Комментари хушас

2 Раштав, 2016

Мана «хĕрлĕ» министрсен йышне кĕртрĕç

  • Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Председателĕн заместителĕ Р.Ерусланова тата А.Николаев летчик-космонавт суйлавçăсен наказĕсене тишкереççĕ.

Кирек хăш саманари чи пысăк тĕллев — халăх пурнăçне палăрмаллах лайăхлатасси. Ăна пурнăçа кĕртессишĕн совет тапхăрĕнче мĕнле ĕçленĕ? «Хыпар» ыйтăвĕсене социаллă хÿтлĕх министрĕ пулнă Раиса Ильинична ЕРУСЛАНОВА хуравлать.

Пенси вăй парать

— Тÿрех ыйтам-ха: министртан хăвăр ирĕкĕрпе кайрăр-и?

— 1993 çулхи раштав уйăхĕнче Президента суйланнă Николай Федоров тепĕр уйăхран урăх çынна уйăрса лартрĕ. Мана «хĕрлĕ» министрсен йышне кĕртрĕç. Уншăн мар, В.Викторовшăн агитациленĕччĕ. Должноçран хăтарас ыйтăва эпĕ пенсионер пулнипе те çыхăнтарма пултарнă.

— Унтанпа вăхăта килте ирт­тертĕр-и?

— Çук. Ĕçсĕр пĕр кун та ларман. 1994 çулхи нарăс уйăхĕнчен Мускав патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти вĕренÿпе консультаци центрĕн, 2007 çултанпа филиалĕн директорĕнче, 2014 çултанпа унăн пулăшуçинче тăрăшрăм. Уйрăма хам министр чухне 1992 çулта, Раççей социаллă хÿтлĕх министрĕпе Элла Памфиловăпа калаçнă хыççăн, уçрăмăр. Унччен республикăра аслă пĕлÿллĕ социаллă ĕçченсем хатĕрлемен. Филиалран 11 пине яхăн специалиста вĕрентсе кăлартăмăр. Питĕ шел, филиала кăçал хупрĕç.

— Правительствăри, министерствăри яваплă вырăнсенче 25 çул вăй хутăр — халăхăн тĕрлĕ категорине çăмăллăх кÿрес ĕçе ертсе пытăр. Уйрăммăн аса илеймĕр-и?

— 1964 çулта çĕршывра колхозниксене пенси памалли йĕрке çинчен уйрăм саккун йышăнчĕç. Хуçалăхран канăва кайнисене унччен ăна паман. Инвалидсене, вăл шутра 1941-1945 çулсенчи вăрçăран аманса таврăннисене, каярахпа инвалида кăларнисене пособипе тивĕçтернĕ. Ун чухне пенси питĕ пĕчĕкчĕ: малтан — 8, каярахпа — 12, пĕр вăхăтра 16 тенкĕччĕ. Ăна ÿстерсе пычĕç. Кукамай, ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕскер, пĕрремĕш хут алла илчĕ те — куçĕ шывланчĕ.

— 1970-1980 çулсенче мĕнле тĕллевсем лартнă?

— КПСС Тĕп Комитечĕпе СССР Министрсен Совечĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, унта пуç хунисен çывăх çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн пĕтĕм вăя явăçтарчĕç. 1981-1985 çулсенче вăрçăн 6862 ветеранне, унта пуç хунисен 18425 çывăх çыннине шута илтĕмĕр. Вăрçă ветеранĕсене хуласенче 1241 хваттер уйăрнă, ялсенче 223 пÿрт туса панă. Вĕсем «Запорожец» машина, мотоколяска тÿлевсĕрех — 723, санатори-курорта кайма 4,7 пин путевка, пулăшу укçи çуллен, инвалид машини валли туянакан бензиншăн, саппас пайсемшĕн компенсаци, пÿрте хутса ăшăтмалли топливăпа стройматериал, эмел çăмăллăхпа усă курса, протез тÿлевсĕрех илнĕ.

