Комментари хушас

3 Ака, 2014

Сан Саныч разведчик

1941 çул. Пирĕн çĕр çинче нимĕç салтакĕсем çÿреççĕ, ялсене çунтараççĕ, ачасемпе хĕрарăмсене тыткăна илеççĕ. Ашшĕ фронта кайнă чухне ывăлне çапла хушса хăварать: «Аннÿне сыхла, Санька!» Арçын ачан та çара каяс килет, анчах унăн туртăмне чăна хуракан çук. Хăйне аслă çын пек тытакан Вовка, пиллĕкмĕш класс ачи, халăх дружинине дежурствăна кайнă чухне тусне çапла шÿтлĕ сĕнÿ парать: «Эсĕ тухса тар...» Санька вара шухăша путать. Анчах хĕлле амăшĕ чирлесе ÿксен тăтăшах унпа ларма тивет. «Пĕрремĕш класс пĕтеретĕп те килтен тухса таратăп!» – тĕллев лартать ача. Çапла вăрçă пуçланнăранпа иккĕмĕш çула каять. Амăшĕ сывалса çитрĕ ĕнтĕ, заводра ĕçлет. Ашшĕ фронтран хыпарласах тăрать: «Вăрçăра çĕнтерĕпĕр те виçсĕмĕр пуçтарăнăпăр. Тек нихăçан та уйрăлмăпăр вара...» – тет вăл тăтăшах. Санька çак вăхăт хăвăрт-рах çитессе кĕтет. 1943 çулхи çуркунне юлташĕпе иккĕшĕ урокран тараççĕ те вăрçа каяççĕ...

«Чĕлхене» кам тытнă? Сашка!

Тавар пуйăсне никам куриччен вăрттăн кĕрсе вырнаçнă арçын ачасене кĕçех тытса килне ăсатаççĕ. Çул çинче Саша пур пĕрех тарать, ăна никам та чараймасть, вăл фашистсене хĕнеме васкать-çке... Фронта çитсен хăюллă арçын ача госпиталь хыççăн полка таврăнакан Егоров танкиста тĕл пулать, ăна шухăшласа кăларнă историпе çавăрать: ашшĕ танкист имĕш, халĕ фронтра, амăшне вара эвакуаци вăхăтĕнче çухатнă, пĕр-пĕччен юлнă. Танкист Сашăна командир патне илсе каять, унпа мĕн тумаллине лешĕ хăех татса патăр.

Егоров хăйĕн командирне фашиста хĕнеме ĕмĕтленекен Сашка çинчен, вăл патрультен епле тарни тата унăн çаврăнăçулăхĕ пирки калать. Арçын ача вун иккĕрине пĕлсен: «Пĕчĕккисен çарта пулмалла мар! – тет командир. – Çавăнпа та ăна апатлантармалла та ыранах тыла ăсатмалла!» Кÿреннипе Саша кăшт кăна йĕрсе ямасть. Çĕрĕпе малашлăхĕ пирки шухăшлать вăл. Ирхине вара, пурте çывăрнă вăхăтра, блиндажран вăрмана тухса тарать. Сасартăк «СЫВЛĂШ ТРЕВОГИ!» команда янăраса каять. Нимĕç самолечĕсем пирĕн çарсем çине бомба пăрахма тытăннă иккен. «Вилĕм кайăкĕ- сем» пуç çийĕнченех вĕçсе иртеççĕ. Аякра Егоров арçын ачана чĕнни илтĕнет: «Сашка! Ăçта эсĕ? Таврăн». Йĕри-тавра бомба сирпĕнет, çĕр çулăмпа çунать тейĕн. Саша çаплах чупать те чупать. Çывăхра бомба çурăлсан тăнне çухатать. Темиçе самант тăна кĕреймесĕр выртнă хыççăн куçне уçсан вăл фашист бомбардировщикĕ çĕре ÿкнине, унран парашютист уйрăлса шăп хăйĕн çине аннине курать. Фашист арçын ачана асăрхасанах пистолетне кăларма васкать. Сашка аптăраса тăмасть, ăна пĕр ывăç тăпрапа куçĕнчен сапать. Çак вăхăтра такам нимĕçе тапăнать. Кĕрешÿ пуçланать. Нимĕç салтака пăвма тытăнсан вара Сашка чул катăкĕпе тăшмана пуçĕнчен çапать. Тăн çухатса ÿкнĕскере арçын ачапа Егоров сержант çыхса командир патне илсе каяççĕ. «Чĕлхене» кам тытнă?» – тесе ыйтсан Егоров мăнаçлăн: «Сашка!» – тет.

