Комментари хушас

19 Чÿк, 2016

Чăваш Ен опычĕ - çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри

Чÿк уйăхĕн 12-мĕ­­шĕнче Ярославльте Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх канашĕн президиумĕн тата Патшалăх канашĕ çумĕнчи субъектсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстермелли мерăсем енĕпе ĕçлекен консультаци комиссийĕн Раççей Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларăвне хутшăннă.

РФ Президенчĕ ПК кон­сультаци комиссийĕн йышĕнче инвестицисемпе лайăх ĕçлекен регионсен пуçлăхĕсем пулнине, вĕсен опычĕ ытти субъектшăн усăллине палăртнă.

Инвестицисене пысăк­лат­малли мерăсене сÿтсе явмашкăн Патшалăх Канашĕн ларăвĕ тĕлне регионсем çĕр лаптăкĕсене кадастр енĕпе шута илес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен опычĕ ку енĕпе çĕр­шывра чи лайăххисенчен пĕри тесе палăртнă, республика лидер-регионсен ТОП-5 йышне кĕнĕ.

Аса илтерер: 2016 çул­та Регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Республики федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 9-мĕшĕнчен 6-мĕш вырăна хăпарнă, Атăлçи округĕнче вара Тутарстан хыççăн 2-мĕш вырăн йышăннă.

ПК президиумĕн тата консультаци комиссийĕн пĕрлехи ларăвне федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен, общество организацийĕсен, федераци субъекчĕсен ертÿçисем хутшăннă. Лару умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсенчен чылайăшĕнпе курнăçса калаçнă.

Михаил Васильевич РФ Правительствин пĕрремĕш вице-премьерне Игорь Шувалова Чăваш Ене пулăшнăшăн, Канаш хулине моно­хуласен шутне кĕртнĕшĕн, муниципалитета, унăн экономикине аталантарма 7 миллиард тенкĕ патнелле уйăрнăшăн тав тунă. Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр хулисем асăннă программăна кĕнĕ май çак муниципалитетсенче ĕçсĕрлĕх шайне палăрмаллах чакарни çинчен каланă.

Вице-премьерпа — Правительствăн регион­сен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕпе Дмитрий Козакпа Чăваш Ен федерацин влаç органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев РФ финанс министрне Антон Силуанова республикăн виçĕ çуллăх бюджетне ЧР Патшалăх Канашне тишкерме пани çинчен пĕлтернĕ. Федераци бюджетне тÿрлетÿсем кĕртнĕ май Чăваш Ен 250 миллион тенкĕрен кая мар хушма укçа илессине çирĕплетнĕ. Федераци бюджечĕ 10% пĕчĕкленнине пăхмасăр Чăваш Республики кăçал Мускавран каялла тавăрса памалла мар 16 миллиард тенкĕ ассигновани илет, çакă пĕлтĕрхинчен 5% нумайрах.

Промышленноç министрĕпе Денис Мантуровпа курнăçнă май Михаил Игнатьев Чăваш Енре промышленноç производствин кăçалхи 9 уйăхри индексĕ 110,8% çитнине пĕлтернĕ. Промышленноç министрĕ Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă.

Энергетика министрĕпе Александр Новакпа республикăн электротехника кластерне малалла аталантарас, Чăваш Енри предприятисем туса кăларакан продукципе Раççейĕн энергетика системисен киберхăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусене тишкернĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.