Шел, колхозниксене кÿрентерчĕç

Сахал тупăшлă ачаллă çемьесем пособи илме тытăнчĕç, инвалидноçшăн, тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн тата ватлăхри пенси виçине ÿстернĕ. Инвалидсене реабилитацилеме тивĕçлĕ май тунă. ССР Союзĕн «Колхозниксене пенсипе тивĕçтерессине лайăхлатасси çинчен» саккунĕ /1978 ç./ тата КПСС Тĕп Комитечĕпе СССР Министрсен Совечĕн «Халăха социаллă тÿлевпе тивĕçтерессине лайăхлатмалли мерăсем çинчен» йышăнăвĕ производствăра ĕçлеме пултарайман граждансене тĕкĕлерĕ. Рабочи, служащи пулнисене — пĕрремĕш, колхозниксене — иккĕмĕш, персональнăй пенсионерсене — виççĕмĕш, вăрçă инваличĕсемпе çар служащийĕсене тăваттăмĕш йĕркепе пенси çирĕплетнĕ.

— Колхозран канăва кайнисен мĕнле улшăннă?

— Рабочипе служащирен самай пĕчĕкрехчĕ. Ÿстерме ыйтса РСФСР органĕсене нумай çыртăмăр. Кăштах хăпартрĕç, çапах танлаштармарĕç. Хресчене халĕ те кÿрентереççĕ.

— Вăтам пенсипе пособи хăш çулсенче пысăкчĕ?

— Л.Брежнев саманинче, уйрăммăн илсен X пилĕкçуллăхра /1976-1980 çç./, аванах хушăнчĕç. Патшалăх пенсийĕ — 28,3, колхозниксен вăл 42,5 процент ÿсрĕ. 1990 çулсен пуçламăшĕнче СССР шайĕнчи чи пысăк персональнăй пенси — 160, РСФСР пĕлтерĕшли — 140, республикăн 132 тенкĕччĕ. Ытти категорин сахалрах. Çапах пенсионерсен кил хуçалăхĕнчи е хваттерти тăкака саплаштарма укçа çитнĕ. Мĕншĕн тесен совет тапхăрĕнче коммуналлă пулăшу укçи хальхи пек пысăк пулман, апат-çимĕç йÿнĕччĕ.

— Персональнăй пенсионерсен йышне камсене кĕртнĕ?

—Темиçе орден, хисеплĕ ят панисене, «Ача амăшĕ-героиня» ордена тивĕçнĕ 1100 амăшне. Çав пенсие пама эпир ыйту тăратрăмăр. Шел, 1990-2000 çулсенче маларах çирĕплетнĕ мĕнпур çăмăллăха тенĕ пекех пĕтерчĕç. 2004 çулхи монетизацие пенсионерсем хирĕçчĕ. Халĕ ĕçлемен ветерансене кашни уйăхри пулăшу /1082 тенкĕ/ параççĕ. Транспортпа çул çÿреме билет туянсан эмел валли укçа сахал юлать. СССР, РСФСР пенсионерĕсен çăмăллăхне пач хăварман, вĕсене Раççейпе республика ветеранĕсемпе танлаштарчĕç. Çăмăллăхсем кирлех. Вĕсене илессишĕн çынсем ĕç тухăçлăхне палăрмаллах ÿстереççĕ.

Çуртсем лартса панă

— Пенсионерсен шучĕ мĕнле хушăнса пынă?

— 1970-1985 çç. вĕсен пĕтĕм йышĕ — 27,6, тивĕçлĕ канăва каймалли вăхăт çитнĕрен пенси илме тытăннисен — 39,1 процент. Пенси пама укçа X пилĕкçуллăхра маларахринчен — 1,5, XI пилĕкçуллăхра /1981-1985 çç./ умĕнхинчен 2 хут нумайрах кирлĕ пулчĕ.

— Тупăш сахал илнĕ çемьесене епле пулăшнă?

— Сăмахран, 1975 çулта — 18,9 пин, 1980 ç. — 10,7 пин, 1982 ç. 7,2 пин ачашăн пособи панă. 99 проценчĕн ашшĕ-амăшĕ — ĕç укçи сахал ĕçлесе илнĕ колхозниксем. Çичĕ çул иртсен ку йыш 2,6 хут пĕчĕкленчĕ. Мĕншĕн тесен ял çыннисем тупăш ытларах курнă, çавăнпа пособи пама пăрахнă.

