Комментари хушас

15 Чÿк, 2016

Ярославльти тĕлпулусем республикăна аталантарма çĕнĕ хăват парĕç

Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ярославльте Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх канашĕн президиумĕн тата Патшалăх канашĕ çумĕнчи субъектсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстермелли мерăсем енĕпе ĕçлекен консультаци комиссийĕн Раççей Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларăвне хутшăннă.

РФ Президенчĕ ПК консультаци комиссийĕн йышĕнче инвестицисемпе лайăх ĕçлекен регионсен пуçлăхĕсем пулнине, вĕсен опычĕ ытти субъектшăн усăллине палăртнă. «Бизнесшăн хăтлă условисем йĕркелесси — экономикăри тата социаллă сферăри ÿсĕмсен тĕп условийĕ», — тенĕ Владимир Путин.

«Инвестицисемпе ăнăçлă ĕçлекен регионсенче ытлашши административлă чăрмавсем сирĕлеççĕ, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли процедурăсем ансатланаççĕ, вĕсене электрон мелпе пурнăçлаççĕ. Çавна май бизнес аталаннине кура налук калăпăшĕ ÿсет, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем çуралаççĕ. Чи лайăх практикăсене ĕçе кĕртнĕ май федерацин мĕнпур субъекчĕн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстермелли шанăç çирĕпленет», — палăртнă Владимир Владимирович.

Инвестицисене пысăклатмалли мерăсене сÿтсе явмашкăн Патшалăх Канашĕн ларăвĕ тĕлне регионсем çĕр лаптăкĕсене кадастр енĕпе шута илес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен опычĕ ку енĕпе çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри тесе палăртнă, республика лидер-регионсен ТОП-5 йышне кĕнĕ.

Аса илтерер: 2016 çулта Регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Республики федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 9-мĕшĕнчен 6-мĕш вырăна хăпарнă, Атăлçи округĕнче вара Тутарстан хыççăн 2-мĕш вырăн йышăннă. «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн президенчĕ Алексей Репик çак организацин юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ съезчĕн мероприятийĕсен вăхăтĕнче «Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев — регион хăйĕн предпринимателĕсемпе вăйлă пулнине ăнланакан ертÿçĕ» тенĕччĕ.

ПК президиумĕн тата консультаци комиссийĕн пĕрлехи ларăвне федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен, общество организацийĕсен, федераци субъекчĕсен ертÿçисем хутшăннă. Лару умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсенчен чылайăшĕнпе курнăçса калаçнă.

Михаил Васильевич РФ Правительствин пĕрремĕш вице- премьерне Игорь Шувалова Чăваш Ене пулăшнăшăн, Канаш хулине монохуласен шутне кĕртнĕшĕн, муниципалитета, унăн экономикине аталантарма 7 миллиард тенкĕ патнелле уйăрнăшăн тав тунă. Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр хулисем асăннă программăна кĕнĕ май çак муниципалитетсенче ĕçсĕрлĕх шайне палăрмаллах чакарни çин-чен каланă.

Вице-премьерпа — Правительствăн регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн пред-седателĕпе Дмитрий Козакпа Чăваш Ен федерацин влаç органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев РФ финанс министрне Антон Силуанова республикăн виçĕ çуллăх бюджетне ЧР Патшалăх Канашне тишкерме пани çинчен пĕлтернĕ. Антон Силуанов Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пĕрлехи бюджета йĕркелессипе, общество финансĕпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ĕçне пысăка хурса хакланă. Федераци бюджетне тÿрлетÿсем кĕртнĕ май Чăваш Ен 250 миллион тенкĕрен кая мар хушма укçа илессине çирĕплетнĕ. Федераци бюд-жечĕ 10% пĕчĕкленнине пăхмасăр Чăваш Республики кăçал Мускавран каялла тавăрса памалла мар 16 миллиард тенкĕ ассигновани илет, çакă пĕлтĕрхинчен 5% нумайрах. Финанс министрĕпе çавăн пекех коммерци кредичĕсене бюджетран илекен кивçенпе улăштарассине сÿтсе явнă. Республика хăйĕн федераци бюджечĕ умĕнчи обязательствисене туллин пурнăçланине палăртнă.

Промышленноç министрĕпе Денис Мантуровпа курнăçнă май Михаил Игнатьев Чăваш Енре промышленноç производствин кăçалхи 9 уйăхри индексĕ 110,8% çитнине пĕлтернĕ. «Трактор за-вочĕсем» концерн предприятийĕсем ĕçлейменнине пăхмасăр çак ÿсĕме электротехника кластерĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх предприятийĕсем, оборона саккасĕсем тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех промышленноç министрĕ Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă.

Энергетика министрĕпе Александр Новакпа республикăн электротехника кластерне малалла аталантарас, Чăваш Енри предприятисем туса кăларакан продукципе Раççейĕн энергетика системисен киберхăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусене тишкернĕ.

Пĕтĕм Раççейри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕн президенчĕ Александр Калинин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе калаçнă май республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшас енĕпе мĕнле ĕçленипе кăмăллă пулнине палăртнă. Вăл Чăваш Енре çак сфера экономика аталанăвне тĕревленине çирĕплетнĕ. Александр Калининпа, «Ĕçлĕ Раççей» президенчĕпе, РФ Общество палатин инвестици климачĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕпе Алексей Репикпа, Раççейри Промышленниксемпе предпринимательсен союзĕн президенчĕпе Александр Шохинпа пĕрле Чăваш Енре Республика кунне уявланă вăхăтра Раççей шайĕнчи пĕрлехи мероприяти йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă.

Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйпа Борис Титовпа пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем тĕлĕшпе тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕсене чакармалли ыйтусем пирки калаçнă.

Тюмень облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Владимир Якушевпа икĕ регион пĕр-пĕрин патне делегацисем ярас пирки калаçса татăлнă. Чăваш Ен Тюменьсене çитес çул Республика кунне йыхравлать. Владимир Якушев вара Чăваш Ен делегацине Тюмень облаçĕнче çуллен çу уйăхĕнче иртекен, халăхсен туслăхне халалланă «Туслăх кĕперĕ» уявра кĕтет.

К.АНДРЕЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.