Комментари хушас

15 Чÿк, 2016

«Укçа çукки çын прависене пăснине тÿрре кăлармасть»

Пирĕн ыйтусене республикăн Çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Юрий КРУЧИНИН хуравлать

Хăратас тĕллев çук

— Юрий Сергеевич, тÿрех кăнттам ыйту парам-ха: граждансен прависене хÿтĕлемешкĕн прокуратура пур, çав вăхăтрах сирĕн институтăн та ĕçлеме тивет — апла тăк прокуратура ĕçлесе çитереймест-и?

— Çук, апла мар. Прокуратура саккунлăха тивĕçтерет. Калăпăр, прокурор СИЗОна килет те çынна унта хупса усранин саккунлăхне тĕрĕслет, суд е следстви органĕн тивĕçлĕ йышăнăвĕ пур-и — çакнашкал самантсене тĕпчет. Пирĕн тĕллев вара урăхларах: унта çынна мĕнле условисенче усраççĕ, санитарипе йăла условийĕсем тивĕçтереççĕ-и, йĕркеллĕ апатлантараççĕ-и — чи малтанах çакăнпа интересленетпĕр.

— Анчах прокурор явап тыттарма пултарать, уполномоченнăйăн вара унашкал полномочи çук — сирĕнтен хăрамĕç...

— Хăрама кирлĕ те мар, анчах пирĕн сĕнÿсемпе асăрхаттарусем вырăнлă пулнине кура вĕсене пурнăçламалла. Пирĕн тĕп хĕç-пăшал — уççăнлăх, эпир асăрхакан çитменлĕхсем пирки халăх пĕлет те — çав министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисен тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума тиветех. Сăмах май, хайхи прокурорсемех малтанхи вăхăтра пирĕн çине чалăшшăнрах пăхма хăтланни сисĕнетчĕ: çÿретĕр кунта эпир пурнăçлакан ĕçе тепĕр хут туса... Анчах эпĕ çак должноçа йышăннăранпа кĕçех тăватă çул çитет — çак тапхăрта хамăра хисеплеме хăнăхтартăмăр тенĕ пулăттăм. Çук, эпир вĕсен полномочийĕсен картине кĕместпĕр. Тĕрме-колонире, изоляторсенче, ытти çĕрте пулнă май чи малтанах гуманизм, пĕртанлăх, тĕрĕслĕх принципĕсене пăхăннипе кăсăкланатпăр. Прокуратура представителĕсемпе пĕрле те çÿреме тивет те — халь тепĕр чух хăйсем те йышăнаççĕ: эпир çак ĕçре хăшпĕр енĕпе «суккăрланатпăр» çав, эсир вара вак-тĕвек пек туйăнакан самантсене те куçран вĕçертместĕр — тĕрĕс, гуманизм теми те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Тепĕр енчен, мĕн пытармалли, прокуратура саккунлăх хуралĕнче тетпĕр пулин те хăш чухне вăл яваплăх мерисем йышăнассин вырăнлăхĕпе уссине те тĕпе хурать. Сăмахран, вăл е ку ĕçе пурнăçлама укçа çук тăк — яваплăх мерисенчен мĕн усси? Пире вара кунашкал ыйтусем канăçсăрлантармаççĕ. Çапла, экономика условийĕсем ансат маррине эпир те ăнланатпăр, анчах патшалăх граждансен умĕнче хăйĕн çине илнĕ социаллă обязательствăсене пурпĕр пурнăçламалла. Укçа çителĕксĕррипе, экономикăри кăткăслăхпа тÿрре тухма юрамасть. Çакă — уполномоченнăй институчĕн ĕçĕн пĕлтерĕшĕ.

Авă, республикăн Шалти ĕçсен министерстви администрацин чаплă корпусне çĕклеме вăй çитерет. Апла тăк мĕншĕн вăхăтлăх хупса усрамалли изоляторсенче йĕрке тăвас мар? Унта та çынсем вĕт. Асăрхăр: хальлĕхе — айăпне çирĕплетмен çынсем...

Ристан валли — садикри пек пĕчĕк пукан

— Çав изоляторсем тĕлĕшпе ÿпкев пур-им?

