Комментари хушас

23 Чÿк, 2016

АХАЛЬТЕН МУХТАМАÇÇĔ

Кĕлетке виçине чакарма ĕмĕтленекен çынсенчен темĕнле тăрăшсан та начарланайманни пирки час-часах илтме тивет. Ку рациона улăштарни кăна çителĕксĕр пулнипе, ăна гормонсемпе шайлашуллă йĕркелемеллипе çыхăннă. Енчен те организмра уйрăм гормон çителĕксĕр пулсан ăна туса кăларассине лайăхлатмалла. Çак ĕçе мĕнле тытăнмалли çинчен Д.Балясова диетолог сĕнĕвĕсене вуласа пĕлме пулать.

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, чĕрепе юн тымарĕсене пулăшма кунне 5-7 аçтăрхан мăйăрĕ çимелле. Вăл иммунитета тата арçынсен ар хăватне ÿстерет, ытти чиртен те усăллă.

Çитĕннĕ çыннăн талăкри виçи — кунне вунă мăйăр тĕшши. Ача кĕтнĕ тата кăкăр ĕмĕртнĕ тапхăрта — виçĕ-тăватă тĕшĕ.

Мăйăр çурхахĕпе

Аçтăрхан мăйăрĕн 1 апат кашăкĕ типĕ çурхахне çур литр шурă эрехе ямалла, кашни кунах силлесе илсе пĕр эрне тĕттĕм вырăнта лартмалла.

Çак настойкăна сахăр диабечĕ чухне ирхине выç хырăмла кăшт шыва 5-6 тумлам ярса ĕçмелле. Курс — чылайччен.

Мăйăр сĕчĕ

5 мăйăр тĕшшине тÿмелле, 1 стакан ăшă шыва ямалла. 1 минут пăтратмалла, сăрăхтармалла, 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Холодильникре икĕ талăкран ытла упрамалла мар.

Хырăмлăх язви аптратсан кунне 4-6 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер десерт кашăкĕ мăйăр сĕчĕ ĕçмелле.

Вĕренĕ шĕвек

Хуппипех тата çурхахĕпе пĕрле вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ аçтăрхан мăйăрне 1 стакан шыва ямалла. 1 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла.

Гипертони, атеросклероз чухне, холестерин шайне чакарма, юн тымарĕсене тасатма кунне 3 хут апат хыççăн 50-шар миллилитр ĕçмелле. Курс — 1 уйăх, пĕр уйăх тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Вĕтетнĕ тĕшĕпе

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит аптратсан ирсерен выç хырăмла, унтан кунне тата икĕ хут апатчен 20 минут маларах вĕтетнĕ тĕшше 1-ер десерт кашăкĕ çимелле. Курс — чылайччен.

Шăнса пăсăласран хÿтĕленме, чир хыççăн хăвăртрах вăй пухма, ÿслĕк чухне, пуç ыратсан, ыйхă вĕçсен вĕтетнĕ тĕшше пылпа çурмалла хутăштарса 1-ер чей кашăкĕ апат умĕн çимелле. Тахçанчченех сипленме юрать.

Типĕ улма-çырлапа

Çуршар килограмм аçтăрхан мăйăрне, иçĕме, курагана, хура сливăна аш арманĕпе авăртмалла, çăра пăтă пулмалăх пыл хушмалла. Холодильникре упрамалла.

ОРЗ чухне, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн ĕçĕ пăсăлсан кунне 2-3 хут 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — хутăш пĕтиччен.

Шута илме: панкреатит, çивĕч пыршăлăх чирĕсем, юн кĕвелеслĕх пысăкки аптратсан юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.