Комментари хушас

23 Чÿк, 2016

Инвестици экономикăна хăват парать

«Пĕлтĕр Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене бизнеса тытса пымалли чи лайăх регионсен шутĕнче асăнчĕ. Республика Раççей Федерацийĕн субČекчĕсенчи инвестици климачĕн тăрăмне палăртакан Наци рейтингĕнче 9-мĕш вырăн йышăнчĕ», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Патшалăх Канашне янă Çырура. Кăçал рейтинг кăтартăвĕ татах лайăхланнă: Чăваш Ен 6-мĕш вырăна хăпарнă. Унсăр пуçне республика РФ субъекчĕсен инноваци аталанăвĕн рейтингĕпе те, управлени ĕçĕнче çĕнĕлĕхсемпе усă курас енĕпе те Раççейĕн чи лайăх регионĕсенчен пĕри шутланать. Çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Çак тата ытти ыйтăва ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин хуравлать.

— Республика Правительстви инвестиципе инновацин ырă тăрăмне туса хурассишĕн нумай тăрăшать. Республикăра иртнĕ 5 çулта 100 ытла пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта ĕçе кĕртнĕ. Çавна май экономикăна 150 млрд ытла тенкĕлĕх инвестици хывнă, 15 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Производство тухăçне палăрмаллах ÿстерме май паракан тĕп хăватсене вăйлатма пулăшаççĕ.

— Владимир Александрович, малашлăхри ĕçсемпе паллаштараймăр-ши?

— Пирĕн тĕллев — пысăк тухăçлă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелекен, инноваци технологийĕсемпе анлă усă куракан, производствăна модернизацилекен предприятисен аталанăвне çĕнĕ шая çĕклесси. Çуллен 5 çĕнĕ заводран кая мар уçмалла, республика бюджетĕнчи укçана перекетлес тĕллевпе патшалăхпа уйрăм çынсен пĕрлехи проекчĕсене ытларах кĕртмелле.

— Палăртни епле пурнăçланать?

— Кăçал çĕнĕ 7 предприяти хута кайрĕ. Вĕсене уйрăммăн палăртса хăварас килет. Тĕп хулари «Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар» ООО автомобильсем валли жгут, Канашри «Аурат-СВ» тулли мар яваплă общество органикăллă мар хими пĕрлешĕвĕ /минерал тăварĕ/ туса кăлараççĕ. Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан комбинат тимĕр-бетон изделийĕсен заводне, «ЭКРА» предприяти нумай ĕç тăвакан комплексăн иккĕмĕш черетне ĕçе кĕртрĕ. Çĕмĕрлери автомобиль фургонĕсен комбиначĕ кăкарса çÿремелли техника валли тĕнĕл производствине, Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ резина-техника изделийĕсем туса кăларакан ĕç вырăнне хута ячĕç. «Шупашкарти Электротехника тата Автоматика» тулли мар яваплă общество производство хăватне сарчĕ. Унсăр пуçне ЧР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн районсемпе хула округĕсене тĕп капитала инвестици явăçтарма, территорисен экономика потенциалне аталантарма хавхалантармашкăн грантсем çирĕплетнĕ. Çакă муниципалитетсенче ырă ĕçсем тума, вырăнти влаç органĕсене рабочисен тупăшне ÿстерес тĕллевпе пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемешкĕн пулăшакан инвестици проекчĕсене пурнăçлама май парать.

Инвестици экономикăна тĕревлет, импорта улăштаракан отрасльсем /тирпейлекен промышленноç, ял хуçалăхĕ/ ăна ÿсĕмлĕ аталанма пулăшаççĕ. Продукцие республикăра çеç мар, тулашра та хапăл.

Республикăра бизнес пулăшăвĕн хăватлă инфратытăмне туса хунă. Пысăк пайĕ инноваци енĕпе хастар предприятисене хавхалантарма каять. Индустри паркĕсем, инноваци кластерĕсем малалла аталанаççĕ. Инфратытăм туса хуни кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕн пулас аталанăвне çĕнĕ никĕс хывать.

Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн программи тухăçлă ĕçлет. Çулсем, çурт-йĕр, культурăпа спорт обћекчĕсем çĕкленеççĕ, шкулсене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Экономика отраслĕсене кадрсемпе тивĕçтересси те пысăк тимлĕхре. Паян республикăра аслă пĕлÿллĕ специалист нумай, анчах рабочисем çителĕксĕр.

— Професси вĕрентĕвĕн тытăмĕнче ырă улшăнусем пур-и?

— Тĕп тĕллевсенчен пĕри — пысăк технологиллĕ производство валли ăста кадрсем хатĕрлекен центр туса хурасси. «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх», «Ял хуçалăхĕ», «Транспорт», «Пулăшу ĕçĕсем», «Электротехника», «Строительство», «Машиностроени» тата хими отраслĕсем валли нумай функциллĕ 8 центр уçрăмăр. Республика регионсен хушшинчи 7 компетенци центрĕ хута ярассипе федераци конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче промышленноçпа инженери технологийĕсен «Автоматизаци, радиотехника, электроника» специальноçпа регионсен хушшинчи компетенци центрĕ ĕçе кĕчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ Шупашкарта транспортпа ял хуçалăх машинисем тăвас ĕçĕн инжиниринг центрĕн проектне хутшăнса Раççей Вĕренÿ министерстви ирттернĕ конкурсра мала тухрĕ. Центр тракторпа ял хуçалăх машинисен тĕслĕхĕсене, электропривод управленийĕн тытăмне модернизацилес тата проектсем туса хатĕрлес тĕлĕшпе инжиниринг пулăшăвĕ парĕ.

Чăваш Ен Ача-пăча технопаркĕ тума федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалли конкурсра та çĕнтерчĕ. Технопарк тĕп хулари Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕн никĕсĕ çинче уçăлĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ программăпа пĕлĕвне тарăнлатĕç. 2019 çул тĕлне кунта 5 пин ача çÿрĕ.

— Пĕчĕк предприятисене аталанма пулăшу фончĕ йĕркеленĕ-и?

— Министерство Регионсен хушшинчи инжинирингпа пĕрле пĕчĕк предприятисене çирĕпленме пулăшакан фончĕн программисене хутшăнма çул уçрĕ. Производство йĕркелеме тата аталанма май паракан программăсенчен кашнинпех проекта пурнăçламашкăн фонд 15 млн тенкĕ таран уйăрма пултарать. 2015-2016 çулсенче 7 организаци пурĕ 83,9 млн тенкĕ илнĕ.

Инвестици ĕç-хĕлне йĕркелекен нормативла право никĕсне çĕнĕлĕхсем кĕртесси малалла пырать. ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсенче проект управленийĕн тытăмĕ пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Çак меслет пуриншĕн те аван: халăхшăн — пулăшу пахалăхĕ лайăхланнăран, бизнесшăн — администраци чăрмавĕ сирĕлнĕрен, влаç органĕсемшĕн — уççăнлăх, ĕç дисциплини, ĕç кăтартăвĕ ÿснĕрен.

В.ВАЛЕНТИНОВ

калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.