Комментари хушас

30 Чÿк, 2016

БАЛЬЗАМ ХАТĔРЛЕТПĔР

1. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçек­лĕхĕ пысăк чухнехи язвăран. Вĕтетнĕ типĕ 1-ер апат кашăкĕ чапăр курăкне /чабрец/, исланди мăкне /цетрария/, тăрăхла шăнăр курăкне /подорожник ланцетолистный/, тÿрĕ шатра кĕпçин /калган, лапчатка/ тымарĕн порошокне, çур чей кашăкĕ гвоздика техĕмлĕхе, ырă шăршăллă пăрăçăн 3 пăрçине, 1 апат кашăкĕ пыла хутăштармалла. Çур литр шурă эрехе ямалла. Сулхăн тĕттĕм вырăнта 20 кун лартмалла. Кашни кун силлесе илмелле. 20 кунран сăрăхтармалла. Апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — язвăна ÿт иличчен, диетăпа пĕрле — 1-2 эрне.

Асăрханăр! Тÿрĕ шатра кĕпçин препарачĕсем хытаракан витĕмлĕ, çавăнпа вар хытсан юрамаççĕ. Çавăн пекех вĕсемпе хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухне те сипленме сĕнмеççĕ.

2. Бронхит аптратсан. Тÿрĕ шатра кĕпçин тымарĕн 1,5 чей кашăкĕ порошокне, 1 десерт кашăкĕ пылак тымарпа /корень солодки/ исланди мăкĕн порошокне, вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ пыл курăкне /медуница/, арабика кофен 5 тĕшшине хутăштармалла. Çур литр шурă эрехе ямалла. Тĕттĕм вырăнта виçĕ эрне лартмалла, кашни кун силлесе илмелле. Кунне 3-4 хут тата каçхине çывăрма выртас умĕн 1-1,5 апат кашăкĕ настойкăна вĕтĕ ала е мамăк диск витĕр сăрăхтарса ĕçмелле. Курс — сываличчен.

Çапла сипленнĕ вăхăтрах пыра çак шĕвексенчен пĕринпе чÿхемелле. Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ календула чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Е çур чей кашăкĕ аптека календула настойкине 1 стакан шыва ярса пăтратмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.