Комментари хушас

11 Чÿк, 2016

Шурă тата Хура

Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕ. Канаш хули пире тĕтреллĕ тата çумăрлă çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Хальхинче пирĕн асăннă хулан сăн-сăпачĕпе паллашмалла, лайăххипе начаррине палăртмалла. Тĕп тĕллев — çитменлĕхсене уççăн кăтартасси, çапла майпа вĕсенчен хăтăлма тăрăшасси. «Канаш ĕмĕрех таса мар хула пулнă», — халăхра çакăн пек шухăш сарăлнă. Çакă чăнах та çапла-ши?

Шурă

"Пирĕн хулара нимĕн хитри те çук», — терĕç мана хула çыннисем халăха уйрăмах килĕшекен вырăнсем пирки ыйтсан. «Пулма пултараймасть! Туристсене вара мĕн кăтартмалла?» — шухăша путрăм эпĕ... Килен-каяна чукун çул вокзалĕнче питĕ хăйнеевĕр скульптура композицийĕ кĕтсе илет. Илемлĕ!
Кунашкал паллă халĕ кашни хулара тенĕ пекех пур. Çĕнĕ мода темелле-ши ăна? «Эпĕ Канаша юрататăп» умĕнче çамрăксем сăн ÿкерĕнме кăмăллаççĕ. Эпир те асăнмалăх ÿкерĕнтĕмĕр.
Канашри культурăпа кану паркĕ шурă кавир айĕнче. Çуллахи вăхăтри пек шавлă мар унта. Апла пулин те хитре скульптура композицийĕсене курса киленме пулать. Пĕрин айĕнче ав кушаксем çумăртан пытаннă... Çакна та калам: паркра ахаль йывăçсем кăна мар, «Шанчăк йывăççи» те пур.
Аслă Çĕнтерÿ: 30 çул урамĕнчи 9-мĕш А çурт умне Афган çĕрĕнче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă монумент кăмăла килчĕ. Чылай район центрĕпе хулара лартнă кунашкал палăка. Анчах Канашсен сумлăрах пек туйăнчĕ.
Мăшăрлану керменĕнчен çырăнса тухнă çамрăксем тÿрех часавай çывăхĕнчи «Шанчăклăх кĕперĕ» патне çул тытаççĕ. Хăйсен юратăвне илемлĕ çăрапа «питĕрсе илеççĕ».

тата

Хура

Киров тата Аслă Çĕнтерÿ: 30 çул урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти контейнерсем çÿп-çаппа тулса тăкăннă... Полиэтилен хутаçсен «сăрчĕ» те самаях пысăк.

Ĕç, К.Маркс, С.Разин тата ытти урамра та çак ÿкерчĕкех. Хула йăлт çÿп-çап айне пулнă тейĕн! Уйрăм çынсен çурчĕсемлĕ урамсенче кăна мар, нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчи контейнерсем те туп-туллиех. «Юлашки вăхăтра яланах çапла. Пĕрер уйăхран кăна турттарма пикенеççĕ. Юрать, халĕ çанталăк кăштах сивĕтрĕ, çулла патне пыма çук япăх шăршă кĕретчĕ», — терĕç хула çыннисем. Çав вăхăтрах вĕсем коммуналлă ĕçсемшĕн, çÿп-çапа турттарнăшăн вăхăтра тÿлеççĕ. Çакăншăн йăлтах «Таса хула» МУП яваплă. «Çÿп-çапа пула хĕн курать хула!» — пĕтĕмлетрĕм эпĕ.

Çулсем, çулсем... Канашра та начар вĕсем. Анчах юр çунăран вĕсене лайăх ÿкерсе кăтартма çук. Хĕрлĕ Çар урамĕнче /машинăсем тăвакан завод умĕнче/ путăк-лакăм шывпа тулнă. Машинăсем «шывра ишнĕ пекех» туйăнаççĕ.
Тăвай çулĕ урамĕнчи ваннă кантăклă юхăннă çурт хулана пĕрре те чыс кÿмест...

Хыçсăмах вырăнне: Хуларан тухас умĕн хĕвел пăхса ячĕ. «Начаррине ытлашши ан çыр ĕнтĕ», — тенĕнех туйăнчĕ мана.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.