Комментари хушас

16 Чÿк, 2016

ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПУЛĂШАТЬ

Эмел курăкĕсем чылай чиртен сипленнĕ чухне паха витĕм кÿреççĕ. Килти аптечкăра эсир лайăх пĕлекен курăксем, настойкăсемпе çусем пулмаллах. Хăшĕсем кирлĕрех-ха?

Эхинацея

Витĕмĕ: эхинацея иммун тытăмĕн ĕçне лайăхлатать, инфекцисемпе кĕрешет, шыçнине чакарать, вар-хырăм аптратсан пулăшать.

Иммунитет валли. Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, термоспа çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Виçĕ сăтăрккăпа пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс — 10 кун, пĕр эрне тăхтанă хыççăн çак схемăпах тата икĕ курс ирттермелле.

Гастрит, апатпа наркăмăшланни. Эхинацейăн 1 чей кашăкĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Термоспа çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — 10 кун.

Асăрханăр: ача кĕтнĕ тапхăрта, аутоиммун чирĕсем, атеросклероз, туберкулез аптратсан эхинацейăпа сипленме юрамасть.

Шăнăр курăкĕ

Витĕмĕ: шăнăр курăкĕ /подорожник большой/ пыршăлăх ĕçне йĕркелет, наркăмăшсемпе шлаксене кăларать, шыçнине ирттерет, манкана çемçетет, юна тасатать.

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит. Вĕтетнĕ типĕ 3 чей кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 8 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Суран, ÿт кĕсенленни. Шăнăр курăкĕн типĕ çулçисене вĕтетмелле. 1 апат кашăкĕ порошока 2-3 тумлам тип çупа, унтан 1:6 шайлашупа вазелинпа хутăштармалла. Маçа сурана, кĕсене кунне икĕ-виçĕ хут сĕрмелле.

Асăрханăр: хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк, язва чирĕ, юн кĕвелеслĕх пысăк, тромбсем пур, аллерги, астма чухне шăнăр курăкĕпе сипленме юрамасть.

Календула

Витĕмĕ: антисептик, шыçнине сиплеме, сурана ÿт илме пулăшать. Хытаракан, ват шĕвекне хăвалакан, лăплантаракан витĕмпе палăрса тăрать, чĕре ĕçне лайăхлатать, юн пусăмне чакарать.

Юн пусăмĕ ÿсет /гипертони/. Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ календула чечекне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Курс — юн пусăмĕ йĕркене кĕрсе çитиччен.

Ÿте кастарсан, тăм илсен, суранран. Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ чечеке 1 стакан шурă эрехе ямалла, 1 эрнерен сăрăхтармалла. Сиенленнĕ ÿт çине кунне 2 хут настойкăпа примочка хумалла. Курс — сываличчен.

Асăрханăр: ача кĕтнĕ тапхăрта, гипотонипе, брадикардипе аптрасан календулăпа сипленме юрамасть.

Эмел курăкĕ

Витĕмĕ: эмел курăкĕ /ромашка лекарственная/ аппетита, хырăмлăх сĕткенĕ тухассине вăйлатать, апат ирĕлессине лайăхлатать, пыршăлăхра газ пухăнассине чакарать, хутлатнине ирттерет, шлаксемпе наркăмăшсене кăларать. Вирус чирĕсем чухне сывалассине хăвăртлатать.

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит. 1 апат кашăкĕ типĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 1 эрне.

Ангина. Вĕтетнĕ типĕ эмел курăкĕн чечекне 3 пай илсе 2 пай çăка чечекĕпе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Шĕвекпе пыра кунне 2-3 хут чÿхемелле.

Асăрханăр: хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк, варвитти, аллерги чухне эмел курăкĕпе сипленме юрамасть.

Сар çип ути

Витĕмĕ: сар çип ути /зверобой обыкновенный/ бактерисемпе кĕрешет, антисептик пулса тăрать, ыратнине ирттерет, сурана ÿт илтерет, шăк, ват шĕвекĕ хăвалать.

Ват хăмпин шыççи /холецистит/. Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Ирхи апатчен çур сехет маларах — çур стакан, унтан тата виçĕ хут кашни апат хыççăн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 1 эрне.

Асăрханăр: гипертони чухне, ача кĕтнĕ тапхăрта, ача юласран хÿтĕлекен контрацептивсем, чĕре препарачĕсем, антибиотиксем ĕçнĕ вăхăтра сар çип утипе сипленме юрамасть. Унсăр пуçне виçене çирĕп пăхăнмалла, хĕвел çинче нумай пулмалла мар — сар çип утин препарачĕсем ÿтĕн ультрафиолета йышăнас сисĕмлĕхне вăйлатаççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.