Комментари хушас

15 Чÿк, 2016

Сире яваплăхпа тÿрĕкăмăлшăн пуç таятпăр

Чăннипех — «карап çинчен — бала» тенĕ пек: тулта япăх çанталăк — çумăр пĕрĕхет, пăрлак, Оперăпа балет театрĕн фойине кĕретĕн те — чăн-чăн уяв! Кăкăр тулли орден-медаль çакнă пакунлă çынсем, вĕсен çывăх çыннисем... Кĕçнерникун кунта Чăваш Ен полицийĕ Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунне паллă турĕ.

Милици историне /иртни пирки каланă чух «полици» теме чĕлхе çаврăнмасть-ха/, ШĔМĕн паянхи ĕç-хĕлне халалланă курав та йĕркеленĕ. Йĕркелĕх хуралçисене саламлама килнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн «тĕп полицейскийĕпе» Сергей Неяскинпа пĕрле кураври техникăпа кăсăкланса паллашрĕ. Калăпăр, çулсем çинчи йĕркелĕхе тивĕçтерме усă куракан видеокамерăсем. Вĕсемпе тивĕçтерекен фирма представителĕ Чăваш Ен çак техникăпа усă курас енĕпе ăнăçлă ĕçленине çирĕплетрĕ. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть — техника çĕнелсех пырать. Сăмахран, хăвăртлăха виçмелли «Скат» комплекс. Унпа нумаях пулмасть хута янă «Байкал» трасса çинче пуçласа усă курнă-мĕн. Транспортăн пĕр вырăнти хăвăртлăхне кăна виçмест — «км-сехетсене» çул тăршшĕпех шута илет. Çавна май хайхи трасса çинче çулталăк тăршшĕнче çын вилнипе çыхăннă пĕртен-пĕр авари пулнă-мĕн. Буряти вара аварисен шутне чакарас енĕпе Раççейри субъектсен хушшинче мала тухнă. Çакăн çинчен каласа панине Михаил Васильевич интересленсе итлерĕ те — фото-, видеофиксаци техникипе тата та анлăрах усă курасси пирки иккĕленÿ çук.

Уявăн официаллă пайĕ полици ĕç-хĕлĕпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Полицин мăнаçланмалли пур. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре пурăнакансене телефонпа шăнкăравласа улталакансем нушалантарсах çитернĕччĕ. Ултавçăсене тупса явап тыттарасси вара уксахлатчĕ. Ку енĕпе халь улшăнусем пур. ШĔМ тытăмĕнче çакнашкал тĕслĕхсемпе ĕçлекен пай туса хунин усси куçкĕрет. Самар, Курган, Челябинск, Хусан, ытти хула çыннисем республикăра пурăнакансене улталанипе çыхăннă 120 преступление уçса пама пултарнă. Интернетпа усă курса улталанă чикансем те çакланнă — вĕсем тунă 29 преступлени тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç судра ĕнтĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче алăксем туса кăларакан фабрикăна тапăннă хурахсене те тытса чарнă. Вĕсем хуралçа хĕненĕ, çыхса пăрахнă, кассăран 140 пин тенкĕ çаратса кайнă. Çапах сĕмсĕр преступленисене ытларах чухне «гастролерсем» тăваççĕ. Омск çыннисене, Шупашкарта ломбарда тапăнса çаратнăскерсене, сиенсĕрлетнĕ. Чăваш Ене киличчен вара вĕсем тата вунă регионта çакнашкал преступленисем тунă иккен. Унта тытайман, кунта çакланнă. Чăваш Енре суя укçа сарнă çынсене тытса чарнă ăнăçлă тĕслĕхсем те пур. Çĕнĕ Шупашкарта ютран килнĕ пĕр арçынна тытнă — çумĕнче 5 пин тенкĕлĕх суя 90 купюра пулнă.

Паллах, салам нумай пулчĕ. Хăйнеевĕрлĕх те пур: малтанах ЧР ШĔМĕн унчченхи министрĕсен видеосаламĕсем пулчĕç. Отставкăри милици генерал-майорĕ Михаил Киселев саламларĕ — вăл паян ШĔМ ветеранĕсен общество организацине ертсе пырать. Петр Долгачев — сăнĕнче çулсем иртни палăрать. Вăл та отставкăра иккен. Чăваш Ен милицине 95-97-мĕш çулсенче ертсе пынăскерĕн вашаватлăхне аслă ăрури полицейскисем паян та ăшшăн аса илеççĕ. Черетпе Вадим Антонов пулмаллаччĕ ĕнтĕ — шел, унăн саламĕ янăрамарĕ.

Сергей Семенов — унпа сывпуллашнăранпа çулталăк кăна иртнĕ те, паллах, нимĕн чухлĕ те улшăнман. Вăл паян та эрнесерен Чăваш Ен полицийĕн сайтне кĕрсе унăн ĕçне сăнасах пыни çинчен каларĕ, ЧР ШĔМĕ çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнĕ май унчченхи ырă йăласене те упранăшăн савăннине палăртрĕ. Интереслĕ самант: видеоÿкерчĕкре Сергей Евстафиевич хыçĕнче «Магнитогорскри металлурги комбиначĕ» тесе çырни курăнать. Чăваш Енрен кайичченех хăйĕн тăван тăрăхне таврăнать тесе калаçатчĕç çав — полицири службăпа сывпуллашса чăнласах асăннă комбинатра ĕçлеме пуçланă иккен.

Сергей Неяскин вара хăйне пăхăнса тăракансене чи малтанах ĕçе парăннăшăн тав турĕ. Вăл иккĕленмест: полици формине тăхăннă çын чи малтан саккунпа тĕрĕслĕхе сăнарлать — çакна тÿрре кăлармалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май республика полицийĕ хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланине палăртрĕ. Ĕç тухăçлăхне кăтартаканни — кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче Чăваш Енре преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 9% чакни. Федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн саламне вуласа пачĕ, пакунлă çынсене тÿрĕ кăмăллă службăшăн тав турĕ.

Сцена çине профессионализмпа, ĕçри тăрăшулăхпа палăрнă полицейскисем пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ — вĕсем тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Пакун çинчи пысăк çăлтăрсене тивĕçме ĕлкĕрейменнисенчен пуçласа генерал таран: Михаил Киселев, Андрей Тимофеев, Сергей Тарасов, Наталия Лекарева, Сергей Игнатьев, ыттисем... Çак йышра Чăваш Ен полицийĕн пуçлăхĕн оперативлă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Александр Николаев та пулчĕ. Вăл «Чăваш Республикин шалти ĕçсен органĕсен тава тивĕçлĕ сотрудникĕ» ята тивĕçнĕ пирвайхи полицейски. Çак ята Патшалăх Канашĕ иртнĕ уйăхра кăна саккунпа çирĕплетнĕччĕ.

...Экран çине вара хушаматсем тухаççĕ — служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пурнăçран уйрăлнă ентешсем... Чылайăшĕ — Çурçĕр Кавказра боевиксемпе тытăçса пуç хунăскерсем. 1991 çултанпа ЧР ШĔМĕн 64 сотрудникĕн пурнăçĕ служба тивĕçĕсене пурнăçланă чух татăлнă. Хушаматсем черетпе çÿлелле çĕкленсе пынă май пĕчĕкленсе пыраççĕ те çăлтăрлă тĕттĕм кăвак тÿпере çухалаççĕ. «Турăçăм, тÿпене йышăнсам вĕсене» юрă сăмахĕсем хурлăхлăн янăраççĕ. Çак самантра залра ларакан кашни çын куçĕсем шывланчĕç пуль.

 Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.