— Сусăрсене мĕнлерех пулăшнă?

— 1980 çулта социаллă обеспечени пайĕсенче 26,1 пин вăрçăпа ĕç ветеранĕ шутра тăнă. Виççĕмĕш ушкăнри инвалидсен 83 проценчĕ ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитнисен — 40 ытла, хăшпĕр яллă районта 60 яхăн е ытла проценчĕ производствăран кайман. Ĕç алли çитмен пирки пенсионерсене унта явăçтарма тăрăшнă. Çав тĕллевпе республикăн Министрсен Совечĕ 1985 çулта ятарласа йышăну кăларчĕ.

— Сусăр-хевтесĕр категори валли ятарлă çуртсем тутарнă.

— Ку ĕçе мана министра лартичченех пуçланă. 1980 çулта 7 интернатчĕ: Патăрьел районĕнчи Турханра, Калининăра, Йĕпреçре — 1-ер, Улатăр тăрăхĕнчи Атратьпе Кÿкеçре — 2-шер. Вĕсенче 1700 инвалидпа ватăна пăхнă. Çывăрмалли 8 корпус, ытти социаллă объект, интернатсенче вăй хуракансем валли 74 хваттерлĕ çурт хута ятăмăр. Кашни интернатăн хуçалăхчĕ. Вĕсенче çулталăкра кирлĕ ашăн — 59,4, сĕтĕн — 69, çĕрулмин — 97, пахчаçимĕçĕн 32 процентне туса илнĕ. Çĕр лаптăкĕ çителĕклĕччĕ. Медпунктра терапевтпа медсестра ĕçленĕ, интернатра çĕвĕçпе платник пÿлĕмĕ пулнă. Хăшĕ-пĕри хуçалăхра тăрăшнă. Интернатсене газ кĕртсе çурт-йĕре унпа хутса ăшăтма, япала çума пуçланă. Инвалидсемпе ватă çынсен çурчĕсем халĕ те ĕçлеççĕ. Муркаш районĕнчи Йÿçкассинчине реформăсен тапхăрĕнче уçнă.

— Çуртсем тăвассипе ăçта лайăхрах ĕçленĕ?

— 1980 çулсенче Шупашкар район ертÿçи Геннадий Романов ертсе пынипе пĕчĕк комплектлине 8 турĕç. Кашни районтах ĕçе кĕртнĕ. 1993 çулта яллă 18 районта 284 вырăнлăх 29 çуртчĕ. Сусăр-хевтесĕртен чылайăшĕ инçетри районсенчен Кÿкеçри е Шупашкарти интернатсене пурăнма каясшăн марччĕ. Хăйсенчен çывăхра вырнаçтарма ыйтатчĕç. Кашни çуртра вăтамран 10-12-ĕн пурăннă. Хуçалăхра — çурт-йĕр, техника, выльăх, кайăк-кĕшĕк, мунча, пахча. Апат-çимĕç, аш, сĕт, пыл туса илнĕ. Эпĕ министр чухне учрежденисен тăкакне саплаштарма ватă-сусăртан пĕр пус та пухман. Каярахпа пуçтарма тытăннă.

Пĕр-пĕрне хавхалантарнă

— Камсене хушамат-ятран ырăпа асăнатăр?

— Социаллă обеспечени пайĕн ертÿçисене И.Павлова /Шупашкар районĕ/, Т.Горбуновăна /Етĕрне/, Р.Тарасовăна /Шăмăршă/, Йĕпреçри психохрониксен интерначĕн директорне В.Волковăна, Кÿкеçри ватă çынсен интерначĕн ертÿçине З.Титовăна. Шел, юлашки çулсенче пĕчĕк комплектлисенчен чылайăшне хупнă. Пурнăç лайăхлансан тавăрасса шанатăп.

— Тимур отрячĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшнине астăватăп.

