Комментари хушас

3 Ака, 2014

Çамрăксен Николаев Вулавĕн VII конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта Çамрăксен Николаев Вулавĕн VII конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Конкурс йĕркелÿçисем – ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, ЧР Вĕренÿ министерствин Ачасене хушма пĕлÿ паракан «ЮНИТЭКС» центрĕ, А.Г. Николаев космонавт-летчикăн асăну комплексĕ тата Чăваш Ен Космонавтика ветеранĕсен пĕрлешĕвĕ.

Вулава хĕрĕхе яхăн вĕренекен, республикăри вун çичĕ районпа хулари вĕренÿ учрежденийĕсенчи çамрăк космонавтсен отрячĕсем хутшăннă. Пултарулăх проектне кура вĕсене ултă секцире хакланă: «Космонавтика историйĕ», «Информаци технологийĕсем», «Раççейĕн космос хевти! Çамрăксен наукăпа техника пултарулăхĕ», «Cansat» шкул спутникĕн пĕчĕк проекчĕ», «Космос презентацийĕ», «Аэрокосмос вĕренĕвĕн аталанăвĕ» методпĕрлешÿ.

Вулава пĕтĕмлетсен çак пултаруллă ачасене никам та çитейменни палăрчĕ:

«Космонавтика историйĕ»

1 вырăн – Максим Шариков (Вăрнар районĕ, Мăн Явăш шкулĕ);
2 вырăн – Ксения Бардасова (Çĕрпÿ, 2-мĕш шкул);
3 вырăн – Софья Никандрова (Çĕнĕ Шупашкар, 13-мĕш шкул);
 

«HTTM: аэрокосмос моделĕсем тата макечĕсем тăвасси»

1 вырăн – Лев Романов (Муркаш районĕ, Юнкă шкулĕ);
2 вырăн – Алексей Федоров (Шупашкар, 49-мĕш шкул);
3 вырăн – Михаил Киршев, Анастасия Киршева (Муркаш районĕ, Юнкă шкулĕ);
 

«HTTM: «Cansat» шкул спутникĕн пĕчĕк проекчĕ»

1 вырăн – Алексей Утейкин (Çĕнĕ Шупашкар, Ача-пăча пултарулăхĕн аталану центрĕ);
2 вырăн – Евгений Тихонов, Антон Петров (Çĕмĕрле, 8-мĕш гимнази);
3 вырăн – Даниил Сенчихин (Çĕнĕ Шупашкар, 13-мĕш шкул);
«Информаци технологийĕсем»
1 вырăн – Анастасия Голыгина (Сĕнтĕрвăрри, 1-мĕш гимнази);
2 вырăн – Анна Атласова (Сĕнтĕр-вăрри районĕ, Шуршăл шкулĕ);
3 вырăн – Акулина Сергеева (Çĕрпÿ, 2-мĕш шкул); Валерия Суркова (Çĕмĕрле, 8-мĕш гимнази);
 

«Космос презентацийĕ»

1 вырăн – Максим Семенов, Роман Курчин (Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ);
2 вырăн – Полина Дмитриева (Çĕрпÿ, 2-мĕш шкул); Александра Никифорова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, «Пирĕн Кăйкăр» Ача-пăча пултарулăхĕн шкулĕ);
3 вырăн – Диана Николаева (Сĕнтĕр-вăрри районĕ, Шуршăл шкулĕ).
 

«Аэрокосмос вĕренĕвĕн аталанăвĕ» методпĕрлешÿ»

1 вырăн – Петр Васильевич Родионов, Комсомольски 1-мĕш шкулĕн информатика вĕрентекенĕ;
3 вырăн – Ирина Валериановна Киршева, Муркаш районĕнчи шкул çулне çитмен ачасене «Çамрăк техниксен станцийĕ» хушма пĕлÿ паракан учрежденийĕн педагогĕ; Ирина Григорьевна Илларионова (Муркаш районĕ, Юнкă); Ксения Бардасова, Ольга Соболева (Çĕрпÿ районĕ, 2-мĕш шкул).

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.