Комментари хушас

1 Раштав, 2016

«Маугли» чăвашла та калаçать

Джозеф Редьярд Киплинг /1865—1936/ акăлчан çыравçин ятне илтмен çын çук-тăр. Ачаранпах унăн юмахĕсене вулатпăр, вăл çырнă хайлавĕсене никĕсе хывса ÿкернĕ илемлĕ фильмсем пăхатпăр. Киплингăн чи паллă произведенийĕ — икĕ кĕнекерен тăракан «Книга джунглей» /1894, 1895 çç./. Мауглие шăпах çав хайлав тăрăх пĕлетпĕр те эпир. Кашкăр кĕтĕвне лекнĕ арçын ачан шăпи кашнинех пăшăрхантарнă пулĕ. Джунглири чĕр-чунсен пурнăçĕпе те кăсăклансах паллашнă.

Дж.Р. Киплингăн «Мауглине» тĕпе хурса ача-пăча тата пукане театрĕсем сахал мар спектакль лартнă. Сăмахран, Нина Гернет драматург ятарласа инсценировка-юмах çырнă. Ăна чи малтан 1945 çулта С.В. Образцов ячĕллĕ Тĕп академи пукане театрĕнче куракан умне кăларнă. 1979 çулта «Маугли» Чăваш патшалăх пукане театрне те çитнĕ, спектакле вырăсла вылянă.

Чăваш кĕнеке издательстви тимленипе нумаях пулмасть Дж.Р. Киплингăн «Мауглийĕ» 1000 экземплярлă тиражпа /редакторĕ — Ольга Иванова, ÿнерçи — Андрей Фомиряков/ чăваш вулаканĕсем патне çитрĕ. Нина Гернет инсценировкине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов куçарнă. Савăнмалли сăлтавĕ татах та пур: кĕнекепе пĕрле «Чăваш Ен» патшалăх телевиденипе радиовещани компанийĕн фондĕнче упранакан радиоспектакле çырса илнĕ аудиодиска хурса панă. Эппин, çĕнĕ кăларăмпа паллашакансем Маугли тата унăн çывăх юлташĕсем чăвашла калаçнине итлейĕç.

Андрей Фомиряковăн хăйне евĕрлĕ хÿхĕм ÿкерчĕкĕсем вулакана Çурçĕр джунгли тĕнчине туххăмрах ертсе кĕреççĕ. Кунта этем ачине кăкăр сĕчĕпе ÿстернĕ Ракша кашкăр амипе ырă кăмăллă Балу упана та, харсăр Багира пантерăпа куç пăван Каа питона та, намăссăр, йăлăхтармăш Шакалпа чăрсăр Бандар-Логи упăтисене те тĕл пулатпăр. Чăтлăх вăрмансенчи йывăç-курăкпа Вилĕ хулана та ăста сăнласа панă ÿнерçĕ.

Инсценировка-юмахри ĕç-пуç кашкăр кĕтĕвĕнче ÿссе çитĕннĕ Маугли тавра аталанса пырать. Арçын ача пĕчĕкренех джунгли йĕркисене ăша хывнă. Урăхла май пулман унăн: Шер-хан ятлă тигр ачан ашшĕне, вăрман касаканскерне, çурса тăкнă. Пепке айккинелле упаленсе тарнипе çеç çăлăнса юлнă, шăтăка кĕрсе пытаннă. Çапла çакланнă та вăл кашкăрсен кĕтĕвне...

Мауглин чи шанчăклă юлташĕсем — Балупа Багира. Вĕсем пулăшнипе ача пур йывăрлăха та парăнтарать, мĕн вĕрентнине хăвăрт астуса юлать. Анчах тепĕр чухне чи çывăх туссем хушшинче те ăнланманлăхпа кÿренÿ сиксе тухать çав. Вара инкеке кĕрсе ÿкесси те часах. Вăхăтра тăснă «пулăшу тяппи» кирлех.

Арçын ачан хаяр тăшманĕ — Шер-хан тигр — тĕлĕрмест, кирек мĕнле майпа та ăна тĕп тăвасшăн çунать. Çăткăн чĕр чуна «усăллă» хыпарпа тивĕçтерсе тăракансем, йăлт асăрхаса-йĕрлесе çÿрекенсем пайтах. Этем ывăлĕ Маугли Шер-хана çĕнтерме пултарĕ-ши?

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.