— Социаллă обеспечени па­йĕсем, медицинăпа культура ĕçченĕсем, кÿршисем вĕсене апатпа, пÿрте хутса ăшăтмалли материалпа тивĕçтерчĕç, çурт-йĕре тирпейлессине, кĕпе-йĕм çăвассине йĕркелерĕç. Вĕсене çак ĕçсемшĕн укçа тÿлемен. Район-хулан соц­обеспечени пайĕсен çумĕнчи уйрăмсем 1987 çултан ватăсемпе килĕшÿ çирĕплетсе пăхрĕç. 1989 çулта 36 уйрăм 3,5 пин çынна пулăшатчĕ. Тата 8,5 пин çынна шута илтĕмĕр. Шупашкар хула ĕçтăвкомне А.Авершин ертсе пынă çулсенче ватă çынсемпе инвалидсем валли Шупашкарти Университет тата К.Иванов урамĕсенче пысăк çурт тутартăмăр. Ăна Çĕрпÿ, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче те хăпартрĕç. 1994 çул хыççăн хăшпĕрне сусăр-хевтесĕр категорие паман. Йывăр чирлĕ ватăсене пăхакан медсестрасен уйрăмĕ Вăрмар районĕнчи Арапуçра, Шупашкар районĕнчи Тутаркассинче, кашни хула-район больницинче ĕçленĕ.

— Влаçра нумай тытăнса тăма май килнине мĕнле ăнлантаратăр?

— Пурнăç хăй вĕрентрĕ. Ертÿçĕ­сем куллен вăл е ку ыйтусене татса пама хушнă — пурнăçланă. Паллах, эпĕ ертÿçĕсене итленĕ, вĕсен умĕнче хама сăпайлă тытма тăрăшнă. Мана хăйсен ĕç йĕркине вĕрентнисенчен çаксене асăнас килет: Министрсен Совечĕн Председателĕ Л.Прокопьев, унăн заместителĕсем В.Агафонов, В.Койсаренко, А.Гладков, Н.Викторов. Леонид Прокопьевич кирлĕ чухне социаллă обеспечени умĕнчи йывăрлăхсене пĕтермелли çул-йĕре тупса паратчĕ. Хамăн вĕрентекенсен йышне обкомăн пĕрремĕш секретарĕнче нумай çул вăй хунă Илья Павлович Прокопьева кĕртетĕп. Социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсене татса пама пайтах пулăшрĕ. Вĕсемпе ĕçлеме мана шаннă пулин те ĕçшĕн çирĕп ыйтатчĕ. Лайăх кăтартушăн ăшă сăмах каласа хавхалантаратчĕ, çитменлĕхшĕн критиклетчĕ. Çакăнпа пĕрлех ырă пахалăхне палăртас килет. Кукамай вилнĕ пирки манăн çемьепе пĕрле хурланнине телефонпа шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Çуралнă кун ячĕпе халĕчченех вăл мана саламламанни пулман. Пĕтĕмлетсе çапла калатăп: пысăк пĕлÿллĕ, социаллă ыйтусене тĕлĕнмелле интереслĕ майсем тупса татса панă, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн кунĕн-çĕрĕн вăй хунă çынсемпе ĕçлеме тÿр килнĕшĕн савăнатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

     

КĔСКЕН

Р.И.Ерусланова 1938 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тутарстанри Кайпăç районĕнчи Çăлкуç ялĕнче çуралнă. 1959 çулта Хусанти медицина институчĕн стоматологи факультетне, 1984 çулта КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи общество наукисен академине пĕтернĕ. 1959-1971 çулсенче республикăн стоматологи поликлиникин врач-стоматологĕ, уйрăм заведующийĕ, тĕп врачĕн заместителĕ, тĕп врачĕ пулнă. 1971-1975 çç. — медицина ĕçченĕсен профсоюзĕн обкомĕн председателĕ, 1975-1979 çç. — Шупашкар хула совечĕн ĕçтăвкомĕн председателĕн заместителĕ. 1979-1984 çулсенче Чăваш АССР социаллă обеспечени министрĕнче, 1992 çулччен Министрсен Совечĕн Председателĕн заместителĕнче вăй хунă. 1994 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕччен — социаллă хÿтлĕх министрĕ. Истори наукисен кандидачĕ /1986 ç./, профессор /2009 ç./. Тĕрлĕ категорие социаллă хÿтлĕх парассипе 5 монографи, 11 вĕренÿ кĕнекипе пособийĕн, 160 ытла наука статйин авторĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.