— Пур. Эпир — çав заведенисенче çынсене хупса усрамалли условисен пĕрлехи стандарчĕсемшĕн. ШĔМ тытăмĕнче — çавнашкал 16 изолятор, Шупашкарти ятарлă приемник. Тата — шалти ĕçсен кашни пайĕнчех тытса чарнисене хупмалли пÿлĕмсем. Унта сахал çын пулать, вĕсенчи ĕç-пуçа пĕлекен çын нумай мар. Тепĕр тесен иртнĕ çулта, тĕслĕхрен, вăхăтлăх изоляторсемпе спецприемнике 12,2 пин çын лекнĕ. Эпир те вĕсенче пулатпăр. Пĕтĕмлетÿ çапларах: енчен те 70-80 сантиметр çÿллĕш сĕтел пулмалла тăк — вăл пулмаллах. Юсанмалли мĕнпур заведение çавнашкаллисемпе тивĕçтермелле. Пукансем те йĕркеллисем пулмалла — ача садĕнчи пек 20-30 сантиметр çÿллĕшшисем мар, хăшпĕр ИВСра эпир шăпах çавнашкаллисене курнăччĕ. Йĕркеллĕ краватьсем пулмалла — сеткăллисем, анчах хăмаран тунă нарсем мар. Хальлĕхе вара пĕр çĕрте апла, тепĕр çĕрте капла — пĕрлехи çирĕп стандартсене пăхăнмаççĕ, çавăнпа çынсем нушаланаççĕ. Паллах, хăмаран тунă нарсем ведомство хушăвне хирĕçлемеççĕ, анчах çак норма акчĕ кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кивелни куçкĕрет. Сăмах май, уголовлă айăплава пурнăçлакан системăн следстви изоляторĕсенче çавнашкал нарсем тахçанах çук ĕнтĕ.

2015 çулта Комсомольскинчи ИВС­ра ятарлă контингент условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçланă — 1 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Анчах ку çеç çителĕксĕр. Çавăн пекех эпир Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ÿсĕрсене изоляцилемелли ятарлă учрежденисем кирли пирки чылайранпа калаçатпăр. Сиплев учрежденийĕсенче йĕркеленĕ вырăнсем тивĕçтермеççĕ. Тĕрĕссипе, урăлтаркăчсене хупни полицишĕн кăна мар, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсемшĕн те йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Ÿсĕр пациентсемпе медперсонала ĕçлеме йывăр.

— Тĕрме-колони тенĕрен, хăй вăхăтĕнче камерăсем хĕсĕкки пирки ÿпкелешсе калаçни асра: ристансем йышлă — лаптăк çитмест...

— Паян ытлашши лимитпа çыхăннă çивĕч ыйту çук ĕнтĕ. Унччен, çапла, хĕсĕкчĕ. Анчах кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне, сăмахран, ФСИН­ăн Чăваш Енри управленийĕн юсанмалли учрежденийĕсемпе следстви изоляторĕсенче 6,5 пин ытларах çын пулнă. Вĕсем йышăнма пултаракан пĕтĕмĕшле лимит вара — 8240 вырăн. Танлаштарма: 2010 çулта ятарлă контингент йышĕ 11 пин çын патнеллех çитнĕ.

Паян судпа айăпласа ирĕклĕхсĕр хăварнисен йышĕ чакса пырать. Уголовлă яваплăхăн альтернативлă тĕсĕсемпе усă курнин витĕмĕ палăрать: килти арест, обязательнăй майпа, ирĕксĕрлесе ĕçлеттерни. Çавна май тепĕр чухне хайхи учрежденисен пуçлăхĕсем ÿпкелешнине те илтме тивет: «çÿлтен» паракан производство планĕсене пурнăçлаймастпăр — çын çитмест...

— Темиçе çул каялла вара вĕсем ристансене ĕçпе тивĕçтермешкĕн саккассем çуккишĕн пăшăрханатчĕç.

— Паян ĕç пур, патшалăх саккасĕсем нумай. Уйрăмах — хĕрарăмсен колонийĕсенче: тĕрлĕ вăй тытăмĕ, ытти ведомство валли тумтир çĕлеççĕ.

— Сăмах май, киввисем авалхи çуртсенче вырнаçнине кура çĕнĕ СИЗО пулмалли пирки хăçантанпах калаçаççĕ ĕнтĕ. 2017 çулта хута каймалла тенине те астăватăп. Шантарни тÿрре тухать-и?

— Чăнах та, 17-мĕш çулта хута яма палăртнăччĕ. Анчах экономикăри ансат мар условисене шута илсен 18-мĕшĕнче хута кайсан та аван пулать тейĕттĕм. Тĕп корпуссене çĕкленĕ, анчах строительство ĕçĕсем вĕçленмен-ха. Çапах строительсем хăйсен ĕçне вĕçлесен те тÿрех хута каяймĕ-ха: пурăнмалли çурт мар вĕт — ятарлă учреждени пулнă май унта тивĕçлĕ оборудовани пулмалла, çавăн хыççăн тин ристансене йышăнайĕ. Чăн та, строительство ĕçĕсем аван пыраççĕ. Манăçнă гражданла объектсенчи ĕçсемпе танлаштарсан — чылай хăвăртрах.

