Комментари хушас

12 Чÿк, 2016

«Пурăнасчĕ-ха...»

Вера Михеева Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче 1955 çулта çуралнă. Çут тĕнчене хĕллехи шартламара килнĕ вăл. Кун пек çанталăкра пĕчĕкскерпе амăшне çăмăл пулман паллах. Уйрăмах — пĕччен хĕрарăма. Лидия Осиповна иккĕмĕш мăшăрĕнчен иккĕмĕш ачипе ултă уйăхри хырăмпа тăрса юлнă. Ывăлĕн ашшĕ вăрçăран таврăнайман, хыпарсăр çухалнă. Пепки те çитĕнеймен, ачаллах вилнĕ. Вăрçă чарăнсан хĕрарăм тепĕр салтакпа — Дмитрий Крыловпа — пĕрлешнĕ. Анчах унпа та ырă курса пурăнма пÿрмен. Çапла Вера Дмитриевнăна амăшĕ пĕчченех ÿстернĕ, иккĕн çеç пурăннă вĕсем.

— 10 класс хыççăн вĕренме каяс тенĕччĕ. Шупашкарти экономика техникумне вĕренме кĕме ыйту та çырнăччĕ. Япала пуçтарма тытăнсан анне йĕме пуçларĕ. Вăл: «Пĕччен хăваратăн-им, улма та кăлармалла», — тесе макăрнине курса тухса каяймарăм. Вĕренес шухăша пачах пăрахрăм. Ĕçлеме тытăнтăм. Малтанах Патăрьелĕнче çип арланă çĕрте тăрăшрăм. Каярах хамăр ялти шкула тирпейлÿçе вырнаçрăм, — каласа кăтартать Вера аппа.

Шăпах шкулта ĕçленĕ чухне вăрласа кĕнĕ те ăна Николай Иванович.

— Эпир çамрăк чухне клуба тухсан вăйă та выляттăмăр. Ташлаттăмăр. Вăл кун Инди фильмĕ кăтартрĕç. Кино хыççăн хĕрсемпе ташлама юлтăмăр. Тирпейлÿçĕре улттăн ĕçлеттĕмĕр. Клубран тÿрех шкула каçаттăмăр, унтах выртаттăмăр. Пахча-сад сыхланă-çке, вуттине те хутмалла пулнă. Шкул умне çитсен вăрласа та кайрĕç. Машини те çавăнтах ларнă — хĕр-упраçа йăтса унта лартасси нумай-и?

Çапла 1974 çулхи чÿк уйăхĕнче Тăрăнра тепĕр çемье чăмăртаннă. 42 çул килĕштерсе пурăнаççĕ Михеевсем.

— Пĕр-пĕрне палламан мар паллах. Пĕр ялсем-çке, кÿршĕ урамран çеç. Салтакран таврăннă кăначчĕ Коля ун чухне. Анчах эпир пĕрре те калаçса та курман. Ăна качча тухасса тĕлленмен те. Урамра ларнă чухне вăл купăс тăсатчĕ, эпĕ такмак калама ăстарахчĕ те ун çумнерех пырса лараттăм. Чĕнетчĕ те. Çавă çеç. Клубра вăл кун «Вера, Вера...» тени хăлхана кĕчĕ-ха. Анчах унта эпĕ кăна мар-çке, ыттисем те пур.

Вăрласа кĕнĕ хыççăн анне илме те пынăччĕ. Хытă тытрĕç. Ямарĕç. Турă çапла çырнă пуль. Килĕштерсех пурăнатпăр. Çав тери хитре каччăччĕ упăшкам. Халĕ ватăлма тытăнтăмăр ĕнтĕ. Апла пулин те халĕ те чипер вăл, — мăшăрне ырлать хĕрарăм.

Иккĕмĕш ачине çуратсан Вера Дмитриевна фермăра ĕçлеме тытăннă. 40 яхăн çул ĕне сăвать ĕнтĕ.

— Пăрахас килмест-ха. Ĕçлетĕп. Хăнăхнă ĕç пачах йывăр мар. Пушшех те — халĕ ĕçлеме те меллĕрех. Малтан алăпа сунă вĕт, халĕ — аппарат. Сĕтне те йăтмастпăр — пăрăхпа каять. Çĕнĕ вите те турĕç, унта çамрăк хĕрсем ĕçлеççĕ, — каласа кăтартать маттурскер.

Отпускра пулин те ялти хĕрарăмсемпе хире çĕрулми пуçтарма тухнăччĕ вăл.

— Чĕнчĕç те — хирĕçлемерĕм, — тет ĕç ветеранĕ.

Вера Михеевăна «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Çурт та çĕкленĕ. Анчах шел, кукамăшĕ мăнукĕсемпе савăнса пурăнайман. 77 çула çитсен çĕре кĕнĕ. Аслă мăнукĕ 2 çулта çеç пулнă ун чухне.

Мăшăрĕ малтанах трактористра, каярах тимĕрçре тăрăшнă. Вăл та халĕ те ĕçлет, алă усса лармасть — фермăра хурал тăрать. Аслашшĕпе асламăшне икĕ мăнукĕ савăнтарать. Шел, кĕçĕн ывăлне Сашăна вăхăтсăр пытарма тивнĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Владик уйрăлса тухса уйрăм çуртра пурăнать. Асли çемйипе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕпленнĕ.

— Кольăн купăсĕ верандăрах. Аса илсен часах йăтса кĕрет. Юрлакаласа ларатпăр вара кас-кас. Иртнине те аса илетпĕр. Малашне те çапла пурăнма Турă сывлăх патăрччĕ, — терĕ Вера Дмитриевна калаçăва вĕçленĕ май.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.