Çапла вун икĕ çулта Сашка полк ачи пулса тăрать, ăна 11-мĕш танк корпусĕн 50-мĕш полкне илеççĕ. Командир ачана пĕтĕм салтак умĕнче пĕрремĕш наградăпа – «Хас-тарлăхшăн» медальпе чыслать...

Çĕрле кăвакал нартлатмасть!

Салтаксем Сашкăна харсăрлăхĕшĕн тата çирĕплĕхшĕн питĕ юратнă, хисепленĕ, Сан Саныч тесе чĕннĕ. Тăшман тылне вăл икĕ хутчен разведкăна кайнă, икĕ хутĕнче те – ăнăçлă. Тĕрĕссипе, пĕрремĕш хутĕнче вăл хамăр радиста чутах сутса яман. Масар çинче тĕл пулма калаçса татăлнă. Пĕр-пĕрне чĕнме кăвакал пек нартлатса сасă памалла пулнă. Масара вăл каçпа тин çитнĕ. Йĕри-тавра хăрушă: вил тăприсем çинче снарядсем кăна. Хăранине пула арçын ача питĕ вăйлă нартлатнă, хыçалтан радист йăпшăнса çитнине те асăрхаман. Лешĕ Сашкăн çăварне аллипе хупланă та: «Аташрăн-и, каччă? Çĕрле кăвакал нартлатнине ăçта илтнĕ эсĕ?! Çĕрле çывăраççĕ вĕсем!» – тенĕ. Темĕнле пулсан та хушнă ĕçе пурнăçланă вĕт-ха.

«Вăрттăн турат»

1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче Белорусси фрончĕ тапăнăва хатĕрленме пуçлать. Сашăна разведка пайне чĕнсе илеççĕ. Подполковник-летчик пĕлтернĕ тăрăх, фашистсем Минскран инçе мар хăватлă хÿтĕленÿ хÿми хатĕрлени паллă. Чугун çул урлă фронт енне тĕрлĕрен техника куçараççĕ иккен. Кайран ăна вăрманта, фронтран çитмĕл çухрăмри чугун çул «туратĕнче» пушатаççĕ. Çав вырăна тупса тĕп тумалла. Анчах ку ĕç пĕрре те çăмăл мар. Виçĕ кун хушшинче çак «вăрттăн турата» тупса йĕри-тавра йывăçсем çине кивĕ вырăн таврашĕ çакса паллă тумалла.

– Çак ĕçе, Саня, – тет командир, – эпир сана шанса паратпăр.

...Сан Саныча ахаль çынсен тумне тăхăнтартаççĕ те вырăн таврашĕн тĕркине параççĕ. Вăл вырăн таврашне çимеллипе улăштаракан килсĕр ача пек курăнать. Чугун çул хĕрринче вăрман тăрăх йăпшăнса пыраканскер кашни 300 метртанах фашистсен икшер патрульне тĕл пулать. Ывăнса çитнипе кăнтăрла ыйха путса чутах çакланмасть вăл. Такам хыттăн тапнипе вăранса каять. Ăна фашистсен икĕ полицайĕ ухтараççĕ, вырăн таврашĕн тĕркине силлесе тăкаççĕ. Тухса ÿкнĕ çĕр улмие, çăкăр чĕллине тата салăна çавăнтах туртса илеççĕ. Белорусси тĕрриллĕ темиçе çытар питне тата ал шăллине çавăрса илеççĕ. Юлашкинчен вара «пил параççĕ»:

– Персе пăрахиччен çухал кунтан, йытă çури!

