Комментари хушас

12 Чÿк, 2016

Мĕнле тармалла-ши?

"Шултра бизнесмен", — теççĕ ман пирки пĕлĕшсем. Фирма уçрăм. Канмалли кунсăр, отпусксăр ĕçлетĕп. Хушăран 2-3 талăклăх командировкăна кайма тивет. Çакна килтисем хăнăхса çитрĕç. Арçыннăн, паллах, çемьене укçапа тивĕçтермелле. Мана мăшăр та, юлташсем те хисеплеççĕ.

Хĕрарăмсемпе хитре калаçмашкăн аслă шкултах вĕрентнĕ мана. Вĕсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупатăп. Хăшĕ-пĕри мана килĕштернине те пытармасть. Тĕл пулăва та чĕнеççĕ...

Пĕррехинче пĕлĕш стена талккăшĕпех шкап туса пама ыйтрĕ. Апат вăхăтĕнче килне кайса килме палăртрăмăр. Проект тăвиччен йăлтах виçмелле вĕт манăн.

Вăл хăвăртах сĕтел çине темĕн те пĕр лартрĕ, эрех кăларчĕ. Эпĕ, спортпа туслăскер, хаяррине ĕçместĕп. Пуçларĕ мана ÿкĕтлеме. Эрех ĕçмен арçын çук, ăна юри тархаслаттарасшăн имĕш. "Мĕнле тухса тармалла ку килтен?" — шухăшлатăп хам. Ку кăна та мар, хĕрарăм уçă кĕпе тăхăнса ман çумах ларчĕ.

"Ах, мансах кайнă. Пичче кĕрсе тухма ыйтнăччĕ. Анне валли кучченеç парса ярасшăн", — хыпăнса ÿкнĕ пек тытрăм хама. Юрать-ха яла кайма хатĕрленнине паçăрах каланăччĕ ăна. Ĕненчĕ ахăр. Апла пулин те тăхтама ыйтать. Эпĕ хальлĕхе ку килте ĕç пĕтернĕ. Кăнтăрлахи апат çимесĕрех тухса утма лекрĕ.

Тепрехинче командировкăна кайма тухнăччĕ. Пĕр хĕрарăм умлă-хыçлă шăнкăравлать. Шăп та лăп çав вăхăтра урăххипе сăмах ваклаттăм, çавăнпа унпа калаçаймарăм. "Тунсăхларăм. Паянах кил", — кăштахран çакнашкал СМС илтĕм. Эпир çав хĕрарăмпа юрату çинчен сăмах пуçарман. Вăл укçа пуçтарнă иккен. Иртнĕ эрнере леçсе панă сĕтел-пуканшăн халех татăласшăн. Каярах тĕл пулма калаçса татăлтăмăр унпа.

Çав СМСа арăм тупса вуланă. Пуçларĕ ятлаçма. Вăл вăрçăнма тăрсан пулеметпа пенĕ пекех татти-сыпписĕр "шăтăртаттарать". Хама хÿтĕлемешкĕн пĕр сăмах та хушма çук. Юратнă мăшăр кăшт лăплансан кăна лару-тăрăва уçăмлатма май килчĕ. Мана урăххи кирлĕ мар. Çакна арăм та ăнланчĕ.

Пурнăçри самантсене аса илсе вăрттăн кулатăп. Çавăнпах кăмăлăм яланах лайăх.

МИХАИЛ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.