Комментари хушас

23 Чÿк, 2016

ПАНУЛМИ ÇИЕС КИЛСЕН

Панулми кама усăллă, ăна хуппипех е унсăр çимелле? Çак çимĕç пирки сиксе тухнă ыйтусене С.Сметанина диетолог хуравлать.

1.Кĕрхисем çуллахисенчен усăллăрах-и? Панулми сорчĕсем хими йышĕпе тата усăллăхĕпе пĕр-пĕринчен уйрăлсах тăмаççĕ. Калори тĕлĕшпе кăна кăштах уйрăмлăх пур: симĕс сортсенче вăл хĕрлĕ сортсенчен сахалрах. Тĕслĕхрен, 100 грамм симĕс панулмире калори хĕрлĕ панулмиринчен 10 процент сахалрах. Çавăн пекех симĕс панулмире гликеми индексĕ пĕчĕкрех. Çавăнпа диабетпа аптрасан е кĕлетке виçине чакарас тесен йÿçекрех пылак симĕс панулми çимелле.

2. Вăррипех çини чăнах усăллă-и? Кун пирки тĕрлĕрен шухăшлаççĕ. Пĕр енчен, вăрринче йод пур, çавăнпа кунне 2 панулмине вăррипех çини усăллă. Паллах, çак мелпе организма йодăн талăкри виçипе тивĕçтерейместĕр, çапах та асăннă элемента мĕн чухлĕ те пулин илеетĕр. Тепĕр енчен, панулмин пулса çитмен вăррисенче синиль йÿçекĕ пур, вăл вара наркăмăш шутланать. Çакăн пек вăрăсемлĕ темиçе панулмине пĕрре ларса çисен кăна наркăмăшланма пулать. Çапах та кирек мĕнре те виçе кирлĕ.

3. Панулмине камăн пĕçерсе çимелле? Духовкăра пĕçерни лайăхрах ирĕлет. Анчах витаминсен пысăк пайĕ арканать-çке. Духовкăра пĕçернĕ панулмине хуппинчен тасатса çини вар хытсан, дисбактериоз, пыршăлăх чирĕсем, холецистит, вăрах панкреатит, гепатит аптратсан лайăх пулăшать. Вăл вар-хырăм таврашĕнчи операци хыççăн та апат ирĕлтерекен органсене вăй илме витĕм кÿрет, организмран эмелсем арканнă хыççăн пухăннă наркăмăшсене кăларать. Пĕçернĕ панулми ÿслĕкрен те лайăх.

4. Хуппине тасатмалла-и? Çук, мĕншĕн тесен витаминсен пысăк пайĕ — шăпах хуппинче. Вăл тата пыршăлăха лайăх тасатакан клетчаткăран, апат ирĕлессине йĕркене кĕртекен тата япăх холестерин шайне чакаракан пектинран тăрать. Хуппи усал шыçă клеткисен аталанăвне вăрахлатакан витĕмлине те палăртаççĕ. Тĕпчевсем кăтартса панă тăрăх, çак ĕçе çимĕçĕ — 29 процент, хуппи 43 процент пурнăçлать.

Анчах ан манăр, чикĕ леш енчен илсе килнĕ панулмисене управ вăхăтне тăсма, илемне упраса хăварма час-часах ятарлă япалапа витеççĕ. Вĕсен хуппине тасатсан лайăх. Çавăн пекех метеоризмпа, чикенпе, пыршăлăхпа хырăм ай парĕн вăрах шыççипе аптрасан панулми хуппине тасатса çимелле.

Шута илме: панулмин чи усăллă сорчĕсем — антоновка, шурă налив, джеймс грив, винное, ир пулакан ылтăн китайка.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.