Вĕрентекен пур чух вĕренсе юл
Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкулта ĕçлекен Ираида Лещева 35 çула яхăн «Илем» кружок ертсе пырать. Ачасене ал ĕç тума вĕрентет.
«Технологи урокĕнче çыхма-тĕрлеме май çук - урăх программа. Çавăнпа та вĕренекенсем ĕç çумне çыпçăнччăр тесе кружока пăрахмастăп», - терĕ 4-мĕш класс ачисене вĕрентекенскер.
Технологи урокĕ эрнере пĕр сехет çеç. Хальхи вăхăтра ачасем программăпа пассажир вакунĕ ăсталанине пĕлтерчĕ Ираида Сергеевна. «Ара, хут çыпăçтарнипе мала каяймăн, - пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл. - Арçын ачасем мастерскойне каясшăн тапăртатса тăраççĕ. Пăта çапма, савапа савалама килĕшет вĕсене. Хĕр ачасем те йĕппе çип тытасшăн».
«Хулă чухне авмасан патак пулсан авасси хĕн» тенешкел ачана пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтармалла. Унсăрăн кая юлать. Çак тĕллевпех ĕнтĕ вăл «Илеме» йĕркеленĕ. Унта пуçламăш класра вĕренекенсем те, аслисем те çÿреççĕ. Хĕрсемпе пĕрлех каччăсем те. Алса-чăлха çыхасси, тĕрлесси вĕсемшĕн ют мар. Анчах юлашки вăхăтра çамрăксене ытларах телефон кăсăклантарнине те пытармарĕ. «Тăхтав вăхăтĕнче те пĕр-пĕринпе калаçмаççĕ, çак интернет вĕсене «çисе ярать» пулĕ», - чунран кулянчĕ вĕрентекен.
Паллах, ачасене ĕç çумне ашшĕ-амăшĕ, учитель çыпăçтармасан - кам вĕрентĕ? Хăй те ал ĕçне аслисенчен хăнăхнă. Сăмахран, канвапа тĕрлеме ăна Раиса аппăшĕ вĕрентнĕ, кăлачăна вара - Василиса Осипова. Вĕсене паянхи кунччен тав сăмахĕ калать вăл.
Асламăшĕ те ăста çын пулнине аса илчĕ Ираида Сергеевна. Асăннă районти Анат Тăрмăшĕнче пурăннă вăл. Ял çынни ăна «Аннушка аппа» тесе хисепленĕ. «Унăнни пек сурпан никамăн та пулман тетчĕç. Алă вĕççĕн тунăскерĕн эрешĕсем мĕне тăратчĕç!» - аса илчĕ çывăх тăванне хĕрарăм. Асламăшĕ вилни те тахçанах, анчах унăн ячĕ паян та çĕр çинче пурăнать. Аслă ăру ăна халĕ те ырăпа аса илет.
Ачасене хушпу-тухья, масмак, пиçиххи ăсталама та вĕрентет вăл. Ĕлĕк кашни хĕр ача валли амăшĕ тухья тунă. Хĕрĕ çитĕннĕçемĕн ку ĕçе хăй те хутшăннă. Çакна шута илсе 2-3-мĕш класра вĕренекенсемпе çи-пуç хатĕрлеме тытăннă. Мĕн тетĕр? Чиперех ăсталанă ăна хăшĕ-пĕри. Акă Евдокия Базунова хăйĕн ĕçĕпе районти уява та хутшăннă.
Кружока çÿрекенсем шкул пахчинче вăй хураççĕ. Çуркунне чечек акаççĕ, кĕркунне лаптăка тасатаççĕ. Маларах çакна ĕç урокĕнче пурнăçланă. Вăл программăра та пулнă. Халĕ ял ачине çĕртен пистерсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа вĕсене пахчара ĕçлеме те хăнăхтарать учитель.
Ял хĕрарăмĕн темĕн тума та пĕлмелле. Çитменнине вĕрентекенĕн. Ал ĕçне кăмăллакан Ираида Сергеевна ача-пăчана та çак тĕлĕшпе «чирлеттерет». Акă 3-мĕш класра ăс пухакан Мария Давыдова кĕске вăхăтрах чылай тĕрĕ тĕрленине пĕлтерчĕ. Кунта вара вĕрентекенĕн те тÿпи пурах.
Валентина ПЕТРОВА.