Комментари хушас

29 Чÿк, 2016

Кун пекки тата хăçан пулĕ?

Чăваш Ен музыка искусствине ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ чăннипех илем кĕртет. Кăçалхипе 26-мĕш хут иртекен черетлĕ фестиваль мĕнпе асра юлĕ?

Унăн пĕрремĕш кунĕ Шупашкар çыннисемпе хăнисене савăнăçлă кăмăл парнелерĕ. Чи малтанах Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев салам сăмахĕ каларĕ. Музыка уявĕн йĕркелÿçисене Максим Михайловăн пултарулăхне хисепленĕшĕн, ятне асра тытнăшăн тав турĕ. «Ентешĕмĕр тăван Чăваш Ене мухтава кăларчĕ. Çамрăк ăрăва пирĕн унăн тĕслĕхĕпе, кăмăл-сипет пахалăхĕсене тĕпе хурса, искусствăпа çывăхлатса ÿстермелле», — терĕ.

Михаил Васильевич Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне музыка инструменчĕсем туянма 3955000 тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Çитес çулхи çу уйăхĕнче театрăн симфони оркестрне йĕркеленĕренпе 85 çул çитет. Çак ятпа пулчĕ ĕнтĕ сумлă парне. Оркестр — фестивалĕн тĕп шăнăрĕ. Хальхи вăхăтра музыка инструменчĕсен 70 проценчĕ кивелнĕ, çавăнпа çак нухрат çĕнĕ хатĕрсем туянма питĕ вăхăтлă пулчĕ. Театрăн пултарулăх ертÿçи Ольга Нестерова Михаил Игнатьева чун-чĕререн тав турĕ. «Эсир пулăшнипе пултарулăх коллективĕсем çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртеççĕ, фестивальсем йĕркелеççĕ, премьерăсем кăлараççĕ, гастроле тухса çÿреççĕ. Пирĕн ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ», — терĕ Ольга Сетнеровна.

Унсăр пуçне Михаил Игнатьев музыка искусствине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш патшалăх музыка театрĕн солисткине, Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ артисткине Валентина Геворкяна /Смирновăна/ «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăларĕ. Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете СССР халăх артисчĕ Владислав Пьявко тивĕçрĕ.

Палăртма кăмăллă: çак каç Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн курав залĕнче «СССР халăх артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ виçĕ çын пулчĕ. Вĕсем: Владислав Пьявко, Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев. Куракансем вĕсене ура çине тăрса алă çупрĕç. Кун пекки тата хăçан пулĕ?

Владислав Пьявко пирки акă мĕн каламалла: вăл тата унăн мăшăрĕ Ирина Архипова М.Д.Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне пуçарас тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ. Паллă ентешĕмĕрĕн мăнукĕ Максим Михайлов аслашшĕн ятне вилĕмсĕрлетес тĕллевпе пулăшу ыйтма шăпах вĕсем патне пынă. «Фестивалĕн малтанхи тапхăрĕнче тăватă хут пултăмăр Шупашкарта, çамрăк юрăçсене илсе килтĕмĕр, — терĕ вăл. — Вунсакăр çул иртнĕ хыççăн Чăваш Ене çĕнĕрен таврăнма питĕ кăмăллă».

26-мĕш опера фестивальне Дж.Вердин «Отелло» опери уçрĕ. Тĕп партисене хăнасем — Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Август Амонов /Мариинка театрĕ, Питĕр/, Елена Дементьева /Екатеринбургри академи оперăпа балет театрĕ/, Александр Краснов /Мариинка, Питĕр/ — юрларĕç.

Шăматкун сцена çинче Жорж Бизен «Карменĕ» хуçаланчĕ. Хальхинче те тĕп партисенче хăнасем пулчĕç: Питĕрти Михайловка театрĕн солисчĕсем Софья Файнберг, Дмитрий Карпов, Дмитрий Даров, çавăн пекех Мускав пики Ирина Поливанова. Дирижерĕ — Коми Республикин патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп дирижерĕ Азат Максутов.

Вырсарникун Э.Сапаев ячĕллĕ Мари патшалăх оперăпа балет театрĕ Сергей Прокофьевăн «Любовь к трем апельсинам» оперипе тĕлĕнтерчĕ.

Паян вара Чулхуласемпе тĕл пулăпăр. Унти А.С.Пушкин ячĕллĕ академи оперăпа балет театрĕн коллективĕ /йышра 170 çын/ Эдуард Фертельмейстерăн «Коко Шанель: страницы жизни» опера-мюзиклĕпе килĕ.

Надежда СМИРНОВА

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.