Пуянпа чухăн — ик тĕнче-и?

— Çапах та, Юрий Сергеевич, хăш сферăсенче çын прависене пăснин тĕслĕхĕ нумайрах — классификацилеме пулать-и?

— Çын прависем тени анлă ăнлав пулнă май вĕсене пăснин тĕслĕхĕсем те тĕрлĕ çĕрте пулма пултараççĕ. Экономика кризисне кура регионсем халăх умĕнчи социаллă обязательствăсене чакарас еннелле сулăнни сисĕнет. Регион ăнăçлăхĕ вара чи малтанах унта пурăнакансен ырлăхĕпе, вĕсем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнлерех туйнипе никĕсленет. Граждансен социаллă хÿтлĕхĕн шайĕ шăпах халăх пурнăçĕн пахалăхне кăтартакан барометр пулса тăрать. Экономика лару-тăрăвĕ мĕн чухлĕ кăткăсрах — çынсем хăйсен прависене пăснине, тĕрĕсмарлăха çавăн чухлĕ çивĕчрех туяççĕ. Çавăнпа омбудсменăн шăпах хÿтлĕх ыйтăвĕсемпе ытларах ĕçлеме тивет.

Хальлĕхе патшалăхăн халăх енчен шанăç кредичĕ пур-ха, çакă кризис условийĕсенче социаллă программăсене чакарма май парать. Анчах бюджетăн пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕпе пахалăхĕ чакни кайран çынсен вĕренÿпе культура, сывлăх шайĕн деградацийĕ патне илсе пыма пултарассине те ăнланмалла. Раççейре юлашки 25 çулта пуянсемпе чухăнсен тупăшĕн уйрăмлăхĕ ÿссе кăна пырать. 1990 çулта уйрăмлăх 4,5 хут пулнă, халь — 16,5 хут. Чухăнлăх, общество тупăша кура сийленсе пыни социаллă танмарлăх çуратать. Çак самантсене шута илмеллех — вĕсем çын прависене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.

Паллах, чи малтан тĕрме-колонире саккунсăрлăх пулма пултарассине ăнланмалла — çавăнпа эпир юсанмалли учрежденисене час-часах тухса çÿретпĕр. Вĕсенче тĕрлĕ çитменлĕх тупса палăртатпăр — камерăсене е ытти пÿлĕме кирлĕ пек юсаманни таранах. Сăмахран, 2015 çулта УИС учрежденийĕсенче уголовлă майпа айăпланисем тĕлĕшпе ятарлă хатĕрсемпе — 13, вăйпа 36 хут усă курнă. Учрежденисен сотрудникĕсем саккуна пăснине тупса палăртман. Ку цифрăсем çулталăк маларах пулнинчен чылай пĕчĕкрех. Пĕлтĕр УФСИН учрежденийĕсенче судпа айăпланнă е преступлени тунă тесе шанман 14 çын вилнĕ, следстви изоляторĕсемпе ПФРСИре çавнашкал 2 тĕслĕх пулнă, суицидăн 3 тĕслĕхне, аутоагрессивлă тыткаларăшăн 110 тĕслĕхне шута илнĕ. Раççейĕн пенитенциарлă системи паян ансат мар условисенче, çакă та çивĕч ыйтусем çуратать.

Хакĕ — пĕрешкел, хваттерсем — тĕрлĕ

— Халăхăн право пĕлĕвĕ çителĕксĕр­ри вăрттăнлăх мар. Хамăрăн правасене пĕлместпĕр те — хÿтĕленме е ыйтма та аптрамалла.

— Граждансен право ăнланулăхĕ тĕлĕшпе улшăнусем пур тенĕ пулăттăм. Следстви умĕнхи изоляци условийĕсене лекекенсенех илер. Çын унччен хăйне сăлтавсăр е сăлтавпах тытса чарнă май тивекен нушана пĕр сăмахсăр тÿснĕ — çапла пулмалла тенĕ, хальхи вăхăтра вара вăл та хăйĕн этем чысне хисеплеме, çын прависене уяма ыйтать, хистет.

