, çав вăхăтрах çирĕпленнĕ йĕркене пăхăнма тивĕç. Сăмах май, тĕрлĕ наци культурине халалласа уйрăм уяв йĕркелесси йăлана кĕчĕ. «Культурăсен диалогĕ» ят панă эпир ăна. Ытти чухне кам мĕнле халăх çынни пулнине уясах каймастпăр та — унта вара кашниех хăйĕн тăван халăхĕн апат-çимĕçне, йăли-йĕркине, тум-эрешне, юрри-ташшине кăтартассишĕн чунне парать. Мĕн тери илĕртÿллĕ уяв вăл! — ĕçне чунтан юратни сисĕнет Фидания Илачетдиновна каласа панинче.

Педколледж хăнасене яланах тарават. Паллă ĕнтĕ: професси вăтам пĕлĕвне илнĕ хыççăн студентсенчен чылайăшĕ аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн ĕмĕтленет. Çавна май колледж республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе тĕрлĕ енлĕ çыхăну тытать. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа, Культурăпа искусствăсен институчĕпе партнерла хутшăну темиçе çул ĕнтĕ ăнăçлă аталанса пырать.

— Пире, педколледж выпускникĕсене, аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕмешкĕн чылай çăмăлрах пулчĕ. Çакна тантăшăмсем те палăртрĕç. Маларах вĕренсе тухнисем кунта илнĕ пĕлÿ вузри сессисене те экзаменсене çăмăллăн тытма пулăшни пирки калаççĕ, — шухăшне уçрĕ педколледж дипломне тин çеç илсе кунтах ĕçлеме юлнă çамрăк преподаватель Наталья Петрова, студент чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пултаруллă çамрăксене паракан стипендине тивĕçнĕскер.

Хăйне вĕрентнĕ педагогсемпе юнашар ĕçлеме тÿр килнĕшĕн савăнать вăл. Студент чухне хастарлăхпа, лайăх вĕреннипе палăрса тăнăскере аслисем кирлĕ чухне канаш пама яланах хатĕр. Çапла, сумлă заведенире кунашкал йĕрке тахçанах çирĕпленнĕ: çамрăк специалистсене профессионалсем пулăшса пыраççĕ. Çавна май çитĕнÿсем анчахрах ĕçлеме пуçăннисене те кĕттермеççĕ. Профессионаллăхпа палăрса тăракан педагогсем чăнах та йышлă, вĕсен хушшинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем те пур: Т.Косолапова, П.Семенов, О.Краснова, Р.Сергеева. Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕсем те йышлă.

Колледжра çирĕпленнĕ ырă тепĕр йăла — ветерансемпе тачă çыхăну тытни. Вĕсене уявран уява йыхравланипе кăна çырлахмаççĕ, тĕрлĕ мероприятие сумлă хăнасен шутĕнче чĕнеççĕ. Ветерансен ырă канашĕсем кулленхи ĕç-хĕлре усă курма меллине палăртаççĕ колледж ĕçченĕсем.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.