Комментари хушас

19 Чÿк, 2016

Вăтану туйăмĕ çук

— Паян халăх çынлăха çухатса пырать. Пĕр-пĕрне ăнланасси, пулăшасси, хутшăнусенче ăшăлăхпа çепĕçлĕх чакать. «Кăмăл-туйăмсăр общество» темелле-ши? Ырă кăмăллăх юлманпа пĕрех. Укçа-тенкĕ, мул хăйне евĕр виçе пулса тăчĕ.

Культурăра та пĕтĕмпех улшăнчĕ. Ясарлăх мĕн чухлĕ ытларах — кураканшăн çавăн чухлĕ кăсăклăрах. Çынсене паян вăрттăнни пирки калаçни-шÿтлени çеç илĕртет тейĕн. Çакă та общесто кăмăл-сипечĕ улшăннине палăртать. Ку та шухăшлаттаратех — малалла та çаплах пулсан мĕн патне пырса тухăпăр-ши? Унччен арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕ вăрттăнлăх шутланнă, ун пирки шăппăн çеç калаçнă. Халĕ тĕнче илтмелле кĕрлеççĕ, вăтану туйăмĕ пачах çук. Çамрăксене çеç мар, аслисене те килĕшет çакă.

Вĕренÿ те хавшарĕ. Ăс-тăна çирĕплетмелли тĕрлĕ кружок таврашĕ паян темĕн чухлех, анчах вĕсем тÿлевлĕ. Çамрăксем çирĕп пĕлĕве хаклама пĕлмеççĕ. Пурте мар-ха. Теприсем вара халĕ диплома та укçалла туянма тăрăшаççĕ. Атте-анне вĕреннине, пĕр-пĕр специальноçа алла илнине çирĕплетекен документа вăрттăн сентре çинчен туянасси çинчен шухăшламан та...

Паянхи пурнăçшăн эрех-сăра виçесĕр ĕçни те — пысăк хăрушлăх. Капашсăр пысăк йывăрлăх ку. Теприсем унăн пĕлтерĕшне чухласа та çитереймеççĕ. Аптекăра «фанфурик» текеннине уççăн сутни те вĕчĕрхентерет. Тепĕр чухне пĕр-пĕр эмел таврашĕ туянма кĕрсен унта сывлама та çуккине асăрхама пулать. Ĕçкĕçсем, килсĕррисем шăпах хăйсем валли «кучченеç» туянма кĕреççĕ.

Хĕрарăмсем те ĕçеççĕ-çке. Этемлĕхĕн черчен пайĕн пурнăçри тĕп тĕллевĕ ачисем, вĕсен сывлăхĕпе воспитанийĕ пулмалла пек те. Шăпах çемье — ача-пăча кăмăл-сипечĕн лаççи. Пепкесен пуласлăхĕшĕн ача сачĕ те, шкул та мар, ашшĕ-амăшĕ яваплă. Эпир хамăра мĕнле тытни витĕм кÿрет те ывăл-хĕре. Ĕçекен çемьере вара епле ăру çитĕнĕ? Пушшех те — черкке авăрне лекнĕ амăшĕ ачисем пирки манать пулсан?..

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.