Çурхи сада им-çамласси
Çанталăк ăшăтсан, туратсем çинче пĕрремĕш папкасем курăнма пуçласан сад-пахчари йывăç-тĕ-ме, ун айĕнчи лаптăксене им-çампа сирпĕтмелле.
Йывăçсене извеç шĕвекĕпе пĕрĕхни. Çак им-çампа «шуратнă» йывăç-тĕм ахаль чухнехинчен 5-7 кун каярах çеçке çурать, çакă вĕсене çурхи тăм ÿкнĕ вăхăтра упрама пулăшать. Извеç сĕчĕ туратсене çÿхе сийпе хуплани вĕсем çинче хĕл каçакан сиенлĕ хурт-кăпшанкă личинкисенчен, куколкăсенчен, кăпшанкăсем хывакан çăмартасенчен хÿтĕлет.
Ирĕлчĕке хатĕрлеме ансат: тин çеç сÿнтернĕ 1-2 кг извеçе 10 литр шывра ирĕлтермелле.
Кăвак шĕвекпе им-çамлани. Çак ĕçре 3 процентлă бордос шĕвекĕпе ешĕл сенкерпе усă кураççĕ. Вăл йывăç-тĕме кăмпа чирĕсенчен хÿтĕлет.
Пĕр-пĕр кĕленче е эмаль савăтра ăшă шывра уйрăмшаррăн 300 г пăхăр купоросĕ тата 400 г извеç шĕвекĕ ирĕлтермелле. Пĕрмаях пăтратнă май пăхăр купоросĕн ирĕлчĕкне çинçе пĕрхĕмпе извеç шĕвекĕ çине ямалла. Шыва пĕтĕмпе 10 л ирĕлчĕк хатĕрлемелĕх илмелле.
Мочевина хушнă супăньпе кĕл ирĕлчĕкĕ. Ăна çапларах хатĕрлемелле: 1-1,5 кг кĕле 10 л шыва ярса вĕретмелле. Сивĕннĕ хыççăн сăрăхтармалла. Усă курас умĕн 15-25 г шĕвĕ симĕс супăнь хушмалла. Çак ирĕлчĕкпе йывăç вуллисене те, вĕсен айĕнчи лаптăка та им-çамламалла.
Ватă сад валли
Ун пек чухне вăйлăрах препаратсемпе усă курмалла. Сăмахран, 30В ятлă препарат питĕ витĕмлĕ. Вăл улмуççи, груша, чие, слива, виноград, крыжовник, хурлăхан, хăмла çырли çинче хĕл каçакан тĕрлĕ хурта пĕтерет. Çуркунне папкасем уçăличчен сывлăш температури 4 градусран кая мар ăшă тăнă вăхăтра пĕрĕхмелле.
Им-çама çак виçепе илмелле:
- крыжовник, хурлăхан, хăмла çырли валли – 10 л шыв пуçне 300 мл;
- улмуççи, груша, чие, слива валли - 10 л шыв пуçне 300-400 мл;
- цитрус çимĕçĕсем валли çуркунне ир-ирех - 10 л пуçне 300-400 мл;
- илемĕшĕн ÿстерекен йывăç-тĕм валли - 10 л шыв пуçне 400 мл;
- виноград вуллисем валли - 10 л шыв пуçне 170-300 мл.
Çак им-çам экологи тĕлĕшĕнчен сиенсĕр. Вăл туратсем çинче хĕл каçакан сăтăрçăсен çăмартисемпе личинкисене пĕтерет. Çавна май йывăç-тĕм çуркунне харăс вăранса хăвăрт ÿсме тытăнать.
30В препарата неорон, фозолан, фосфамид им-çампа, çавăн пекех контактлă фунгицидсемпе - бордос шĕвекĕпе, купрозанпа, хоруспа - пĕрле те усă курма юрать.
Йывăç таврашънчи лаптăксене
им-çамласси
Сад ăстисенчен чылайăшĕ йывăç айĕнчи лаптăка тата тăкăннă çулçăна 5-7 процентлă мочевина ирĕлчĕкĕпе 10 л шывра 500-700 г им-çамлать. Мочевина шатра чирĕн возбудителĕсене пĕтерме пулăшать. 10 тăваткал метр лаптăк валли 2,5 л ирĕлчĕк илмелле. Çак им-çампа пĕрĕхни çимĕç йывăçĕсемпе çырла лаптăкĕсене азотпа пуянлатма та пулăшать.