Пралук хĕррипе темиçе çухрăма яхăн кайсан çамрăк разведчик тĕп чугун çул тĕлне тухать. Шăп çак вăхăтра танк тиенĕ çар эшелонĕ майĕпен тĕп çултан çаврăнать те йывăçсем хушшинче çухалать. Акă вăл, «вăрттăн турат»! Каçхине Санька чугун çул турачĕпе тĕп çул тĕлĕнчи йывăç тăррине хăпарса пĕрремĕш простыне çакса хăварать. Тул çутăличчен тепĕр виçĕ вырăна та çапла паллă тăвать. Юлашкинчен вара хăйĕн кĕпине йывăç тăрринчен çыхса ярать – çил çинче вăл ялав пекех вĕлкĕшет. Ирчченех йывăç çинче ларать арçын ача. Пуринчен ытла вăл тĕлĕрсе кайса разведчик-самолета асăрхамасăр юласран хăрать. Юрать-ха, лешĕ вăхăтра çитет. Фашистсем хăйсене кăтартас мар тесе ăна тĕкĕнмеççĕ. Самолет нумайччен çаврăнса çÿрет, унтан Сашка урлă вĕçсе иртет, фронт енне çаврăнса çунатне силлесе илет. Ку – килĕшсе хунă паллă, «Турата» асăрхарăмăр, "Кай – бомба пăрахма тытăнатпăр!» – тенине пĕлтерет.

Сашка кĕпине йывăçран салтса çĕр çине анать. Икĕ çухрăм чухлĕ иртсен вăл хамăр бомбардировщиксен сассине илтет. Часах тăшманăн «вăрттăн турачĕ» иртнĕ вырăнта çулăм алхасса тухать.

Тепĕр кунне Саша юхан шыв хĕрринче фронт урлă пĕрле каçнă разведчиксемпе тĕл пулать. Сăнĕсенченех паллă: салтаксем кĕпер çывăхĕнче пĕрремĕш кун мар, çак каççа мĕнле тĕп тумаллине ниепле те шухăшласа кăлараймаççĕ. Килсе çитнĕ эшелон ытти чухнехинчен урăхларах: пломбăланă вакунсем, эсэс хуралĕ. Тем тесен те çар хатĕрĕсем турттараççĕ! Состав хирĕç килекен санитар пуйăсне ирттерсе яма чарăнать. Аманнисем хушшинче хăйсеннисем çук-ши тесе эшелон хуралĕ тепĕр енне каçса пăхать. Çак вăхăтра Сашка юнашар тăракан салтак аллинчи взрывчаткăна илет те ирĕк парасса кĕтмесĕрех çул тĕмески патне ыткăнать, вагон айне кĕрсе шăрпăк чĕртет... Вакун ураписем вырăнтан хускалаççĕ, тухма çук... Мĕнле пулмалла-ха? Саша туххăмрах кăмрăк ешчĕкне уçать, унта взрывчаткипех кĕрсе вырнаçать. Урапа сасси тепĕр хут илтĕнсе кайсан шăрпăк чĕртсе бикфорд шнурне тивертсе ярать. Сирпĕниччен шутлă çеккунтсем çеç. Саша çиçĕмле хăвăртлăхпа ешчĕкрен сиксе тухать, часовойсем хушшипе хăвăрт иртсе самантрах... кĕпертен шыва сикет! Чăма-чăма юхăма май пырать вăл. Темиçе хуралçăпа часовой ишекен Сашкăна пĕр харăс пăшалтан переççĕ. Çак вăхăтра взрывчатка çурăлать. Вăрçă хатĕрĕ турттаракан вакунсем пĕрин хыççăн тепри сирпĕнеççĕ. Кĕпере те, пуйăса та, хурала та çулăм хыпса илет.

