Комментари хушас

30 Чÿк, 2016

Ухсайсен килĕнче музей пулĕ-ши?

Куславкка районĕнчи Карача Ухсайсен ялĕ теççĕ. Ку тăрăхра паллă чăваш çыравçи Мария Ухсай /Мухина/ çуралса ÿснĕ. Çемье çуллахи кунсене ялта ирттернĕ. Чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай та ялта пурăнма юратнă. Вăл хăйĕн паллă шедеврĕсене — “Кĕлпук Мучи”, “Ача чухнехи çăлтăр”, “Тутимĕр” тата ытти хайлавне — Карач ялĕнче пурăннă чухне çырнă теççĕ. Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ, ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Яков Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Куславкка районĕнче паллă çак куна епле хатĕрленнине пĕлес тĕллевпех Карача çитсе килтĕм.

Тÿрех каламалла: хĕпĕртемеллиех курмарăмăр унта. Пĕрремĕшĕнчен, Ухсайсен музейĕ хупă тăни кăмăла хуçрĕ. “Музей библиотекăра вырнаçнă, ăна вулавăш ĕçченĕ пăхса тăнă, экскурсисем ирттернĕ. Анчах çур çул каялла библиотекарь ĕçрен кайрĕ. Шел те, паянхи кун та унта ĕçлес текен çук-ха. Çапах музей алăкĕ пурин валли те хупă теес килмест. Килекенсене хапăл тăватпăр”, — пĕлтерчĕ Карач ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Зинаида Никифорова. Вăл каланă тăрăх — çулталăкра музее сахал мар çын килсе курнă. Районти шкул ачисем, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем унта темиçе хут та пулнă. Çавăн пекех концертпа килекен артистсем, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем музейпе кăсăклансах паллашнă. Чăн та, музей сăнÿкерчĕксемпе, алçырусемпе, çыравçăсен кĕнекисемпе тата ытти экспонатпа пуян. Ухсайсен хĕрĕ Ольга Яковлевна тата ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе 2005 çулта уçнă ялти музей çултан-çул пуянланса пынă. Малтан унта Мария Ухсая халалланă стенд кăна пулнă, çĕнелсе хăтлăланнă музей пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче хăнасене тепĕр хут йышăннă.

Ухсайсен кун-çулĕпе кăсăкланса ялти шкула çитсе килтĕм. Сăмах май, Мария Дмитриевна Чăваш педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1930-1932 çулсенче Карач шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, ялта хут пĕлменлĕхе пĕтерессипе ĕçлекен штабăн пуçлăхĕ пулнă.

“Ял ачисем Ухсайсен ятне асра тытаççĕ. Уроксенче тата класс тулашĕнчи мероприятисенче паллă ентешсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашаççĕ. Вĕсен кун-çулне туллинрех пĕлес тĕллевпе музее кайса куратпăр, презентацисем тăватпăр. Ачасен хушшинче сăвă-калав çыракан та пур. Паллă çыравçăсен хайлавĕсене юратсах вулаççĕ вĕренекенсем”, — терĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Людмила Сорокина. Вăл каланă тăрăх — паллă çыравçăсен юбилейĕсене яланах сумлăн кĕтсе илнĕ, пултарулăх каçĕсем пĕрре мар ирттернĕ. Вĕсенче юрă-ташă, сăвă-калав янăранă, паллă хайлавсенчи сыпăксем тăрăх сценкăсем те лартнă. Кăçал та шкулта илемлĕ вулакансен конкурсĕ тата викторина йĕркелеме палăртаççĕ. Юбилей каçĕсенче яланах ялти клуба пухăннă. Шел те, культура çурчĕн ĕçченĕсен шухăшĕсене пĕлеймерĕмĕр. “Марийăпа Яков Ухсайсен ячĕсене асра тытма тивĕç эпир”, — калаçăва пĕтĕмлетрĕ Людмила Петровна. Шкулти чăн чăвашла илемлетнĕ пÿлĕмре халăх поэтне халалланă стена хаçатне те асăрхарăм. Паллă кун тĕлне çакса хунă ахăртнех.

Карач ялĕнче Ухсайсене халĕ те лайăх астăваççĕ. Сăмахран, Карач шкулĕн директорĕнче нумай çул ĕçленĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Юрий Петров Яков Ухсай яла килсен ун патне час-час кĕрсе тухнă.

— Пĕрмай чăрмантарман паллах. Вăл яла канма килместчĕ. Хăйĕн пÿртĕнче пуç çĕклемесĕр çыратчĕ. Пĕр-пĕр поэмине вĕçлемесĕр те тухмастчĕ. Çырса пĕтерсен Яков Гаврилович урамра сăвăнăçлăн çÿретчĕ. Вăл кĕске хушăрах сăвă хайлама пултарнинчен питĕ тĕлĕнеттĕмĕр. Ухсайсем патне республикăри паллă çынсем сахал мар килсе курнă. Семен Ислюковпа Илья Прокопьев та пулнă Карачра. Хусансем пирĕн яла килсе Ухсай çинчен фильм та ÿкернĕччĕ. Ун чухне хăнасене лайăх кĕтсе илнĕччĕ кил хуçи. Ял çыннисем Мария Дмитриевнăна питĕ хисеплетчĕç. Ялти шкулта час-час пулатчĕ вăл, ачасемпе калаçатчĕ. Вĕсем яла килме пăрахсан Ухсайсен килне учительсемпе вĕренекенсем пăхса тăнă, унта кашни çулах субботник ирттернĕ, — терĕ Юрий Александрович. Вăл каланă тăрăх — Ухсайсен килĕнче музей уçма шухăш пулнă, анчах çÿлтисем пулăшманнипе /укçа-тенкĕ уйăрман, çурта хутса тăма вутă паман, уйрăм штат та кĕртме килĕшмен/ çак ĕмĕт путланнă. Шел те, Ухсайсен çурчĕ паянхи кун та çырма хĕрринче хырпа юнашар тăлăххăн ларать.

Ялта пурăнакан 76 çулти Юлия Лукоянова Чăваш халăх поэтне пĕрремĕш хут 5-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах курнă. “Ун чухне эпĕ сăвăсем çыраттăм. Çакна пĕлнĕ те Ухсай мана шыраса йĕтем çине пынă. Эп, айванскер, вăл килнине курсан авăн çырмине анса пытантăм. Хама таçта илсе каясран шикленнĕ пулас. Унпа çыхăну тытнă тăк, тен, чаплă поэт пулăттăм”, — йăл кулса аса илчĕ медицина ĕçĕн ветеранĕ. Сăмах май, темиçе çул каялла Юлия Ивановнăн сăвăсен кĕнеки кун çути курнă.

Юлашкинчен çакна калас килет: Чăваш халăх поэчĕн тăван ялĕнче — Пушкăртстанри Слакпуçра — Яков Ухсайăн çуралнă кунне сумлăн паллă тăвасса пĕлтĕмĕр. Мария Ухсай çуралнăранпа 2018 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче 110 çул çитет. Карачсем те сумлă юбилее лайăх хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттерессе шанатăп.

Андрей АНДРЕЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.