Комментари хушас

26 Чÿк, 2016

Урăххипе йăпанăç шырарăм

Эпĕ ăна ача чухнех куç хывнă. Юрату туйăмĕ çулсерен вăйланса кăна пычĕ. Хăшĕ-пĕри манран ăшшăн кулма та пăхĕ. «Эх, айван, чуна уçса калаçайман», — тейĕç. Вăтаннă пуль. Ăна ыттисем, манран патвартараххисем те, килĕштеретчĕç. Тен, тивĕçлисен йышĕнче асăрхаман та вăл мана?

Ялтан хулана килсен пĕрле уçăлса çÿреттĕмĕр. Ун чухне кăмăлне тупмашкăн парне е чечек илме те укçа пулман. Эпир, студентсем, çурма выçă пурăнаттăмăр. Ĕçе вырнаçма май килмен. Иксĕмĕр çавăтăнса утнă вăхăтра чĕре сиксе тухасла тапнине, сасă тытăннине туйнă-ши вăл? Куç — чун тĕкĕрĕ теççĕ. Юратупа тулнă куçран пăхса йăлт ăнланнă ĕнтĕ канăçа туртса илнĕскер.

Харсăртарах пулмаллаччĕ, кашни кун тĕлпулу шырамаллаччĕ унпа. Çавăн чухне, тен, чун лăпланатчĕ. Çирĕп утăм тăвайманшăн хама ÿпкелеттĕм. Çапах та эпĕ нихăçан та вăйсăр пулман.

Уявсене сайра хутра кăна пĕрле паллă тунă. Чĕнсен — хирĕçлетчĕ. Çав вăхăтрах хăй урăх юлташ патĕнче хăналанатчĕ. Кĕтсе йăлăхрăм та пĕр хĕрпе паллашрăм. Вăхăт ирттермелле çеç хутшăнтăм унпа. Пĕррехинче ун патĕнче çĕр каçрăм. Манăн та пĕве кĕнине, юн вылянине кăтартас килчĕ. Çакăн хыççăн унăн çие юлчĕ. Мĕн тумалла? Паллах, авланмалла. Унсăрăн вăл тăванĕсен куçĕнчен мĕнле пăхĕ? Эпĕ те яваплăхран тарас çук.

Пирĕн çемьере ача çуралчĕ. Малтанах хамăра ятăн пурăнмалли кĕтес те илеймен. Çын пÿлĕмĕнче хĕсĕнтĕмĕр. Пурнăç çулĕпе чăн юратупа пĕрле утма пÿрменни чуна ыраттаратчĕ. Арăм та юнашарах, анчах пĕр вĕçĕм ăна курас килетчĕ. Ăçта кайса кĕмелле çав самантра? Чăтса ирттерме, ай-яй, мĕнле йывăр. Эпĕ çăмăлрах мел суйласа илтĕм: мăшăр тăвайман хĕрпе вăрттăн тĕл пулма пуçларăм. Ĕçри пÿлĕмне те, хваттерне те пысăк сумкăпа çитсе кĕреттĕм. Хĕрлĕ эрех те, улма-çырла та чикеттĕм унта. Хăш чухне кафере калаçса лараттăмăр.

Хăçанччен тăсăлĕччĕ-ши юратупа суккăрланнă çак тапхăр? Мана вăрахлăха командировкăна ячĕç. Иккĕмĕш ача çуралнă вăхăтра килте пулаймарăм. Мăшăрпа куллен икĕ-виçĕ хутчен телефонпа çыхăнаттăмăр. Вăл пур йывăрлăха та хăй тĕллĕн çĕнтерме хăнăхнинчен тĕлĕнеттĕм. Çакăншăн хисепе тивĕçлĕ мар-и вăл? Эпĕ вара юттипе йăпанăç шыратăп, çумри телее курма-хаклама пĕлместĕп. Тинех тăна кĕтĕм.

Вăхăт иртнĕçемĕн пĕрремĕш юрату манăçрĕ. Эпĕ ăна хамăн чĕререн кăларса пăрахрăм. Ун вырăнне арăм йышăнчĕ. Упăшки ăссăрла хăтланнăшăн куляннă та, макăрнă та пуль вăл. Халĕ хамах ÿкĕнетĕп. Пурнăç çавнашкал çаврăнса килнĕшĕн шăпана тав тăватăп. Мана пур енчен те ăннă: арăм пукане пекех хитре, ачасем тăрăшуллă та маттур. Хула çывăхĕнче çурт лартрăмăр, çăмăл машина илтĕмĕр. Манăн урăххисем пирки шухăшлама вăхăт та çук.

МИХАИЛ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.