Алли-урине стена çумне пăталанă

Сан Саныча нимĕç катерĕ пур пĕрех хăваласа çитет. Фашистсем ăна тăнне çухатиччен хĕнеççĕ, çыранти пĕчĕк пÿрте илсе кĕрсе алли-урине стена çумне пăталаççĕ. Юрать-ха, Сан Саныча разведчиксем çăлаççĕ, стена çумĕнчен илсе плащ-палаткăпа чĕркеççĕ те фронт линийĕ таран йăтса çитереççĕ. Çул çинче фашист тĕлне çакланса пирĕннисем каллех çухату тÿсеççĕ. Аманнă сержант Сашăна çак çапăçуран йăтса тухса ĕлкĕрет, тăшманран пытарать, пăшал парса хăварать. Хăй вара суранĕсене тасатма тесе шыв шырама каять... Анчах фашистсем сержанта персе пăрахаççĕ. Вилес патне çитнĕ Сашăна тем вăхăтран хамăр салтаксем асăрхаса санитар пуйăсĕпе Новосибирск госпитальне ăсатаççĕ. Унта Сашка пилĕк уйăх выртать. Сипленсе çитеймесĕ- рех вăл чееленсе: «Хула урамĕпе уçăлса килем-ха», – тесе танкистсемпе тарать.

Сан Саныч хăйĕн полкне Польшăра, Варшава çывăхĕнче хăваласа çитет. Ăна танк экипажне йышăнаççĕ. Пĕррехинче вăл тахçан хăйне задание янă подполковник-летчика ăнсăртран тĕл пулать. Лешĕ хĕпĕртесе ÿкет, «Эпĕ сана çур çул шыратăп. Чĕрех пулсан тупма сăмах патăм!» – тет. Сашка авиаполкра «вăрттăн турата» сирпĕтнĕ летчиксемпе паллашать. Ăна шăккалатпа сăйлаççĕ, самолетпа ярăнтараççĕ. Кайран пĕтĕм авиаполк умĕнче савăнăçлă самантра Сан Саныча 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе чыслаççĕ.

1945 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Сашăн танкне тапăнаççĕ. Хальхинче вара пĕтĕм экипаж пĕтет, Сашка çеç юлать. Суранланнăскере госпитале çитереççĕ. Шăпах çакăнта вăл çĕнтерĕве кĕтсе илет.

Чи шиклентерекен тĕл пулу

Мускава Сан Саныч 1945 çулхи çулла таврăнать. Беговая урамĕнчи тăван килне кĕме ниепле те хăюлăх çитереймест вăл... Амăшĕ ăна киле тавăрасран хăранипе вăл ун патне çыру та çырман-çке! Мĕн чухлĕ кулянтарнине хăех ăнланать...

Разведкăра вĕрентнĕ пек шăппăн кĕрет вăл килне. Анчах амăшĕн чĕри питĕ сисĕмлĕ иккен. Пĕр вăхăт тĕпренчĕкне куç илми сăнаса тăнă хыççăн:

– Туртатăн-и? – ыйтать амăшĕ тинех.

– Аха! – чунĕ çемçелсе килнине палăртас мар тесе суять Сашка.

– Эсĕ мĕн тери пĕчĕкскер, Тăван çĕр-шыва сыхланă! Эпĕ санпа мăнаçланатăп, – тет амăшĕ. Текех иккĕшĕ те куççульне чараймаççĕ...

Александр Александрович Колесников çинчен илемлĕ фильм та ÿкернĕ. «Ку разведкăра пулнă» ятлă вăл. Ачасем, сирĕн ăна курмаллах!

Евгений ФИЛИППОВ çырнине куçарнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.