Граждансен пирĕн пата килекен ыйтăвĕсене тематика тăрăх уйăрас тăк — вĕсен шутĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе, коммуналлă йăла пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннисем нумайрах. Правосуди сферинче правăна пăсни пирки çăхав чылай.

Граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçланă чухнехи йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсем пăшăрхантараççĕ. Сăмахран, уполномоченнăй аппаратне Çĕмĕрле çыннисенчен коллективлă ыйту килнĕччĕ. Вырăна тухсах тĕрĕслерĕмĕр. Çак çынсем автофургонсен комбиначĕн 50-мĕш çулсенчех тунă йывăç общежитийĕнче пурăннă. 56 çемьене хăтлă хваттерсене куçарнă, 12 çемье черечĕ вара пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче тин çитнĕ. Вĕсене «Гарант» компани тунă çĕнĕ çуртăн çÿлти хучĕсене куçарнă. Тултан пăхма — йĕркеллĕ çурт, шалтан вара... Чăннипе — общежити.

Мĕн пулса тухать-ха? Пĕрисем лайăх хваттер илеççĕ, теприсене йĕркеллĕ ваннăсăр-балконсăр лаптăксене куçараççĕ. Пуриншĕн те пĕр тан условисем пулмалли принцип асра та çук! Çав общежитие пăхса çаврăнтăмăр: йĕркеллĕ ванна вырнаçтарма лаптăк та çук, ура çумалли вырăн кăна. Раковина та — пĕчĕкки çеç, пĕчĕк ача валли тейĕн. 9 çемье /30 ытла çын!/ валли — пысăк мар пĕр кухня, унта — пĕр электроплитка. Малтан çав çурта 5 хутлă тума палăртнă-тăр, кайран вара тахăшĕн пуçне 6 хутлă тумалли шухăш пырса кĕнĕ, хваттерсене «икĕ шайлă» ят панă. Пире хуравласа янă çырусенче Çĕмĕрле хулин администрацийĕ те çав хваттерсем пирки çине тăрсах «икĕ шайлă» тесе çырчĕ.

Çакăн евĕр тĕслĕхсене эпир Улатăрта та, Канашра та тупса палăртрăмăр. Пĕр çĕрте пĕр хваттертех урайне тĕрлĕ пÿлĕмре тĕрлĕ тĕслĕ линолеум сарнă. Тăкакĕ çавах вĕт-ха — мĕншĕн пĕр тĕслине сарас мар? Тепĕр çĕрте хваттере кĕмелли алăксем çÿп-çÿхе фанертан. Эпир çакăн пирки каласан строительство организацийĕн пуçлăхĕн хуравĕ тĕлĕнтерсех ячĕ: «Кунта пурăнма куçакансем алăксене пурпĕр улăштараççĕ...» Апла тăк вуçех алăк ан лартăр — пурпĕр çĕннисене лартаççĕ вĕт! Хальлĕхе чаршав çакăр та! Çак хваттерсене куçакансенчен ытларахăшĕ сахал тупăшлă çынсем, ватăсем, инвалидсем пулнине пачах та шута илесшĕн мар.

Паллах, юхăннă çуртсенчен куçа­ракан çынсем валли хваттерсем тумалли укçа пысăк мар. Тепĕр енчен, пĕчĕк тесе те калаймăн. Темшĕн строительство организацийĕсенчен хăшĕсем çав укçапа йĕркеллĕ хваттерсем тăваççĕ, теприсем вара пур енĕпе те перекетлесшĕн — балкон та çук, ванна пÿлĕмĕ те хĕсĕк, усă куракан материалсем те йÿнĕ...

Çавăнпа ку ыйтăва çĕклерĕмĕр: патшалăх саккасçи — Строительство министерстви тата муниципалитетсен енчен çирĕп тĕрĕслев кирлĕ. Чи малтан вĕсен хастар пулмалла, граждансемшĕн пĕрешкел условисем йĕркелемелле. Çĕнĕ хваттерсене куçнă май пĕрне ăнать, теприне ăнмасть — патшалăх программипе пурнăçлакан ĕçре кунашкалли пулмалла мар.

— Пĕр сăмахпа, Юрий Сергеевич, сирĕн валли ĕç ытлашшипех?

— Çапла. Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй хăйĕн ĕçĕпе патшалăх влаçĕн ят-сумне, граждансем ăна шанассине çирĕплетет. Çак ĕçе патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле пурнăçлатпăр — çынсем çĕклекен çивĕч ыйтусене татса пама тăрăшатпăр.

Николай КОНОВАЛОВ калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.