Комментари хушас

18 Чÿк, 2016

Ылтăн «урта»

Çак çамрăксем Раççейĕн нумай регионне çитнĕ — ломбардсене çаратса çÿренĕ. Чăваш полицейскийĕсем тăрăшнипе вĕсен криминаллă çулçÿревĕ тинех вĕçленнĕ.

Шупашкарта çамрăксем Гагарин урамĕнчи ломбарда /сăнÿкерчĕкре/ куç хывнă. Унта кĕнĕ, пысăк та хаклă /пĕтĕмпе 45 пин тенкĕлĕх/ ылтăн япаласене тăхăнса пăхнă та — тухса тарнă. Ломбард ĕçченĕсем вĕсем хыççăн чупнă-ха, анчах хăваласа çитеймен.

Ĕç-пуçа тĕпченĕ май ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн сотрудникĕсем ку каччăсем ломбарда ăнсăртран пырса кĕменнине çирĕплетнĕ — тем тесен те тĕплĕ хатĕрленнĕ. Çаратиччен темиçе кун маларах преступниксенчен пĕри кунта разведкăна килсе кайнă — ăна видеосăнав камери ÿкерсе юлнă. Сăнĕпе Кавказ çынни евĕрскер сентресене кăна мар, кунта ĕçлекенсене те, суту-илÿ учрежденийĕн пÿлĕмĕсен уйрăмлăхне те сăнанă. Хула тăрăх вĕсем таксипе çÿренĕ, ломбарда тапăннă хыççăн та тара илнĕ машинăпах тарса пытаннă. Такси вĕсене Энгельс урамĕнче кĕтсе тăнă.

Оперативниксем икĕ тус Шупашкартан çав машинăпах Чулхулана çул тытнине тĕпчесе пĕлнĕ. Чăваш полицейскийĕсем «ылтăн туристсем» пирки унти ĕçтешĕсене асăрхаттарса хунă. Анчах пысăк хулара «гастролерсем» валли капкăн йĕркелесси ансат мар. Чулхулара черетлĕ ломбарда çаратнă хыççăн вĕсем Владимир хулине вĕçтернĕ. Вырăнти полици çулçÿревçĕсене унта кĕтнĕ ĕнтĕ. Вырăспа Кавказ çамрăкĕ çак хулапа паллашассине те унти ломбардсене пăхса çаврăннинчен пуçланă. Пĕрне кĕнĕ те — унта пысăк та кĕрнеклĕ хуралçă ларать иккен. Кунтан тÿрех тухса вĕçтернĕ. «Ансатрах» заведени шыраса тупнă. Ăна хăнăхнă сценарипе çаратнă — пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Анчах ку хутĕнче хулари йĕркелĕх хуралçисем вĕсене «трофейсемпе» тухса тарма паман. Тытса чарнăскерсене тĕрĕсленĕ май çумĕнче Чулхулара çаратнă ылтăн япаласене те тупнă.

Уголовлă шырав управленийĕн оперушкăнĕ иккĕшне те Чăваш Ен тĕп хулине илсе килнĕ. Пĕри çул çинчех «ылтăн çулçÿрев» саманчĕсене уçăмлатма тытăннă. Омск çамрăкĕсем саккунпа урлă пулнă май иккĕшне те унти право хуралĕн органĕсем надзор йĕркипе сăнаса тăнă. Анчах çу уйăхĕн вĕçĕнче туссем никама асăрхаттармасăр Çĕпĕрти хуларан «командировкăна» тухса кайнă. Рольсене пайланă: Кавказ çамрăкĕ ломбардсене сăнанă, вĕсенчи ювелир изделийĕсене хакланă, тусĕ вара ăнăçлă «операцисем» хыççăн мĕнле çулпа тармаллине палăртнă. Çапла майпа икĕ тус тăван Омск хулинчи, Екатеринбургри, Челябинскри, Ĕпхÿри, Стерлитамакри, Оренбургри, Самарти, Сызраньти тата Йошкар-Олари ломбардсене çаратнă. Шупашкара та кĕмен тĕк, тен, «гастролерсен» Раççей хулисем тăрăх хывнă çулçÿревĕ вĕçленместчĕ те пуль. Кашни хуларах вĕсем 30-50-шар пин тенкĕлĕх ылтăн вăрланă. Черетлĕ хулана çитсенех маларах çаратнă «трофейсене» сутнă.

Следовательсем халĕ «турне» саманчĕсене уçăмлатаççĕ. Анчах паллă ĕнтĕ: çул çÿреме кăмăллаканскерсен кĕçех пĕр вырăнта тĕпленме тивĕ — чылай çуллăха.

Ольга ПАВЛОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.